Пур хыпар та
Асра юлнă сăнар
4 Сентябрӗн 2019, 13:41

Виталий Александрович

- Привет, - тетчĕ вăл инçе саспа манăн салама илтсен.- Хуллен, - хуравлатчĕ вăл эпĕ панă: “Мĕнле пурăнатăр? Еплерех сывлăхсем?” - ыйтусене хирĕç сăпайлă сасăпа.

Халĕ вара...
Кунсене-çулсене арăш-пирĕш пăтратса танлаштарма, вăхăта асаилÿсемпе, кăкшăма шыв янă пек, тултарма тытăнсассăн çеç ĕмĕр ĕшенме, канăçсăр, лара-тăра пĕлмен кайăксем евĕр, нимĕне пăхăнмасăр вĕçнине асăрхатăн та, чăмăр алăсене кăкăр çумне хурса, ассăн сывлатăн.
Тăватă кун каярах кăна парта хушшинче лараттăмăр мар-и?
Виçĕм кун çеç аудиторисене лекцисем итлеме-çырма çÿреттĕмĕрччĕ вĕт-ха.
Ĕнер - шкулта, вĕрентекенсен шутĕнче, ачасен ăс-хакăлне ырлăх та пурлăх акаттăмăрччĕ пулас.
Паян ĕнтĕ...
Юлташăм, Виталий Кузьмин, ачалăхĕпе яшлăхне (уççăн калас пулать) тулăх пурнăçра, укçа-тенкĕрен те сăйлă апат-çимĕçрен татăк тăмасăр, ирттерчĕ. Анчах пĕрре те хăйĕн пĕлтерĕшĕпе мăнкăмăлланса, кăкăрне е сăмсине каçăртса çÿренине асăрхама тÿр килмен.
Хăйне кăтартасшăн, çынсенчен уйрăм - малта е хыçалта - пулма тăрăшман вăл, ман шутпа.
Паллах, вăхăт-вăхăт ял Канаш депутачĕ пулса обществăлла ĕçре тăрăшрĕ, шкулта вĕренÿ тата класс тулашĕнчи ĕç пайĕсен заведующийĕнче вăй хучĕ. Унта та хăй ирĕкĕпе мар - лару-тăру хистенипе çеç ĕçленине палăртмалла.
Çавăнпа, çемçе хăлăклă юлташăмра пуçлăх пулма е унăн вырăнне хапсăнакан, сăнарлă каласан, “патша тронне” йышăнма ĕмĕтленекен туйăма никам та асăрхаман.
Вăтам шкул пĕтерсе аллине аттестат илнĕ хыççăн вăл пирĕн, ахаль хресчен ачисем евĕр, колхоз ĕçне - çум-курăк çумлама, утă-улăм е тырă турттарма, капана хывма - çÿресех каймарĕ. Эпир, юлташĕсем пĕлнĕ тăрăх, Витя тăрăшсах Ĕпхÿри аслă шкула кĕмелли экзаменсем тытма хатĕрленетчĕ.
Хăй каланă тăрăх, пĕрремĕш хутĕнче çĕнтереймен: балл çитмен пирки республикăри тĕп вĕренÿ заведенийĕн - Пушкăрт патшалăх университечĕн алăкĕ - сăмси умĕнчех хупăннă.
Анчах çине тăма хăнăхнă каччă кунпа çырлахман.
Иккĕмĕш хăтлану та йĕкĕте ăнăçу кÿмест. Ну-у...
Виççĕмĕш хутĕнче кăна, Ĕпхÿ хулинчен яла çитсенех, пире тĕл пулса хăйĕн куççуль кăларттармалли савăнăçне те телейне каласа пачĕ.
Университетпа сывпуллашсан, çамрăк специалист-историк, социализм тапхăрĕнчи йăлана пăхăнса, тĕрлĕ вырăнта - Ишпарсово, Михайловка, Çĕнĕ Омельник шкулĕсенче - дипломне ĕçлесе татрĕ те çăмăллăн сывласа ячĕ.
Юлашкинчен вара тăван Çĕнĕ Хурамалта тымар ячĕ. Авланчĕ. Мăшăрĕпе, Светлана Лукиничнăпа, алла-аллăн тытăнса хĕрĕх пĕр çула яхăн пурнăç тăрăх утса, вырăнти вăтам шкулта вăтăр тăхăр çул истори, кирлĕ самантра чăваш чĕлхипе литератури илсе пычĕ. Çав хушăрах хăйĕн ватăлнă, кун çути курма пултарайман амăшне пăхса тирпейлесе пытарчĕç.
Ĕмĕр тăршшĕпе чун-хавалшăн çывăх тусăм çут тĕнчерен кайиччен килти хуçалăхĕнче кăштăртатрĕ: юсарĕ, çĕнетрĕ, çурт лартрĕ, мунча хăтларĕ. Димăпа Лена ачисен уссине курчĕ, мăнукĕсене чĕркуççи çинче утьăкка сиктерме ĕлкĕрчĕ.
“Леш тĕнчере лайăхрах пуль - унтан никам та каялла таврăнакан çук” тесе шÿтлетпĕр пулин те, паллах, ăс-пуçпа питĕ тарăн ăнланатпăр: пире çут çанталăк саккунĕсенчен иртме те, çÿллĕшне сикекен ăмăртуçă евĕр, унăн шалчи урлă вĕçсе каçма та пÿрмен.
Юрĕ-ха, тавах шăпана. Виталий Александрович Ĕпхĕве килессине ăнсăртран пĕлсе юлса, юлашки хут тĕл пулассине сиснĕн, апрель уйăхĕн варринче, 15-мĕш кунĕнче, усал шыçă чирĕсене тата вĕсене сиплемелли мелсене тĕпчекен больницăна çитме пуç çитертĕм.
Юлташăм вăл вăхăта питĕ те пĕтсе кайнăччĕ. Ахаль те пуршăн-çукшăн пакăлтатма, сăмах ваклама юратманскер, вăл кунта та хăйне сăпайлă, анчах çирĕп тытрĕ: алă тытса çеç сывлăх сунчĕ, халĕ çук пирки ĕнтĕ ыйтусем çине пуçне сĕлткелесе кăна хурав паркаларĕ.
Ăна тухтăрсем малалла пурнăç кĕтме шанăç паман, анчах эпĕ вăл темиçе уйăх пулсан та пурăнĕ тесе ĕмĕтленеттĕм. Килне ăсатса янă хыççăн тепĕр виçĕ кунтан унăн мăшăрĕ “Витя кайрĕ” текен хурлăхлă хыпар каларĕ. Çакна илтнипе тăвар сапнă суран евĕр чун ыратрĕ. Суран паян кун та пусăрăнман. Сывă чух, ахăртнех, пусăрăнмĕ те.
Вил тăприйĕ умĕнче тăнă самантра пуçра пĕр шухăш çуралчĕ: эпĕ яла килмессерен çăва çине санпа пĕрле хăпараканччĕ, малашне вара, акă, пĕччен юлсан, масар çине ĕнтĕ сан патна çÿремелле пулса тухать.
Мĕн тăвас?
Камăн чунне, санăнне-и, хамăнне-и, куççульпе-и е сăмахпа-и йăпатас? Тата йăпанĕ-ши чĕрĕ чун?
Апла, пуç тайса, «йывăр тăпру çăмăл пултăр, асран кайми пайташăм Виталий Александрович» тесе сунмалли çеç юлать...
Василий АНТОНОВ. Мияки районĕ.