Пур хыпар та
Асра тытса
8 Нарӑсӑн , 11:20

Халăхăн Аслă историкĕ

Пирĕншĕн, Красноярск хулинче пурăнакан чăвашсемшĕн, Василий Васильевич Николаев ячĕ уйрăмах хаклă. Вăл чăваш халăхĕн паянхи историкĕ тата Красноярскри чăваш наципе культура автономийĕн Хисеплĕ пайташĕ пек паллă.

Халăхăн Аслă историкĕ
Халăхăн Аслă историкĕ

Василий Васильевичпа ман хушăри пĕрремĕш тĕлпулу 2005 çулхи март уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн IV съездĕнче пулса иртрĕ. Тăхтав вăхăтĕнче, залран тухнă май, коридорта эпĕ вăтам пÿллĕ, сăн-питĕнче канăçсăрлăх палăракан арçынна пырса тăрăнтăм. Çав вăхăтрах вăл çывăх та тахçан пĕлекен çын пекех туйăнчĕ. Каçару ыйтсан кашнийĕ хăйĕн çулĕпе утрăмăр. Пуçра «Ку хăй Николаев, Красноярк чăвашĕсем юратса вулакан «Чуваши: этническая история и традиционная культура» кĕнеке авторĕ пулчĕ вĕт» текен шухăш çаврăнчĕ.
Кĕнеке пирки çакна каласа хăвармалла: асăннă кăларăм пирĕн патра уйрăмах пысăк интерес çуратрĕ, халĕ те унпа кăсăкланакансем чылай. Чăвашсен ертÿçи пулнă май хăй вăхăтĕнче Красноярск крайĕн администрацийĕпе чăвашсем ытларах пурăнакан вырăнсенчи вулавăшсем валли çак кĕнекене туянма килĕшсе татăлма та тÿр килнĕччĕ.
Делегатсем хушшинче Василий Васильевича шыраса тупрăм. Тепĕр хут каçару ыйтса хампа паллаштартăм. Эпĕ Çĕпĕртен килнине пĕлсен вăл хавхаланса кайрĕ, вырăнти чăвашсем çинчен ыйтса пĕлме тытăнчĕ. Сăмах вакланă май ЧНК съезчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă шухăшсене пĕр-пĕрне пĕлтертĕмĕр. Ытларах тума пултарнă тата шута илмен ĕçсене сÿтсе яврăмăр. Василий Васильевичăн «пире истори ăс паман, эпир ăна пачах та пĕлместпĕр, пĕтĕмлетÿсем тумастпăр» текен сăмахĕсем хыççăн эпĕ чăваш халăхĕн патриочĕпе тата аслă ывăлĕпе паллашнине чăннипех ĕнентĕм. Калаçу вĕçĕнче Василий Васильевича Красноярск хулине чăваш халăхĕн историне уçса паракан лекцине вулама йыхравларăм. Вăл йыхрава хаваспах йышăнчĕ.
Тепĕр хутĕнче эпир Красноярск хулинче 2006 çулхи март уйăхĕн 18-мĕшĕнче тĕл пултăмăр. Вăл вырăнти чăвашсен истори тĕлĕшĕнчен пĕрремĕш съездне килнĕччĕ. Шăпа пÿрнипе виçĕ кун калаçусемпе пуян пулчĕ. Халĕ мĕнпур калаçăва, тавлашăва куç умне кăларса тăратма йывăр. Вĕсем пурте чăваш халăхне юратнипе, мăн асаттесемпе мăнаçланнипе çыхăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Василий Васильевич истори тĕлĕшĕнчен интереслĕ пулăмсемпе, тĕнче управçисенче сыхланса юлнă тĕпчевсемпе илĕртме ăстаччĕ. Хăй каланине çирĕплетсе пама та пултаратчĕ. Вăл анлă шухăшлама пĕлни, чăваш халăхĕн историне çав тери хисеплени тĕлĕнтеретчĕ. Çав вăхăтрах унра халăхăн шăпишĕн, паянхи лару-тăрушăн тата пуласлăхшăн ыратни сисĕнетчĕ. Çак темăпа унпа вĕçне-хĕрне тухмасăр калаçма пулатчĕ. Енчен те пĕрерĕшĕ «çăпаталлă чăваш» тесе каласан, халăхăн шăпи йывăр килнипе фольклорпа поэзи хурлăхлă пулнине аса илтерсен вăл кÿренетчĕ. Василий Васильевич çакна хирĕçлетчĕ, мăн асаттесем пысăк культурăллă çынсем пулнине çирĕплетсе паратчĕ. Вĕсем пирĕн эрăччен 3000 çул каялла сăран тумтирпе тата атă-пушмакпа, пăхăр ĕç хатĕрĕпе тата хĕç-пăшалпа усă курнă. Чăвашсем хăюллă салтаксем тата ал ĕç ăстисем, мăнаçлă та илемлĕ халăх шутланнă. Чăваш хĕрарăмĕсем кил-çурт вучахне упранисĕр пуçне алă ĕçне тума та правур пулнă. Кирлĕ пулсан аллисене хĕç-пăшал та тытнă. Василий Васильевич чылай чăваш хăйĕн йăх-несĕл тымарне çухатнишĕн пăшăрханса калаçатчĕ.
Съезд материалĕсемпе, доклад тăвакансен ĕçĕсемпе паллашнă хыççăн чăваш халăхĕн аслă ывăлĕ кăмăллă юлчĕ. Шăпах çавăн чухне чăвашсем хăйсен малашлăхне Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче сÿтсе явни тата Чăваш Республикинче чăвашсен тĕнче съездне йĕркелени тăван халăха пысăк пайта кÿрес шухăша пĕлтерчĕ. Хăйĕн ĕмĕтне те уçса пачĕ – чăваш шкулĕсенче тăван халăхăн историне вĕренмелле. Çакăн валли Василий Николаев вĕрентÿ пособийĕ хатĕрлемеллине те асăнса хăварчĕ. Тăхтавсем вăхăтĕнче делегатсем Василий Васильевич патне пычĕç, унăн пысăк ĕçĕшĕн, кĕнекисемшĕн, Çĕпĕре килнĕшĕн тав турĕç.
Тепĕр кунхине паянхи пурнăç, Чăваш Республикипе Чăваш наци конгресĕн, регионсенчи чăваш общество организацийĕсен тивĕçĕсем çинчен калаçрăмăр. Çавăн пекех Красноярск хулинче чăвашсен историйĕ енĕпе наукăпа практика конференцине ирттерессине сÿтсе яврăмăр. Тĕп докладчик Василий Васильевич пулмаллаччĕ. Унта Чăваш Енри историксене тата Раççейĕн ытти регионĕсенчи представителĕсене йыхравлама палăртрăмăр. Конференцине Красноярск хулинчи географи обществипе тата педагогика университечĕпе пĕрле йĕркелессине те калаçса татăлма ĕлкĕртĕмĕр. Ăна «Иллюстрированная история чувашей» серинчи çиччĕмĕш кĕнеки кун çути курсан, 2008 е 2009 çулсенче, ирттерме йышăнтăмăр. Анчах çав вăхăтра эпир юлашки хут калаçассине никам та пĕлмен, çакăн пек шухăш пуçа та кĕмен…
Паян хăш-пĕр япалана урăх куçпа хак паратăн. Ун чухне вара малашлăха тулли вăй-хăватпа, шанăçлăн пăхаттăмăр, пĕрле ĕçлеме палăртаттăмăр. Пĕррехинче пирĕн автономи «Чуваши на берегах Енисея» кăларăм валли материалсем пухнине, анчах вĕсене пĕр тĕвве пухса интереслĕ кĕнеке калăплакан çуккине пĕлтертĕм. Василий Николаев çак ĕçе хама пурнăçласа пăхма сĕнчĕ, «чунпа тăрăшсан ĕç тухĕ» терĕ.
Паллă ăсчахăн, историкăн, çыравçăн, чăваш халăхĕн аслă ывăлĕн Василий Николаевăн пурнăçне тĕпчемелле, тивĕçлипе хак памалла. Енчен те Иван Яковлевич Яковлев Аслă Вĕрентекен тата халăха çутта кăлараканĕ пулсан, Василий Васильевич - мăн асаттесен историне çутатса панă Аслă историк. Эпĕ ăна чăваш халăхĕн Геройĕ пек йышăнмалла тесе шутланă, шутлатăп та.
Шупашкар хулинче Василий Николаева халалласа палăк уçнă кун Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров вăл вăйлă та ылмаштарма çук, ырă кăмăллă çын пулнине, чĕрипе тата чунĕпе Чăваш Ене, унăн культурипе историне парăннă çын тесе палăртрĕ.
- Вăл тунă ĕçсем – ĕмĕрлĕхе. Чăваш Ен çинчен пĕлни – сахал, ăна туйма тата юратма пĕлмелле. Василий Николаев çакăн пек çынсенчен пĕри шутланать те. Вăл тăван çĕре парăннă, республикăн пысăк та çутă пуласлăхне пĕр иккĕленмесĕр шанатчĕ. Халь те унăн ĕçĕсене вулас килет. Вăл ĕмĕрлĕхех пархатарлă ăрăвăн асĕнче тăрса юлĕ, - терĕ Николай Федоров.
Мана «Николаев вулавĕсене» йыхравлани черетлĕ утăм тума хистерĕ.Хамăншăн çакăн пек йышăну турăм: Василий Васильевич Николаевăн çутă сăнарне асра тытса, вăл Красноярск çĕрĕ çинче пулнине халалласа материалсем пухса вĕсене унăн пĕчĕк Тăван çĕршывĕнчи музейне ярса парăп.
Геннадий ХРАМОВ,
Красноярск крайĕнчи чăваш наципе культура автономийĕн президенчĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: