-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Юбилейпа çыхăннă уяв мешеххине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова, влаç органĕн представителĕсем, общество хастарĕсем, культура тата ÿнер ĕçченĕсем, çыравçăсемпе журналистсем хутшăннă.
Пухăннисем паллă чăваш поэчĕ çинче чылай ăшă та кăмăллă сăмахсем каланă, вăл наци литературине аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнине çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне вĕсем Кĕçтенттин Ивановăн пултарулăхĕ Чăваш Енĕн, çавăн пекех Раççей çĕршывĕн культура еткерлĕхĕ пулса тăнине палăртнă.
Юрий СНЕГОПАД.