Пур хыпар та
Асра тытса
27 Нарӑсӑн 2025, 10:00

Мускавра Василий Николаева асăнса çавра сĕтел иртнĕ

Февраль уйăхĕн 15-мĕшĕнче Мускав хулинче пирĕн ентеше, паллă ученăй-инженера, «Оренбургазпром» пуçлăхĕ пулса нумай çул хушши ĕçленĕ, К.В. Иванов ячĕллĕ историпе культурологи фондне йĕркеленĕ В.В. Николаев мецената халалласа çавра сĕтел иртрĕ.

Мускавра Василий Николаева  асăнса çавра сĕтел иртнĕ
Мускавра Василий Николаева асăнса çавра сĕтел иртнĕ

Тĕлпулăва паллă историксем, çар çыннисем, тăван халăх кун-çулĕпе кăсăкланакансем пуçтарăннăччĕ. Сумлă хăнасен шутĕнче Василий Николаевăн Елена хĕрĕпе мăшăрĕ пулчĕç.
Хĕрĕн юратнă ашшĕпе çыхăннă асаилĕвĕсем пуриншĕн те питĕ хаклă самант пулчĕ.
– Кĕтмен-туман çĕртен тăван халăх историйĕпе, культурипе кăсăкланса кайнине атте икĕ самантпа çыхăнтаратчĕ. Пĕррехинче Алтай тăрăхĕнче пулнă тапхăрта пĕр паллă çын ăна: «Ваш род монеты чеканил?» тесе каланă пулать.
Кайран Шупашкарти пĕр тĕлпулура вăл «Чăвашсен историйĕ çук» тенине илтет. «Шăпах çак икĕ самант мана пысăк ĕçе кÿленме хистерĕ» тесе калатчĕ атте, – аса илчĕ Елена Васильевна.
В.В. Николаев йĕркеленĕ фонд кĕске вăхăтра калама çук пысăк ĕçе пурнăçа кĕртме пултарчĕ. Тăван халăх историне шумер цивилизацинчен пуçласа паяхи кунччен пире питĕ паха кĕнекесем, курăмлă таблицăсемпе схемăсем урлă кăтартса хăварчĕ. 2000 çулта кун çути курнă «Чуваши. Этническая история и традиционная культура» кĕнеки вара пирĕншĕн чăн-чăн тупра шутланать.
Тăван халăх историйĕпе кăсăкланакансен шутĕнче çар çыннисем нумай пулчĕç. Çав шутра пирĕн ентеш, Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройĕн Николай Спиридонович Павловăн ывăлĕ Анатолий Николаевич. Тĕнчипе паллă Константин Ивановпа Яков Ухсай поэтăмăрсен тăван ялĕ мĕнле никĕсленсе кайни пуриншĕн те кăсăк пулчĕ. Отставкăри полковник каласа панине пурте кăмăлтан итлерĕç. Анатолий Николаевича пулăшакансем тупăнсан Слакпуçĕнче виççĕмĕш музей уçăлма пултарать. Геройăн ывăлĕ Нарспипе Сетнер çăлкуçĕпе çумăн ашшĕне, çаплах çĕршыва хÿтĕлекен ытти паттăрсене халалласа музей уçас шухăшпа пурăнать. Пархатарлă ĕмĕт пурнăçланмалла пултăрччĕ.
Тĕлпулăва пуçтарăннă юлташсем паянхи пурнăçăн нумай çивĕч ыйтăвĕсене хускатрĕç. Тăван чĕлхене мĕнле упрасси, ялсенче шкулсем хупăнни, ялсене сыхласа хăварасси, хулари чăвашсене пĕрлештересси – чуна пăлхатакан ыйтусем нумай, шухăша путараççĕ вĕсем. Çакăн пек тĕлпулусем кирлех. Мĕншĕн тесен кашниех хăйĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тăвать. Тăван халăхшăн эпĕ мĕн тума пултаратăп текен ыйту çуратать. Ман шутпа, пĕтĕмпех çемьерен пуçланать. Кил-йышра тăван чĕлхе, атте-анне чĕлхипе юрă янăрасан, кĕнекесем вуласан аван пулмалла. Çулсем иртсен эпир пурте генеалогипе, хамăр халăх, ăру историйĕпе интересленме пуçлатпăр. Çавăнпа çак ĕçе ачасем çуралсанах тума пуçламалла. Çапла майпа çеç Василий Васильевичăн ĕçне малалла тăсакан тивĕçлĕ çынсем çитĕнĕç.
Татьяна БОЛКОНСКАЯ.
Мускав хули.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас