Маншăн çакăн пек тĕслĕх вырăнне хамăн ентеш, хаклă Василий Васильевич Николаев шутланать. Вăл - чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕ! Василий Васильевич маншăн чи ăслă, ырă, пултаруллă тата тавçăруллă ертÿçĕ тĕслĕхĕ пулса тăрать. Мĕнле анлă тавракурăмлă çынччĕ вăл. Епле тĕрлĕ майлă шухăшлама пултаратчĕ!
Вăл ĕçлĕ пурнăçне Салаватри нефтьпе хими комбиначĕн слесарĕнчен пуçланă та «Оренбурггазпром» предприятин генеральнăй директорĕ таран çитнĕ. Тĕп ĕçĕ газ промышленноçне аталантарасси пулнă пулсан та нихăçан та çынсем çинчен манса кайман. Тĕслĕхе Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнчи чиркÿ, шкул, клуб сăн-сăпатне çеç илер. Чăваш Хурамалĕнчи «Аслă Василий Святитель» чиркĕве Василий Васильевич хăй шутĕнчен хăпартнă. 2000 çулхи июль уйăхĕн 22-мĕшĕнче тăван ялĕ 260 çулхи юбилейне паллă тунă чух, тĕн çуртне уçнă май, ентешĕсене савăнăç парнеленĕ.
Хамăн тăван меценат пулнишĕн, ялпа чăваш халăхĕн пуласлăхĕшĕн тăрăшнишĕн эпĕ чунтан савăнатăп. Манăн камран вĕренмелли, кампа танлашмалли çын пур. Паянхи кун Василий Васильевич сире хисеплесе, асра тытса тата юратса çапла калатăп: «Хамра чăваш халăхĕн тымарĕсем пуррипе мăнаçланатăп! Мал ĕмĕтлĕ те яваплă çынсен ĕçне малалла тăсма шантаратăп».
Ольга ПЛОХОВА, Кумертау хулинчи авиаципе производство предприятийĕн тĕп директорĕ, ПР Патшалăх Пухăвĕн депутачĕ.