

А.И. Тимофеев 1906 çулта Ĕпхÿ кĕпĕрнин Пелепей уесĕн Çĕнĕ Седяк-Васильевка ялĕнче çуралнă. Халĕ ку Пишпÿлек районĕнчи Çирĕклĕ ялĕ. Алексейĕн ашшĕпе амăшĕ Иван Тимофеевич Тимофеевпа Дарья Николаева Корнева ял учителĕсем пулнă. 1909 çулта Тимофеевсен çемйи Пелепей уесĕнчи Хушăлка вулăс ялне, Иван Тимофеевич çуралнă çĕре, куçса кайнă. Тăван тăрăхне таврăннă хыççăн Тимофеевсем çĕнĕ урамра, Ивановкăра, çурт туса кĕнĕ, хăйĕн укçипе юлташĕсемпе пĕрле виçĕ класлă çĕнĕ земство шкулĕ хăпартма ирĕк илнĕ. Унта вăл 1932 çулччен ĕçленĕ.
Алексей пĕчĕкренех хресчен хуçалăхĕнче тыр-пул туса илес тесен мĕн чухлĕ ĕçлемеллине лайăх ăнланнă. Вăл хăй те çак ĕçе нумай хутшăннă. Хресчен ĕçне çăмăллатмалли тата ял хуçалăх хатĕрĕсене лайăхлатмалли майсем çинчен те ун чухнех шухăшлама тытăннă пулĕ.
1922-1926 çулсенче Алексей Тимофеев Ĕпхÿ хулинче, Уралçум чăваш педагогика техникумĕнче, пĕлÿ илнĕ. Унтан вĕренсе тухсан Çтерлĕ кантонĕнчи халăха вĕрентекен шкулта ĕçленĕ. 1927 çулта ăна Новосибирск округĕнчи Ояшин районне хресчен çамрăкĕсен шкулне (ШКМ) йĕркелеме янă. Мускав хулине вĕренме кайиччен вăл хресчен çамрăкĕсен шкулĕн заведующийĕ тата физикăпа математика преподавателĕ пулса ĕçленĕ.
1929 çулта чăваш каччи Мускав патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ. Анчах ăна çав çулах Мускав облаçĕнчи Бронницки районне колхозсем йĕркелеме янă. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçланă хыççăн Алексей Иванович Мускав патшалăх университетне таврăнма мар, урăх енĕпе вĕренме шут тытнă. Çапла майпа Саратоври М.И. Калинин ячĕллĕ ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Унта вăл 1930-1934 çулсенче пĕлÿ илнĕ. Пур пек сведенисем тăрăх, унăн пĕрремĕш изобретенийĕ «Мамăка каучуклă тау-сагыз ÿсен-тăран вăрринчен уйăрса илмелли машина çинчен ăнлантарса пани» («Описание машины для отделения хлопчатки от семян каучуконосного растения тау-сагыза») пулнă. Ăна 1932 çулхи июнь уйăхĕн 30-мĕшĕнче регистрациленĕ. Çакă изобретени ĕçĕпе кăсăкланасси студент çулĕсенчех пуçланнине пĕлтерет.
Институтран вĕренсе тухсан А.И. Тимофеева, мал ĕмĕтлĕ механизатор тата изобретатель пулнă май, Мускава Пĕтĕм союзри ял хуçалăх механизацийĕн институтне (ВИМ) янă. Унта вăл аслă инженер, ăслăлăх сотрудникĕ пулса ĕçленĕ. Унăн ертÿçи, Василий Прохорович Горячкин, «ял хуçалăх механикине» пуçарса янă çынсенчен пĕри пулнă. 1938 çулта Алексей Тимофеева Мытищи хулинчи наукăпа тĕпчев институчĕн пахча çимĕç хуçалăхне механизаци секторне ертсе пыма шаннă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Алексей Иванович хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă, Мускава хÿтĕленĕ çапăçусене хутшăннă, унтан Çурçĕр Хĕвел анăç тата Дон фрончĕсенче çапăçнă. 1943 çулта йывăр аманнă хыççăн ăна комисси çара юрăхсăр тесе йышăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин фрончĕсенче çар паттăрлăхĕ кăтартнăшăн А.И. Тимофеева Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степень орденĕпе тата медальсемпе наградăланă. Сиплев тата реабилитаци курсĕсем иртнĕ хыççăн 1945 çулта хăйĕн унчченхи ĕçне таврăннă, каллех вăрман тата ял хуçалăхĕсене механизацилес енĕпе ĕçлеме тытăннă. Тĕп ĕçĕпе пĕрлех Мускаври К.А. Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх институтĕнче вĕрентнĕ.
1948-1985 çулсенче Алексей Иванович В.П. Горячкин ячĕллĕ Мускаври патшалăх ял хуçалăх инженери университетĕнче ĕçленĕ. 2014 çулта асăннă шкул Раççей патшалăх аграри университечĕ К.А. Тимирязев ячĕллĕ Мускаври ял хуçалăх академийĕ шутне кĕнĕ. Кунта вăл малтан çĕр ĕçĕн машинисен кафедринче доцент пулса тăрăшнă. Техника наукисен докторĕн диссертацине хÿтĕленĕ (1972 çул) тата профессор ятне илнĕ хыççăн (1973 çул) 1979 çулччен çĕр ĕçĕн машинисен кафедрине ертсе пынă. 1979-1985 çулсенче кафедрăн консультанчĕ пулнă.
А.И. Тимофеев хăй ĕçленĕ çулсенче 100 ытла наука тата вĕрентÿ ĕçĕ пичетлесе кăларнă. Çавăн пекех вăл 20 изобретени авторĕ. Унăн тĕпчевĕсем çаврăнакан культиваторсем шутласа кăлармалли теорие хатĕрлессипе, çавăн пекех ял хуçалăхĕнчи кустăрмаллă машинăсемпе агрегатсене ĕçлетерессипе (çав шутра ĕçлекен элементсемпе винтсен функцийĕсене пĕрлештерекен машинăсен стабильлĕхне тытса пырасси те кĕрет) çыхăннă.
Хăйĕн тĕпчевĕнче вăл темиçе тĕп ен палăртнă:
1. Тăпра пулăхлăхне ÿстерес тĕллевпе çĕре тухăçлă кăпкалатмалли системăна хатĕрлесси;
2. Çĕр ĕçĕн машинисене лайăхлатасси, вĕсен ĕç тухăçлăхне ÿстересси, пахалăхне лайăхлатасси тата энергипе усă курассине чакарасси;
3. Çĕнĕ технологи принципĕпе усă курса çĕре акма-лартма хатĕрлекен (почвообработка) тата çĕр улми пуçтаракан машинăсем валли çĕнĕ ĕç элеменчĕсем хатĕрлесси – тирпейленĕ материал (тăпра) тытăмĕ пĕр пек мар пулнипе тата ĕçлемен элеменчĕсем каркас çумне çыпăçнипе вибрацисем тăвасси;
4. Çĕнĕ принцип çинче никĕсленсе, ĕçлекен элементсемпе винтсен функцийĕсене пĕрлештерсе çĕр çинче ĕçлемелли машинăсем тăвасси.
А.И. Тимофеев çавăн пекех вун-вун пысăк квалификациллĕ специалист хатĕрленĕ, 25 кандидат тата икĕ доктор диссертацине ертсе пынă. Наука ĕçне хывнă тÿпешĕн ăна «РСФСР тава тивĕçлĕ ăсчахĕ тата техника ĕçченĕ» хисеплĕ ята панă. Нумай çул хушши Алексей Иванович вĕрентÿпе тĕпчев ĕçне обществăлла ĕçпе пĕрлештернĕ. Вăл Ятарлă тата методика канашĕсен, Мускаври ял хуçалăх механизаци институчĕн редакци коллегийĕн членĕ тата ăслăлăх редакторĕ, В.И. Ленин ячĕллĕ Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх ăслăлăхĕсен академийĕн çĕр ĕçĕсен механикин секцийĕн членĕ пулнă.
А.И. Тимофеевăн тава тивĕçлĕ ĕçĕсене манмаççĕ. Унăн ячĕ Мускаври ял хуçалăх механизаци институчĕн историне яланлăхах кĕрсе юлнă, унăн шухăшĕсемпе изобретенийĕсене вĕренекенĕсем малалла аталантараççĕ. Техника наукисен докторĕ, А.И. Тимофеев профессор Совет Союзĕнчи ял хуçалăх техникин чи паллă механик-изобретателĕсенчен пĕри пулнă.Тăпран пахалăхне ÿстерес тĕллевпе вăл çĕре тирпейлес ĕçĕн механикине тарăн тĕпченĕ.
Алексей Иванович Тимофеева тăван тăрăхĕнче те чыслаççĕ. Хăй çуралса ÿснĕ Хушăлка ялĕнчи шкул музейĕнче ăна халалланă уйрăм стенд пур. Ун çинчен çырнă очерка Хушăлка вăтам шкулĕ çинчен çырнă кĕнекере те тупса вулама пулать.
Игорь МАКСИМОВ, биологи наукисен докторĕ, профессор.
Ĕпхÿ хули.