Пелепей тăрăхĕнчи Надеждино ялĕнче иртнĕ уява ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн мăшăрĕпе Каринэ Владимировнăпа хутшăнчĕ. Вĕсем тата ытти сумлă хăнасем Сергей Тимофеевичăн палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Палăка 2010 çулта ХХ Пĕтĕм тĕнчери Аксаков уявĕнче вырнаçтарнă. Унăн авторĕ – Белорус Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Иван Миско скульптор. Ăна ытларах космос скульпторĕ пек пĕлеççĕ, мĕншĕн тесен унăн ĕçĕсен геройĕсем космонавтсем пулса тăнă.
Палăка Хусан хулинчи «Экспериментальный производственный завод (ВКНИИВОЛТ)» ООО предприятинче хатĕрленĕ. Çак илеме тума икĕ тонна ытла бронза тата икĕ уйăх кирлĕ пулнă.
Çавăн пекех регион ертÿçи ертсе пыракан делегаци Дмитрий Солунский ячĕллĕ чиркÿре тата кăçал çеç кунта уçăлнă вырсарни шкулĕнче, Аксаковсен çемйин музейĕнче пулчĕç. Кунтах чиркÿ умĕнче йывăç лартассине те йĕркеленĕччĕ. Çак ĕçе Вырăс православи чиркĕвĕн Нефтекамск тата Пелепей епископĕ Митрофан та хутшăнчĕ.
Радий Хабиров Пелепейри сĕт комбиначĕн тĕп директорне Евгений Линкевича Халăхсен туслăх орденĕ, РФ Патшалăх Думин депутатне, Аксаков фончĕн попечительсен канашĕн пайташне Анатолий Грешневиков писателе, Самар облаçĕнчи Аксаков комитечĕн тата Самар регионĕнчи «Пĕтĕм халăх пуянлăхĕ» («Всенародное достояние») фондăн ертÿçине Павел Коровин поэт-музыканта, общество деятельне, Аксаковсен йăх-ăрăвне тĕпчекен Сергей Мотин библиографа тата 1994-2004 çулсенче Пелепей район администраци пуçлăхĕ пулнă Риф Газизов ĕç ветеранне Григорий Аксаков орденне парса чысларĕ.
Надеждино ялĕнчех йĕркеленĕ «Чунăма уçса ярам» тĕрлĕ халăхсен фольклор уявĕ мĕнпур хăнасене пĕрлештерчĕ. Вăл вырăс çыравçине халалласа кашни çулах иртет. Вырăс, пушкăрт, чăваш, тутар тата мордва наци картишĕсем (вĕсене районти ялсенчи фольклор ушкăнĕсем йĕркеленĕ) пухăннă халăха юрă-кĕвĕпе, ăшă сăмахсемпе тата наци апат-çимĕçĕпе те ĕçмипе кĕтсе илчĕç.
– Республикăра Пĕтĕм тĕнчери Аксаков уявĕ 35 хут иртет. Çак мероприятие пуçарса яраканĕ тата вăй-хăват парса тăраканĕ Михаил Андреевич Чванов çыравçă пулса тăрать. Надеждино ялĕ – çак уявăн чĕри. Кунта пулма питĕ те кăмăллă. Пелепей районĕ нумай нациллĕ – вырăссем, пушкăртсем, тутарсем, чăвашсем, марисем, мордвасем тата ытти халăхсем пурăнаççĕ. Фестиваль пирĕн паллă ентешĕн Сергей Тимофеевич Аксаков çыравçăн пултарулăх еткерне упрать. Унăн ывăлĕ Ĕпхÿ кĕпĕрнин губернаторĕ пулнă. Хăй хыççăн чылай ырă ĕçсем хăварнă. Паллах, çакăн пирки астăвăм тени пулмаллах. Манăн вара ĕмĕт çуралчĕ – автомобиль рулĕ умне ларса мăшăрпа пĕрле çак вырăнсене, лăпкă лару-тăрура васкамасăр, тепĕр хут килсе курма кăмăл пур. Республикăра пурăнакансене тата Пушкăртстан хăнисене Надеждино ялне çитме йыхравлатăп. Кунта питĕ илемлĕ вырăн, – терĕ Радий Хабиров уяв хăнисемпе сывпуллашнă май.
Вулакансене аса илтеретпĕр, Аксаковсене халалланă пĕрремĕш уяв 1991 çулта иртнĕ. Шăпах çав çул Сергей Аксаков вырăссен паллă çыравçи 200 çул тултарнă пулнă. Унтанпа ăна кашни çулах йĕркелеççĕ. 1996 çулта вăл Раççей шайĕнчи уява çаврăннă, кăшт каярах тĕнче пĕлтерĕшлĕ мероприяти пулса тăнă.
1992 çултанпа Пушкăртстанра Аксаков фончĕ ĕçлет. Ăна мĕн йĕркеленĕренпе Михаил Чванов çыравçă, общество деятелĕ ертсе пырать.
Юрий СНЕГОПАД.
Пелепей районĕ, Надеждино ялĕ.