Пур хыпар та
Асра тытса
26 Нарӑсӑн 2025, 12:00

Пирĕн тивĕç – астăвăма упрасси

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн Пелепей хулинчи чăваш гимназинче паттăр ентешсене, Хăюлăх орденĕпе наградăланă (вилнĕ хыççăн) ятарлă çар операцине хутшăннисене асра тытса асăну хăмисем уçрĕç.

Пирĕн тивĕç – астăвăма упрасси
Пирĕн тивĕç – астăвăма упрасси

Виталий Николаевич Макаров – гимнази выпускникĕ, Мунир Муниярович Мухаметзянов 89 № ятарлă професси пĕлĕвĕ паракан училищĕрен вĕренсе тухнă. Вĕсен ячĕсем историе кĕрсе юлчĕç, гимназистсемшĕн патриотизм тата Тăван çĕршыва шанчăклă хÿтĕленине кăтартакан тĕслĕх пулса тăчĕç.
Чăваш гимназийĕн патриотизмла мероприятине Пелепей район администраци пуçлăхĕн çумĕ Александр Смородин, ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕн пулăшаканĕ Марат Шафиков, Пелепей хулипе районĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Татьяна Лапшина, Андрей Беловпа Алексей Никулин ятарлă çар операцийĕн участникĕсем, В. Макаровпа М. Мухаметзяновăн тăванĕсем, Пелепей тата Ермеккей районĕсенчи çар комиссариачĕн çара чĕнсе илессипе ĕçлекен уйрăм пуçлăхĕ, çар хирĕç тăрăвĕсен ветеранĕ Сергей Федоров хутшăнчĕç.
Пуçтарăннисен умĕнче Александр Смородин, Марат Шафиков тата Сергей Федоров тухса калаçрĕç. Вĕсем çапăçу хирĕнче пуç хунă салтаксен тăванĕсемпе пĕрле хурланнине пĕлтерчĕç, Тăван çĕршывăн тивĕçлĕ ывăлĕсене çитĕнтернĕшĕн чунтан тав турĕç. Гимназистсене тăрăшса вĕренме, спортпа туслă, выпускник-геройсен паттăрла ĕçне тивĕçлĕ пулма чĕнсе каларĕç. Ятарлă çар операцийĕн участникĕсене вара килĕсене хăвăртрах çĕнтерÿпе таврăнма сунчĕç.
Пуçтарăннисем паттăрăн амăшĕ Алевтина Калеевна Макарова ( сăн ÿкерчĕкре) сăмах каланисене уйрăмах хумханса итлерĕç.
- Манăн ывăл кунта пĕрремĕш класранах вĕренчĕ. Вăл яваплă та сăпайлă ачаччĕ, техникăна юрататчĕ, хăй автосервисне уçрĕ, анчах та мобилизацийĕн пĕрремĕш кунĕнчех ятарлă çар операцине кайрĕ. Шел пулин те, çемье çавăрса ĕлкĕреймерĕ. Яланах савăнăçлăччĕ хăй, йăл кулса çеç çÿретчĕ, юлташĕсемпе паллаканĕсем нумайччĕ. Юлашки çула ăсатма Пелепейре пурăнакансенчен нумайăн килчĕç. Вăл питĕ лайăх каччăччĕ, шел, ачисем юлмарĕç. 33 çулта пурнăçĕ татăлчĕ, - терĕ вăл.
Алевтина Калеевна чăваш гимназийĕн коллективне тата унăн ертÿçисене пулăшу панăшăн тав турĕ, çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас енĕпе хастар пурнăç позицийĕ илсе пыма сунчĕ.
«Виталий Макаровпа Мунир Мухаметзянов пирĕн çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем пулнă, вĕсем ыттисем пурăнччăр, пурнăçа хаклаччăр тесе хăйсен пурнăçĕсене панă. Ытти çынсен ырлăхĕшĕн, çĕр çинче лăпкă та тăнăç пурнăç пултăр тесе пуç хунă. Пирĕн тивĕç – çак астăвăма упрасси», - терĕç мероприятие ертсе пыракансем шăплăх минучĕ иртесси пирки пĕлтерсе.
Любовь ИВАНОВА.
Пелепей районĕ.

Пирĕн тивĕç – астăвăма упрасси
Пирĕн тивĕç – астăвăма упрасси
Пирĕн тивĕç – астăвăма упрасси
Пирĕн тивĕç – астăвăма упрасси
Пирĕн тивĕç – астăвăма упрасси
Пирĕн тивĕç – астăвăма упрасси
Пирĕн тивĕç – астăвăма упрасси
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас