Пур хыпар та
Асра тытса
8 Октябрӗн , 16:00

Чăвашлăхшăн тăрăшнă çын манăçа тухмасть

Октябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Ĕпхÿри П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕ тата ПР чăвашсен Канашĕ йĕркеленипе паллă общество деятелĕ, «Нарспи» чăваш халăх фольклорпа этнографи ансамблĕн администраторĕ, П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкул вĕрентекенĕ Василий Григорьевич Никитин çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа асăну кунĕ иртрĕ.

Чăвашлăхшăн тăрăшнă çын манăçа тухмасть
Чăвашлăхшăн тăрăшнă çын манăçа тухмасть

Мероприятие регионти чăвашсен Канашĕн президиумĕн пайташĕсем Людмила Мурманскаяпа Вера Васильева, шкул педагогĕсем, «Нарспи» ансамбль пайташĕсем, В.Г. Никитинăн çывăх çыннисемпе тăванĕсем, Роза Петровна мăшăрĕ, Владимирпа Сергей ывăлĕсем, Вероника мăнукĕ хутшăнчĕç.
Асăну кунне чăваш вырсарни шкулĕн ачисем «Чăвашлăх йывăçĕ» сăвăпа тата Василий Григорьевич пурнăçне çутатса паракан видео презентаципе уçрĕç. Л.Мурманскаяпа В.Васильева сăмах тухса каларĕç. Çавăн пекех аслă юлташне «Нарспи» ансамблĕн пайташĕсем, вĕрентекенсем ăшшăн аса илчĕç. Концерт программине «Нарспи» ушкăнпа пĕрле Людмила Иванова автор-юрăç илем кÿчĕç.
Роза Петровна мăшăрĕ Василий Григорьевичпа мĕнле паллашни, пурнăçра та, çемьере те ырă та мал ĕмĕтлĕ, тĕллевлĕ çын пулнине аса илчĕ. Асăну кунĕ ăшă лару-тăрура иртрĕ. Роза Петровна пурне те çакăн пек чуна тивмелле асăну мероприятийĕ ирттернĕшĕн тата тимлĕх уйăрнăшăн тав турĕ. Мероприяти чей ĕçнипе, Василий Григорьевича аса илсе пурин çинчен те чунтан калаçнипе, юрăсем юрланипе вĕçленчĕ.
ПР чăвашсен Канашĕн пресс-служби.

Чăвашлăхшăн тăрăшнă çын манăçа тухмасть
Чăвашлăхшăн тăрăшнă çын манăçа тухмасть
Чăвашлăхшăн тăрăшнă çын манăçа тухмасть
Чăвашлăхшăн тăрăшнă çын манăçа тухмасть
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: