Ырă ят илме çăмăлах мар. Халăхра сумлă ятлă пулас тесен, çав халăхшăн шутсăр нумай ĕçлемелле. Çавăн чухне тин юратать сана халăх, асăрхать, пĕлекен пулать. Пушкăртстан Республикинче паян пурăнакан чăвашсенчен Алексей Кондратьева пĕлмен çын çук тесе татса калама пултаратпăр. Çук, ăна вăл профессор пулнипе, академик ятне тивĕçнипе, Чăваш Ен культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пулнипе мар, ытларах Пушкăртстан чăвашĕсемшĕн ĕçленипе пĕлеççĕ. Хисеплеççĕ ăна, юратаççĕ. Хăйсен юратăвне кĕскен палăртаççĕ: «Пирĕн профессор». Кондратьев хушамата асăнсанах сăмах кам пирки пынине самантрах тавçăрса илеççĕ: «Хамăрăн профессор» пирки.
Алексей Александровичпа пуçласа иртнĕ ĕмĕрти 80-мĕш çулсен варринче паллашнăччĕ. Эпĕ литературăпа аппаланнине пĕлсе килнĕ иккен вăл ман пата. Çуллахи шăрăх кун. Верандăри пĕчĕк сĕтел хушшинче хутсемпе чакаланса лараттăм. Хапха умне шурă тĕслĕ «Волга» çитсе чарăнчĕ. Ман çурт умне кунашкал чаплă машина килсе ларни хальччен те пулман. Тĕлĕнсех кайрăм. Машинăран иккĕн тухрĕç. Пĕри тахçан шкулта хама вĕрентнĕ Парамон Данилович Иванов пенсионер пулчĕ. Теприне палламастăп. Кевти-кĕлеткипе ватлăх самаях авнă вĕрентекенĕмĕртен икĕ хут çӳлĕрех курăнать. Купшă (опрятный) çын пулмалла. Интеллигент. Кевти-кĕлеткине çăмăллăн тыткалать. Эп тĕлĕнерех пăхкаланине туйса Парамон Данилович паллаштарма васкарĕ. Ман ятпа ĕç вырăнне пĕлтернĕ хыççăн хăна çине кăтартса:
– Ку Кондратьев профессор, – терĕ. – Ĕпхӳри нефть институтĕнче ĕçлет.
Çакăн хыççăн тата ытларах тĕлĕнсе кайрăм. Студентсене нефть çинчен лекци вулакан профессора ял шкулĕнчи ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен ахаль учитель хăш енчен кăсăклантарма пултарнă-ха? Эпĕ апла та капла шутлакаласа тăнă хушăра Ĕпхӳ хăни ансăр веранда тăрăх маччана перĕни-перĕнми тенĕ пек иккĕ-виççĕ те утса çаврăнчĕ, кĕнеке шкапне асăрхаса пулас, ун умне тăп чарăнчĕ те кĕнекесемпе кăсăкланма пуçларĕ. Шкапра пĕтĕмпе тенĕ пекех чăвашла кĕнекесем пулнăран «ара ку профессор чăвашла та пĕлет-шим?» текен ыйту пуçра çуралчĕ. Унччен те пулмарĕ вăл Владимир Ухлин «Хĕрсем пурçăн тĕртеççĕ» кĕнекине туртса кăларчĕ те эп кĕтмен çĕртенех чăвашла калаçма пуçларĕ:
– Манăн та пур ку кĕнеке. Авторне хăйне те лайăх пĕлетĕп.
Ф.Н. Вуколов-Эрликăн «Телей шыракансем» кĕнекине çĕклесех кăтартрĕ. Сăнĕ те çуталсах кайрĕ:
– Ку – хамăр енсем. Чăвашсем телей шыраса, Пушкăрт çĕршывне килме пуçланă тапхăр çинчен вăл лайăх çырса кăтартать. Филипп Николаевич композитор та пулнă, юрăсем кĕвĕленĕ. Лайăх юрланă…
Манăн та намăс курас килмест. Эпĕ хамăр енчен тухнă писатель çинчен мĕн пĕлнине хыпарлама шутларăм. Вăл пирĕн районти Треппел шкулĕнче ĕçлени, Пушкăртстанра «хура ылтăн» кăларнă çĕрте ĕçлекен чăвашсем çинчен Ĕпхӳри «Агидель», Шупашкарта тухакан «Тăван Атăл» журналсенче очерксемпе тĕрленчĕксем çырса кăларни, унăн «Кăвак хуппи» роман та пулни, пĕр сыпăкне хам «Тăван Атăлта» вуланине те пĕлтерме васкарăм. Анчах та ман сăмахăмра Ĕпхӳ профессорĕшĕн çĕнни нимех те пулмарĕ пулас.
– Çапла, тĕрĕс, пĕтĕмпех тĕрĕс, – тесе çеç йышăнчĕ эп каланине.
Пĕрремĕш курнăçу хыççăн чылай вăхăт иртнĕ пулин те, çав тĕлпулăва халĕ кăшт тĕлĕнсе, кăшт куларах аса илме пăрахмастăп. Вăл, техника наукисен докторĕ, нефть институчĕн преподавателĕ, капла шутласан литературăран, уйрăмах чăваш литературинчен, айккинче тăнă пек ĕнтĕ. Апла мар иккен. Алексей Александрович тăван халăх историне, культурине, йăли-йĕркине, тăван çырулăх историне, хамăр тăрăхри чăвашсенчен тухнă паллă çынсене кĕнеке çырмалăх тĕплĕ пĕлнине ăнланса илнине пĕлсен, хама, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентсе пурăнакан çынна, аван мар пек пулса кайрĕ. Ман унран вĕренмелли сахал мар иккен. Хама лăплантарас тесе-ши: «Ара, вăл профессор-çке» тесе шутласа илтĕм. Чăнах та çапла, нефть институчĕн профессорĕ пулнипе пĕрлех вăл Пушкăртстан чăвашĕсен юратнă профессорĕ те пулса тăчĕ. Çак ята ăна нимĕнле аттестаци комиссийĕ те мар, Пушкăртстан чăвашĕсем панă. Тĕрĕс те панă.
Мана, чылай çул хушши шкулта ĕçленĕ çынна Алексей Александрович республикăри чăвашсене, чăвашсене кăна та мар, хутла вĕрентес ĕç еплерех пуçланса, мĕнлерех аталанса кайнине тĕпчени уйрăмах савăнтарать. Чи малтанхи чăваш шкулĕсем ăçта тата хăçан уçăлни, унта камсем вĕрентни çинчен, Чĕмпĕрти И.Я. Яковлев шкулĕнче пирĕн енчи чăвашсенчен камсем вĕренсе тухни, вĕсен пурнăçри ĕçĕ-хĕлĕпе вырăнĕ çинчен кĕнеке кăларчĕ вăл. Унăн çак ыйтупа çырнă тĕпчевĕсем районсемпе хула хаçачĕсенче те, республика кăларăмĕсенче те çине-çинех пичетленсе пычĕç, халĕ те пичетленеççĕ. Шырамалли-тупмалли пĕтмен-ха. Юлашки вунă çул хушшинче кăна вунă ытла кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Вĕсене Пушкăртстанри нумай чăваш ялĕсенчи (шел, пуринче та мар) библиотекăсенче куратăн, вырăнти пурнăçпа тачă çыхăннă, çав пособисемпе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем кăна мар, Пушкăртстан историне, литературипе культурине вĕрентекенсем те усă кураççĕ. Шкулсен историйĕпе пĕрлех Алексей Александрович хамăр тăрăхра кун курнă çыравçăсемпе ăсчахсем çинчен те вуншар та вуншар статья çырса кăларчĕ. Уйрăмах К.Иванов, Я.Ухсай, И.Петрова-Нарс, Ф.Вуколов-Эрлик, С.Васильев çыравçăсен пурнăç йĕрне нумай йĕрленĕ, вĕсем çинчен уйрăм кĕнекесем «калăпларĕ». Çав кĕнекесенче хăй тĕпчекен авторăн сăвви-поэмисене те пĕр тăрук темиçе чĕлхепе вулакан умне çитерчĕ. Ку вара литература вĕрентӳçисемпе вулавăш ĕçченĕсемшĕн калама çук пысăк пулăшу.
Чăвашлăх ыйтăвĕсемпе пухăнакан пĕр пуху-канашлу та А.А. Кондратьев хутшăнмасăр иртмен. Вăл тăрăшнипе тунă ырă ĕçсене сахал мар шутласа кайма пулать: «Нарспи» ансамбль, «Урал сасси» хаçат, вырăнти телевиденипе радиори чăвашла кăларăмсем, Çтерлĕ пединститутĕнчи вырăс-чăваш уйрăмĕ, Çтерлĕри патшалăх филармонийĕнчи «Сарпи» эстрадăпа фольклор ушкăнĕ… Пушкăртстанри чăваш çыравçисен «Шуратăл» литпĕрлешĕвне йĕркелесе ярас ĕçе те тӳрремĕнех хутшăнчĕ… Шуратăлçăсем те ăна хăйсен профессорĕ вырăнне хурса хаклаççĕ.
Александр САВЕЛЬЕВ-САС çыравçă.