Пур хыпар та
Асра тытса
21 Майӑн , 10:55

«Пурнатăп аякра тунсăхласа, юратнă ял, тăван тавралăхăм»

Май уйăхĕн 13-мĕшĕнче Владимир Аптраман çыравçă çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Паянхи номерте вулакансене вăтăр çул каялла пиртен уйрăлса кайнă Владимир Васильевичăн пурнăçĕнчи самантсемпе тата унăн сăввисемпе паллаштаратпăр.

«Пурнатăп аякра тунсăхласа, юратнă ял, тăван тавралăхăм»
«Пурнатăп аякра тунсăхласа, юратнă ял, тăван тавралăхăм»

Владимир Дмитриев (Аптраман) Пишпÿлек районĕнчи Йăлпăлак ялĕнче çуралнă. Вырăнти шкулта вĕреннĕ. Пĕр вăхăт тăван колхозра хурт-хăмăрçă, унтан клуб ертÿçи, почтальон пулса ĕçленĕ. 1966 çулта вăл Ульяновск хулине тухса кайнă, Нагаткино салинчи «Свет коммунизма» хаçат редакцине ĕçе вырнаçнă. 1974 çулта тăван тăрăха таврăннă. Пишпÿлекри чăваш хаçачĕн редакцийĕнче хаçат кăларакан пайăн ертÿçи тивĕçне пурнăçланă.
Владимир Васильевичăн тавракурăмĕ анлă пулнă. Вăл Чăваш патшалăх университетĕнче историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче пĕлÿ илнĕ. Унсăр пуçне тата тăватă курс пĕтернĕ.
Владимир Аптраманăн пĕрремĕш сăввисем Чăваш Енри тата Пишпÿлек район хаçачĕсенче пичетленнĕ. 1959 çултан пуçласа Владимир Васильевич хăйĕн хайлавĕсене Чăваш Республикинче кун çути куракан «Ялав» («Знамя»), «Тăван Атăл» («Родная Волга») журналсенче пичетленĕ. Унăн сăввисемпе калавĕсем «Урал сасси» чăваш хаçачĕн страницисенче те вырăн тупнă. Владимир Васильевич асăннă кăларăмăн пĕрремĕш номерĕсене кун çути кăтартас ĕçре тÿпе хывнине те палăртса хăвармалла. Унсăр пуçне В.Аптраман «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕнче те тăрăшнă. Юлашки вун çичĕ çул хушшинче Владимир Дмитриев Пишпÿлек районĕнчи «Светлый путь» район хаçатĕнче çанă тавăрса ĕçленĕ. 1992 çулта вăл пурнăçран уйрăлса кайнă.

Хурăн хÿхлевĕ
Ларать милици умĕнче
Тевет çакайнă шурă хурăн.
Кашни çулах уявсенче
Йĕрсе хÿхленнине эс курăн.

Пĕрре çапла, хĕвеллĕ кун,
Çав урампа каллех иртетĕп.
Шур хурăнăм – чĕп-чĕрĕ чун –
Сăмах каланине илтетĕп:

«Район тĕрми – масар хапхи –
Миçе çынна хыпса çăтмарĕ?
Кервен этем – турпас татки
Хакне тăрса та юлаймарĕ.

Ним айăпсăр, çăхав парса,
Çĕр варринче тытса каятчĕç.
Çăвар уçсан, пăкăласа,
Часах тăшман туса хуратчĕç.

Чунне парса çын ĕçлесен,
Ăна сума сусассăн халăх,
Кĕвĕçнипе, ĕмĕтсĕрсем,
Шăлне хăйратчĕç аçтахаллăн.

Ĕçчен Яккун сар Ваççине
Вĕчче хурса нумай юнарĕç.
Çĕн пурнăçшăн кĕрешнине
Мазут пек пылчăкпа варларĕç.

Пĕрремĕш комсомолеца
Çĕрти çуп вырăнне хумарĕç.
Ялти хастар ленинеца
Таса ĕçне тума памарĕç.

Пулайрĕ уншăн Шупашкар
Хăрушă Колыма пек пилсĕр.
Епле вăл куртăр пархатар
Юнать пулсассăн ирсĕр вилĕм…

Канашпала Шупашкара
Чукун çулпа вăл çыхăнтарчĕ.
Хăйне ăсатрĕç масара,
Çĕршыв ун «çылăхне» каçарчĕ…»

Хĕвел хĕртсессĕн çуркунне
Тевет çакать шап-шурă хурăн.
Çыхсассăн симĕс тутăрне
Йĕрсе хÿхленнине эс курăн.


Асăну
Салам яратăп хуларан савса,
Часрах çитейтĕр çырнă çырăвăм.
Пурнатăп аякра тунсăхласа,
Юратнă ял, тăван тавралăхăм.

Кунта та хурăнсем кашлаççĕ ав,
Юрлать ир-каçăн шăпчăк киленсе.
Çапах, çапах тăван ял çывăх çав,
Аса илетĕп питĕ тĕмсĕлсе.

Сан аркунта эп куртăм кун çути,
Чечен ачалăх сарчĕ çунатне.
Пĕрремĕш хут чуп турĕ хĕр тути
Çуркуннехи асамлă каçхине.

Çула тухатăп ир-ирех ыран,
Асран тухмастăн хаклă ырлăхăм.
Ыталăн-ши мана савса чунран,
Юратнă ял, тăван тавралăхăм.

«Пурнатăп аякра тунсăхласа, юратнă ял, тăван тавралăхăм»
«Пурнатăп аякра тунсăхласа, юратнă ял, тăван тавралăхăм»
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: