Урал сасси
+4 °С
Облачно
Асра тытса
11 Октября , 08:00

Ырă пуçарăва – ырă çул

Аслӑ та мухтавлӑ Раҫҫей ҫӗрӗшӗн ӗмӗрсем хушши пирӗн несӗлсем мӗн чухлӗ юн тӑкман-ши? Кам шутласа кӑларӗ, кам истори страницисене уҫӗ? Паян та пирӗн Тӑван ҫӗршывшӑн питех те ҫӑмӑл мар лару-тӑру...

Добавить в предпочтительные источники Google
Ырă пуçарăва – ырă çулЫрă пуçарăва – ырă çул
Ырă пуçарăва – ырă çул

Пиллӗкмӗш ҫул хаяр вӑрҫӑ пырать, ятарлӑ ҫар операцинче пирӗн хӑюллӑ арсем Раҫҫей пуласлӑхӗшӗн ҫапӑҫаҫҫӗ. Шел пулин те, вӗсен хушшинче ӗмӗрлӗхех куҫӗсене хупнисем пур. Мӗн тӑвӑн, вӑрҫӑ... Пирӗн тивӗҫ – вӗсен ячӗсене пулас ӑрусем валли хӑварасси! Ҫӗршыв хӑйӗн паттӑрĕсене пӗлмеллех. Çак сӑмахсем ахальтен мар хӑватлӑ янӑраҫҫӗ!
Истори страницине уҫса Пелепей тӑрӑхӗнчи пурте пӗлекен Слакпуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Геройӗ Н.С. Павлов паттӑрлӑхӗ ҫинчен каласшӑн. Вун тăхăр ҫулхи каччӑ 1941 ҫулхи кӗркунне хӑрушӑ вӑрҫӑ ҫулӑмне кӗнӗ, паттӑр артиллерист пулса тӑнӑ. Вăл Старая Русса патӗнчи хаяр ҫапӑҫура «Хастарлăхшăн» пӗрремӗш медале тивӗҫнӗ. Хӑюллӑ чӑваш каччине артиллери расчечӗн командирӗ пулма шаннӑ. Миҫе ял-хулана ирӗке кӑларассишӗн хаяр ҫапӑҫусене хутшӑнма тивмен-ши ӑна? Белоруси ҫӗрĕшĕн пынӑ тытăçусенче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Слакпуҫ каччи ҫӗршывӑн чи пысӑк наградине – Ылтӑн Ҫӑлтӑра тивӗҫнӗ. Пилӗк ҫул вӑрҫӑ ҫулӗпе утнӑ паттӑр артиллерист, тӑван яла 1946 ҫулта ҫеҫ таврӑннӑ. Вӑл вӗрентнӗ ачасем ӑна ырӑпа ҫеҫ асӑнаҫҫӗ. Пелепей хулинчи 2№ шкул директорӗ Василий Павлов калать: «Эпир Николай Спиридонович вӑрҫӑ ҫинчен каласа панине итлеме питӗ юрататтӑмӑр.Класра шӑна вӗҫни çеç илтӗнетчӗ. Маншӑн вӑл яланах вӑрҫӑн чӑн-чӑн паттӑрӗн сӑнарӗ пулнă. Унӑн тӗслӗхӗпе хавхаланса эпӗ шкул хыҫҫӑн ҫар училищине вӗренме кӗтӗм».
Н.С. Павлов паттӑрлӑхӗ, хӑюлӑхӗ ҫинчен «Память сердца» тата «Во имя жизни» кӗнекесенче вуласа пĕлме пултаратăр. Тӑватӑ ҫул каялла, 2022 ҫулхи август уйăхĕн 25-мӗшӗнче, Совет Союзӗн Геройӗ Н.С. Павлов 100 ҫул тултарнине халалласа вӑл пурӑннӑ ҫурт вырӑнӗнче Мухтав паркне, паттӑр артиллерист ячӗллӗ парка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура республика шайӗнче уҫрӗҫ. Сумлӑ хӑнасем тӗрлӗ ҫӗртен, Мускав таранах килнӗччӗ. Мухтав паркне тӑвас пӗтӗм ӗҫе, укҫа-тенкӗ таранах, паттӑрăн ывӑлӗ Анатолий Павлов, отставкӑри полковник хӑй ҫине илчӗ. Ӑна ырӑ чунлӑ ҫынсем, тӑванӗсем пулӑшу аллине тӑсрӗҫ. Ҫакӑ мар-и-ха тӑван ялшӑн тунӑ ырӑ та мухтавлӑ ӗҫ?
Слакпуҫӗнче икӗ чаплӑ сӑвӑҫӑн музейӗсем, палӑксем пур. Ял варринче 1941-1945 ҫулсенче Аслӑ вӑрҫӑра пуҫӗсене хунӑ паттӑрсене тата Ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ ентешсене халалласа палăк (мемориал комплексӗ) вырнаçтарнă. Совет Союзӗн Геройӗ Н.С. Павлов хаяр вӑрҫӑ ҫулӗпе утса Ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ салтак палӑка тата хӑй ячӗллӗ парка тивӗҫлех! Кунта халӗ кӑвак чӑрӑшсемпе ҫӑкасем, юмансем, ятарласа лартнӑскерсем, ҫӗкленеҫҫӗ. Ял администрацийӗ тӑрӑшнипе илемлӗ чечексем ҫӑвӗпех парка илем кӳреҫҫӗ. Ҫӑлкуҫ патне килекенсем Мухтав паркӗ умӗнче чарӑнмасӑр иртсе каймаҫҫӗ. Ӑна ахальтен мар МУХТАВ паркӗ тесе ят панӑ. Унта Тӑван ҫӗршыв умӗнче хӑйсен тивӗҫӗсене Афган вӑрҫинче, Ҫурҫӗр Кавказра ҫар хирӗҫ тӑрӑвне хутшӑннисен, ятарлӑ ҫар операцинче хăйсен тивĕçне чыслӑн пурнӑҫланӑ ентешсен, хальхи вӑхӑтра Раҫҫей пуласлӑхӗшӗн ҫапӑҫса пуҫӗсене хунӑ салтаксен ячӗсем пулмаллах.
Педагогика ӗҫӗн ветеранӗн М.Е. Григорьевӑн ашшӗ Елизар Константинович Аслӑ вӑрҫӑра хаяр ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, наградӑсене тивӗҫнӗ,тӑван яла инвалид пулса çӗнтерӳпе таврӑннӑ. Маргарита Елизаровнан ывӑлӗ Олег ятарлӑ ҫар операцинче пуҫне хунӑ. Вӑл хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисене ӗмӗрлӗх асра тытса тӑван ялти Мухтав паркӗнче стелла лартма ĕмĕтленни ырӑ сӑмаха тивӗҫлӗ. Николай Спиридоновичӑн мӑнукӗ, Юра ывӑлӗн ачи – Николай (ӑна аслашшӗ ятне хунӑ) 2025 ҫулхи февраль уйӑхӗнче ятарлӑ ҫар операцинче пуҫне хунӑ. Аслашшӗпе юнашар унӑн ячӗпе лартнӑ стела – ҫемье историн манӑҫми страници пулĕ. Ҫурҫӗр Кавказри ҫар хирӗҫ тӑрӑвӗне 10 ҫул хутшӑннӑ Сергей Горенко полковник – Слакпуҫ ялӗн мухтавӗ. Унӑн ячӗ те Мухтав паркӗнче хисеплӗ вырӑнта пулмалла.
Тӑван ялшӑн ырӑ та сумлӑ ӗҫ тӑвакан Анатолий Павлов вара тав сӑмахĕсене ҫеҫ тивӗҫ. Раҫҫей ял-хулисенче паттӑрсене чысласа палӑксем, стелӑсем лартас юхӑм пырать. Апла пулсан ырӑ ӗҫе пуҫаракана пулӑшмалла, ура хумалла мар. Куншӑн леш тӗнчере канлӗх тупнисем те тав тӑвӗҫ...
Ырӑ йӑлапа кӑҫалхи июнь уйӑхӗнче Слакпуҫӗнче мухтавлӑ Константин Иванов музейне кӗрсе тухрӑмӑр. Музей ӗҫченӗ Николай Иванов А.Н. Павлова калаҫура ҫапла каларӗ: «Эпир Мухтав паркӗнче СВОра пуҫне хунисене асӑну хӑмисем лартасшӑн. Эсир пуçарăва хирӗҫ мар тесе шутлатӑп». Паллах, Анатолий Николаевич хӑйӗн тахҫанхи ӗмӗтне пӗлтерчӗ, пӗр шухӑшлӑ ентешсем пулнипе кӑмӑлӗ те ҫӗкленчӗ. Уншӑн, ӗмӗрӗпе ҫар тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ полковникшӑн, тӑван ялта ырӑ ӗҫ туни – чӑннипех те сӑвап, пархатар. «Мухтав паркӗнче пур паттӑрӑн ячӗ те пулмаллах. Паллах, халӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен те. Ку вӑл ял историйӗ, ҫамрӑксемшӗн ырӑ тӗслӗх», – терӗ вӑл. Ҫитес вӑхӑтрах ӗҫе пуҫӑнасси пирки те асӑнчӗ.
Ырӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерме ял ҫыннисен ырӑ сӑмахӗ кирлех. Мӗншӗн-тӗр пирӗн, чӑвашсен, пӗр-пӗрне ура хурас йӑла пур. «Пӗр кашӑк тикӗт пӗтӗм пыл пичкине пӑсать» текен ваттисен каларӑшне те аса илтерес килет ентешсене. Тӑватӑ ҫул каялла, Мухтав паркĕ вырӑнӗнче саккуна пӑсса лартнӑ мунчана куҫарса лартассишӗн «харкашу» пычӗ. Район администраци пуçлăхĕ Азат Сахабиев хутшӑнса хӑйӗн татӑклӑ сӑмахне каласан ҫеҫ кивӗ мунчана, урам илемне пӑсса ларнӑскере, куҫарса лартрӗҫ.
Ырӑ сӑмах ҫынна хавхалантарать, ырӑ пуҫару, ырӑ ӗҫ ҫынна хӑпартлантарать.Çак асамлӑ сӑмахсемпе вӗҫлесшӗн хамăн сӑмахӑма. Паттӑрсене халалласа уҫнӑ паркра вĕсен ырӑ ячӗсем вырӑн тупаҫҫех!
Альбина СТЕПАНОВА,
Раҫҫей Журналисчӗсен союзӗн членӗ.
Мускав хули.

Хушса хуни. Белорусси ҫӗрӗ ҫинче Гомель облаҫӗнчи Дуброва ялӗнче Совет Союзӗн Геройне Н.С. Павлова халалласа лартнă стела (сăн ÿкерчĕкре) таҫтан аякран курӑнса ларать. Тав тăвакан белоруссем ӑна тирпейлесе тӑраҫҫӗ, чечексем хураҫҫӗ.

Автор:Юрий Михайлов