Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Асра тытса
22 Майӑн , 09:15

«Манăн пурнăçăм» асаилÿрен

Май уйăхĕн 27-мĕшĕнче вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ Константин Иванов çуралнăранпа 134 çул çитет. Çавна май вулакансене «Константин Иванова аса илеççĕ» кĕнекери пĕр сыпăкпа паллаштаратпăр. Ăна И.Я. Яковлев çырнă.

«Манăн пурнăçăм»  асаилÿрен
«Манăн пурнăçăм» асаилÿрен

Эпĕ Псалтире чăвашла куçартăм. Ăна хамах темиçе хут та урăхлатса çĕнетрĕм. Ку ĕçре мана Федор Данилов тата Константин Иванов пулăшрĕç. Псалтире юлашки хутĕнче, Иванов пулăшнипе, лайăхрах редакцилесе кăлартăм…
1907 çулта Хусан вĕренÿ округĕн попечителĕ Деревицкий хушнипе патшалăха хирĕçле пропаганда сарнăшăн Чăваш шкулĕнчен пĕрремĕш класа пĕтĕмпех кăларса яма тиврĕ. Шел пулин те, кăларса янисен шутне çак пропагандăпа ним те çыхăнман, пачах урăхла, консерваторла туртăмлă, Константин Иванов вĕренекен те лекрĕ. Ку вăл кăмăллă, сăпайлă, пăхма илемлĕ, пур енчен те пуян ăс-хакăллă çамрăкччĕ. Унăн, шухăшлас пултарулăхсăр пуçне, илемлĕхе туяс талант та пурччĕ. Вăл – поэт, чаплă тăлмач. Лермонтовăн «Калашник хуçа çинчен хунă юррине» тата ытти калавĕсене куçарчĕ. Оригиналлă ĕçсенчен Иванов чăвашла «Нарспи» тесе ят панă повесть çырнă.
Шкултан кăларса янăранпа икĕ çула яхăн иртсен, эпĕ Иванова Чĕмпĕре чĕнсе илтĕм. Хăй лайăх художникчĕ те, вăл вара ÿкерме, вулама, çырма вĕрентсе пурăнчĕ. Чăваш шкулĕнчи сцена çинче «Жизнь за царя» оперăн уйрăм сценисене лартма хатĕрленнĕ чухне Иванов вĕсене валли декораци ÿкерсе пачĕ. Вырăс чĕлхине вăл питĕ лайăх пĕлетчĕ. Йывăр пулсан та, ăна хăвăрт вĕренчĕ. Эпĕ ăна ятарласа вĕрентрĕм. Сăмахран, Лермонтов поэзийĕн пĕлтерĕшне ăнланма пулăшас тесе, эпĕ çамрăка Белинский çырнисемпе паллаштартăм.
Ивановăн ашшĕ пуян хресченччĕ. Ĕпхÿ кĕпĕрнинче, Пелепейрен инçе мар Слакпуç ялĕнче пурăнатчĕ. Ивановсен пĕтĕм кил-йышĕ (çав шутра Константин та) тĕне кĕнĕччĕ. Вĕсен çемйинче ÿпке чирĕпе чирлесси пурччĕ. Чĕмпĕрте çак чир Иванов поэт-художникăн та палăрчĕ. Константин хăйĕн Тăван çĕршывне, ашшĕ патне тухса кайма васкарĕ. Ялта икĕ-виçĕ уйăх пурăнчĕ те унтах вилсе кайрĕ. Хăйпе пĕрле яла илсе кайнă алçырăвĕсем ăçта кайса кĕнине пĕлместĕп. Ивановăн çитменлĕх пурччĕ: вăл ĕçме юрататчĕ…
Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, музыкăна юрлама вĕрентнисĕр пуçне, сăрăпа тата ахаль ÿкерессине вĕрентме те нумай вăй хунă. Ку тĕлĕшрен хальхи ÿкерÿ преподавателĕ Николай Федорович Некрасов хăй художник пулнă май шкула нумай усă кÿчĕ, Константин Ивановпа ытти вĕренекенсен çут çанталăк пÿрнĕ пултарулăхне аталантарчĕ, кăмăла çавăрма, хистесе ĕçлеттерме пĕлетчĕ. Шкулта вăл 1902 çултанпа.
Геннадий ЮМАРТ куçарнă.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: