Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Асра тытса
10 Октябрӗн , 16:00

Паттăрсене халалласа асăну хăмисем уçнă

Раççейре ятарлă çар операцине хутшăнакансен ячĕсене ĕмĕрех асра хăварассипе пысăк ĕç малалла пырать.

Паттăрсене халалласа асăну хăмисем уçнă
Паттăрсене халалласа асăну хăмисем уçнă

Çапла октябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнчи пĕлÿ çурчĕн территорийĕнче ятарлă çар операцине хутшăннă Андрей Тимофеевич Трофимова, Петр Ильич Яковлева тата Вячеслав Кириллович Максимова халалласа асăну хăмисем уçнă.

Пухăннисем паттăрсене шăплăх минучĕпе аса илнĕ, салтаксене хисеп туса асăну хăмисем умне чĕрĕ чечексем хунă.  

Çакăн хыççăн Зинаида Поликарповна Трофимова 8-11 классенче вĕренекенсемпе Паттăрлăх урокĕ ирттернĕ. Андрей ырă кăмăллă, яваплă тата пурне те пулăшма хатĕр çын пулни, спортпа интересленни çинчен хумханса каласа панă. Паттăрăн амăшĕ пĕлтернĕ тăрăх, каччă алла повестка илсен айккинче тăрса юлма пултарайман, вăл пĕрремĕшсен шутĕнче Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тăнă, хăйĕн тивĕçне туллин тата чун хушнипе пурнăçланă.

***

Октябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче асăннă тăрăхри Суук-Чишма ялĕнчи шкулта та çак сăлтавпах çынсем пухăннă. Кунта Владимир Витальевич Янтуганов, Анатолий Андреевич Зайцев тата Алексей Вячеславович Рафиков паттăрсене сума суса асăну хăмисем уçнă. Церемоние Кармаскалă район администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ильдар Латыпов, Подлубовский ял Канашĕн пуçлăхĕ Наиль Кадыров хутшăннă.

Владимир Янтуганов Суук-Чишма ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкулта вĕреннĕ, вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ, Северск хулинчи артиллери çарĕсенче салтак тивĕçне пурнăçланă. Хĕсметрен таврăнсан Ĕпхÿ хулинчи Орджоникидзе районĕнчи полици уйрăмĕнче, аэропортра, заводра ĕçленĕ. Мăшăрĕпе ывăл çитĕнтернĕ. 2022 çулхи сентябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче ăна тулли мар мобилизаци йĕркипе килĕшÿллĕн РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсене чĕнсе илнĕ. Хăюллă салтак Луганск Халăх Республикин территоринче çар задачисене пурнăçланă май 2024 çулхи июль уйăхĕн 5-мĕшĕнче пуç хунă.

Анатолий Зайцев Благовещенск хулинче çуралнă, анчах ачалăхĕ Суук-Чишмара иртнĕ. Шкул сакки хыççăн Авăркасри нумай профильлĕ колледжăн филиалĕнче тракторист-машинист профессине алла илнĕ. Хабаровск крайĕнче, çарпа космос çарĕсенче служба иртнĕ, тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. 2022 çулхи август уйăхĕнче Анатолий Андреевич РФ Оборона министерствипе контракт алă пуснă, аслă стрелок тивĕçне пурнăçланă. 2024 çулхи апрель уйăхĕн 5-мĕшĕнче Анатолий Зайцева паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн «Хастарлăхшăн» медальпе наградăланă.

Алексей Вячеславович Ĕпхÿре çуралнă. Унăн ачалăхĕ çăмăл килмен – ача çурчĕсенче ÿснĕ. Столяр профессине алла илнĕ каччă Çурçĕрте вахта мелĕпе ĕçленĕ. 2013 çулта Алексей тăван аппăшĕ патне Суук-Чишмана пурăнма куçнă. Вăл та 2023 çулхи октябрь уйăхĕнче Оборона министерствипе контракт алă пуснă. Вăтăр икĕ çулхи каччă разведка ротинче служба иртнĕ. Унăн чĕри йывăр сурансенчен январĕн 14-мĕшĕнче тапма чарăннă. Алексей Рафикова вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.

Салтаксем Тăван çĕршыва тата унăн интересĕсене хÿтĕлессине суйласа илнĕ.  Паттăрсем çар тивĕçне, çар задачине куç хупиччен пурнăçланă. Эпир вĕсен ячĕсене яланах асра тытăпăр, вĕсемпе мухтанăпăр. Вĕсен паттăрла ĕçĕсене эпир ниепле те манма пултараймăпăр! Кашнин çутă сăнарĕ пирĕн чĕресенче ĕмĕрех упранĕ!

Паттăрсене халалласа асăну хăмисем уçнă
Паттăрсене халалласа асăну хăмисем уçнă
Паттăрсене халалласа асăну хăмисем уçнă
Паттăрсене халалласа асăну хăмисем уçнă
Паттăрсене халалласа асăну хăмисем уçнă
Паттăрсене халалласа асăну хăмисем уçнă
Паттăрсене халалласа асăну хăмисем уçнă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: