Ашшĕпе амăшĕ ачана мĕн пĕчĕкрен ĕçе тĕплĕн тума вĕрентнĕ. Колхоза пуçласа трактор илсе килсен ача хăй умне: «Ӳссен тракторпа ĕçлеме вĕренĕп», – тĕллев лартнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне вăл вун икĕ çулта çеç пулнă. Апла пулсан та кирек мĕнле çанталăкра та аслисемпе пĕр тан ĕçленĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухсан Пишпÿлекри МТСра трактористсен курссинче хурçă утпа ĕçлеме хăнăхнă. 1944 çулта вун пиллĕкри Петĕр тăван ялĕнчи М. Горький ячĕллĕ колхозра тракторпа ĕçлеме пуçланă. Унтан Пишпÿлекри МТСра тракторпа ĕçленĕ. 1958 çулта каялла тăван ялне ĕçлеме таврăннă. Петр Васильевичăн хурçă учĕ яланах юсавлă пулнă. Хирти ĕçсене вĕçлесен тракторсене юсанă вăхăтра çамрăксене яланах вĕрентсе, пулăшса тăнă. «Техникăна юратмалла, эсĕ ăна мĕнле юсатăн, вăл сана çапла ĕçлесе тавăрĕ», – тесе яланах каланă.
Петр Васильевич хастар ĕçленипе М.Горький ячĕллĕ колхоз ялан малтисен ретĕнче пулнă, 1966-1970 çулсенче патшалăха тырă сутассине 182,4 процент таран пурнăçланă. Вăл вăхăтра колхозра гектартан 16 центнер тĕш тырă пуçтарса илнĕ пулсан, Петр Сергеев хăйне çирĕплетнĕ çĕр лаптăкĕсенчен 23-27 центнер пухма пултарнă. Петр Васильевич ăста рационализатор пулнă май кивĕ СК-3 комбайнран тырă пухакан бункер ăсталнă. Çакă колхоза 1970 çулта 1700 тенкĕ укçа перекетлеме май парать. Пысăк çитĕнÿсем тунăшăн, ял хуçалăх производствине аталантарнăшăн, тыр-пул пухса, аш-какайпа сĕт туса илессипе пилĕк çуллăх планне тултарма тÿпе хывнăшăн Петр Васильевич Сергеева 1971 çулхи апрель уйăхĕн 8-мĕшĕнче СССР Аслă Канаш Президиум указĕпе Социализмла Ĕç Геройĕ ят парса чысланă.
Ăста та тăрăшуллă тракториста пĕрре мар бригада канашĕн членне суйланă, партком тата колхоз правленийĕ ятĕнчен Хисеп хучĕсемпе наградăланă, унăн ятне М.Горький ячĕллĕ колхозăн Ĕç мухтавĕн кĕнекине кĕртнĕ. Петр Васильевич 1971-1975 çулсенче Пушкăрт АССРĕн Аслă Канашĕн саккăрмĕш пухăвĕн депутачĕ пулнă. Сывлăхĕ хавшанă пулсан та М.Горький ячĕллĕ колхозра ураран ÿкиччен механизатор пулса вăй хунă, 1981 çулхи ноябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ. Çут тĕнчерен уйрăлса кайни вăрах пулсан та Петр Васильевичăн ырă ячĕ ял халăхĕн асĕнче упранать. Вăл вĕрентсе каланисем халиччен те чĕрере. Пурнăçра çак çынпа тĕл пулнишĕн, унпа пĕрле ĕçлеме тÿр килнишĕн шăпана тав тăватăп.
Михаил ФЕДОТОВ, ĕç ветеранĕ.
Пишпÿлек районĕ, Пăслăк ялĕ.