Пур хыпар та
Асра тытса
7 Нарӑсӑн , 11:30

Ыттисемшĕн ырă тĕслĕх

Чăваш халăхĕн пултаруллă ывăлĕ Василий Васильевич Николаев 1939 çулхи февраль уйăхĕн 11-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Унăн пурнăç çулĕ Авăркас тăрăхĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнче пуçланнă.

Ыттисемшĕн ырă тĕслĕх
Ыттисемшĕн ырă тĕслĕх

Пулас ăсчах мĕн ачаранах ял ĕçне хăнăхса ÿснĕ, «чун кăнтăрла та, çĕрле те ĕçлемелле» тенине те нихăçан та манса кайман. Тен, çавăнпа та пулĕ вăл хăйĕн çутă та ĕçлĕ пурнăçĕ тăршшĕпех пĕлÿ патне туртăннине, каярахпа вара тăван ялĕпе халăхĕшĕн тăрăшнин çимĕçĕсене те асăрхама пулать. Унăн ĕçĕсем нумай енлĕ, слесарьтен пуçласа Салаватри нефтьпе хими комбиначĕн цех ертÿçи таранах. Каярах Пĕтĕм союзри «Оренбурггазпром» промышленность пĕрлешĕвĕн гелий завочĕн директорĕ пулнă, производство пĕрлĕхĕн тĕп директорĕ таран çитнĕ.
Мĕнле тулли пурнăçпа пурăнсан та Василий Васильевич лăпланса ларман, пурне те пĕлесшĕн ăнтăлнă. «Обществăшăн тухăçлăрах ĕçлес тесен тата та тарăнрах пĕлÿ кирлĕ» тахăш вăхăтра килсе кĕнĕ унăн пуçне шухăш. Хăй ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ: малтан кандидат, каярах доктор диссертацийĕсем хÿтĕленĕ. Çакна та палăртмалла - иккĕшĕ те техника енĕпе пурнăçланă ĕçсем.
М.В. Ломоносов евĕрех В.В. Николаев та ăсчах анинче вăй хурса Тăван çĕршывшăн усăллă ĕçсем тунă. Çав вăхăтрах тăван ялне те манман. Чăваш Хурамалĕ пурнăçĕн юлашки кунĕчченех чун киленĕвĕ, юратăвĕ шутланнă. Василий Васильевич тăрăшнипе вырăнти культура çуртне, халĕ хăй ячĕпе хисепленекен шкула çĕнетнĕ.
Унăн пуçарăвĕпе хăпартнă чиркÿ пирки уйрăмăн каламалла. Ăна ĕненĕве сарас ĕçре нумай тăрăшнă пултаруллă тĕн çыннин, нумай кĕнеке авторĕн Аслă Василий святителĕн ятне панă.
Çÿлерех асăннă чиркĕве хăпартиччен Чăваш Хурамалĕнче нихăçан та тĕн çурчĕ пулман. Ял çыннисем Пишкайăнри Никольский приххутне çÿренĕ. Ăна 1937 çулта хупнă хыççăн Ивановка ялĕнчи Иоанно-Предтеченский ячĕллĕ чиркÿре тĕн йĕркисене пăхăнса пурăннă. Анчах 20 çул иртсен ăна та салатса янă. Апла пулин те Турра хирĕç пыракан совет идеологийĕ çынсен ĕненĕвне тĕпĕ-йĕрĕпех тĕп тăвайман. Ялсемпе хуласенче пурăнакансенчен нумайăшĕ Турра вăрттăн ĕненнĕ. Çав шутра парти çыннисем те, органсенче ĕçлекенсем те пулнă. Аслисем православи культурине çитĕнекен ăрăва майĕпен парса пынă.
Чиркÿ хăпартас ыйтăва революцичченех çĕкленĕ, анчах ялти ватăсем кашнинчех хирĕçленĕ. Мĕншĕн тесен таврари ялсенче чиркÿсем пулнă. Урăхла каласан, ăна хăпартма вăхăт çитмен пулĕ.
Василий Васильевич ытти нумай çын пекех христиан тĕнне ăша хывса, тăван тавралăха, çынсене хисеплеме вĕренсе ÿснĕ. Çавăн пекех ăна халăха хутла вĕрентме пулăшнă Иоанно-Предтеченский приххут шкулне ишнине те курма тÿр килнĕ. Тен, шăпах çак пулăм вăхăт иртнĕçемĕн тăван ялĕнче хăйĕн хÿтĕлевçине халалланă чиркÿ лартма хистенĕ.
1998 çулта пысăк чиркÿ çурчĕ хăпартма пуçланă. 2000 çулта вара Ĕпхÿ тата Çтерлĕ Архиепископĕ Никон (халĕ Пушкăртстан митрополийĕн пуçлăхĕ) строительство ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн чиркĕве сăвапларĕ. Ăна сăваплани ял çыннисемшĕн чаплă пулăм пулчĕ, çак тĕлĕшпе нумай хăна килсе çитрĕ. Çав шутра чиркĕве хăпартаканĕ те, Василий Васильевичăн юлташĕпе ĕçтешĕ Виктор Степанович Черномырдин та пулчĕç.
Çÿлерех çырнине пĕтĕмлетсе çакна калама пулать: Чăваш Хурамал ялĕнче çуралса ÿснĕ паллă ентеш тĕрлĕ енлĕ аталаннă çын пулнă. Халĕ унăн ĕçĕсем пурăнаççĕ-и? Ку ыйтăва хурав илес тесессĕн çакна асра тытмалла: Николаева пĕчĕк тăван кĕтесĕнче питĕ хисепленĕ, вăл çав тери ăслă-тăнлă çын шутланнă. Ял аталанмалли виçĕ тĕп хатĕр шутне администрацие, колхоза тата чиркĕве кĕртме сĕннĕ. Урăхла каласан, администраципе пĕр шухăшлă пулмалла, кĕл тумалла тата ялпа пĕр-пĕрин тивлечĕшĕн вăй хумалла. Пиртен кашниех унăн ĕçне малалла тăсаканĕ шутланать. Ытларах унăн паха енĕсене ăша хывнă Елена Васильевнăпа Светлана Васильевна хĕрĕсем, ял хутлăх пуçлăхĕ Николай Ефимов тата Юрий Леонтьев тава тивĕçлĕ вĕрентекен ячĕсене асăнса хăвармалла. Ыттисем вара унран ырă тĕслĕх илĕç. Çавăнпа та В.В. Николаевăн ырă ĕçĕсем, унăн ырă сăнарĕ ĕмĕрех асра пулĕç, пархатарлă ял çыннисем вара уншăн кĕл тăвĕç.
Салават тата Кумертау епископĕ Николай.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: