Пур хыпар та
Асра юлнă сăнар
18 Декабрӗн 2019, 12:38

Галина Николаевна

Кулленхи ĕç-пуçпа аппаланса пурăннă май çывăх вăхăтра ун çинчен ăсату сăмахĕсем çырăп текен шухăш хальччен пуçа та кĕменччĕ. Анчах пурнăç, хурлăха, тĕнчере тĕрлĕ кĕнчеле тенешкел, хăвăрт кăна алла калем тыттарса, асăну хайлавĕ калăплама хистерĕ...

Çичĕ çул каярах, 2012 çул пуçламăшĕнче эпĕ Ĕпхÿ хулинчи Калинин районне кĕрекен хушма пĕлÿ паракан чăваш вырсарни шкулĕнче “Элем” ятлă юрă ансамблĕпе ĕçлеттĕмччĕ. Ушкăна питĕ патвар 10-12 хĕрпе хĕрарăм çÿретчĕ.
Ăнсăртран, систермесĕр-тумасăр, юрлакансен хушшинче пĕр матуркаç, витĕмлĕ куçа кĕмелле сăн-питлĕ, сарă çÿçлĕ, тăп-тăп та вăтам пÿллĕ, йăваш та йăпăш (скромная) хĕрарăма асăрха пуçларăм. Хĕрарăм кашни вырсарни кун палăртса хунă вăхăтра, кая юлмасăр, çÿре пуçларĕ. Хăйне вара тĕлĕнмелле тирпейлĕ тытрĕ. Ятарласа илсе çÿрекен хулăн тетрадĕ çине вĕренекен юрăсен сăмахĕсене çырса илет, çемĕсене хăвăрт пуçне хывать. Тирпейлĕхĕ çумне тата унăн илемлĕ - уçă та таса - сассине те хушас пулать. Çавăнпа эп ăна, çывăхрах паллашнă хыççăн, малтанхи репетицисенчех пĕрремĕш сасăпа, сопранопа, юрлакан хĕрарăмсен ретне лартрăм та пурăна киле хам питĕ тĕрĕс тунине туйрăм та савăнтăм. Тĕслĕхрен, кирлĕ вăхăтра, Галина Николаевна иккĕн е виççĕн-тăваттăн юрланă чухне иккĕмĕш партие те шанчăклă тытатчĕ. Çавăнтанпа эпир пĕр-пĕринчен уйрăлман та темелле.
Кĕçех эпĕ Иглин районĕнчи культура пайĕшĕн кирлĕ çын пулса тăтăм - мана, баян калакан специалиста, Чăваш Кăпав салинчи Культура керменĕнче чăваш ансамблĕ йĕркелеме сĕнчĕç. Эпĕ вара хальччен курман-пĕлмен çĕре, “Элем” ушкăнран сасăллă виçĕ юрăçа, вĕсенчен пĕри, паллах, Галина Николаевна, манпа пырса çĕнĕ ушкăнăн никĕсне хывма ыйтрăм. Вĕсем турткаланса тăмасăр хапăл тусах сĕнĕве йышăнчĕç.
“Пилеш” ят панă çĕнĕ ансамбле, хуларан манпа килнĕ хĕрарăмсемсĕр пуçне саларан çиччĕн çÿре пуçларĕç. Малтанхи кунсенчех, ку сентябрь уйăхĕнче пулчĕ, пирĕн ума малашлă, анчах питĕ кăткăс тĕллев лартрĕç: çак уйăхăн 27-мĕшĕнче пирĕн хамăрăн ĕçе кăтартмалла иккен. Эхер те эпир ăнăçлă юрласассăн, пĕрремĕшĕнчен, ушкăна “халăх” ячĕ памалла, иккĕмĕшĕнчен, вăл ята тивĕçлĕ пулсан çеç мана ансамбльпе ĕçлеме ставка параççĕ.
Вăл вăхăтра манăн тĕп ĕç пурччĕ. Ушкăнпа вара кунсерен ĕç хыççăн çеç, каçсерен Чăваш Кăпавне кайса килсе çÿремелле. Кунта, çитменнине, вăхăт кĕтмест. Лартнă ыйтусемпе килĕшес те килет, шиклентерет те.
Манăн хамăн тĕп ĕç - шанчăклă, анчах тăван чăваш культурине çĕклес шухăш пуçа ватать. Тата этемлĕх умĕнче авалтан йĕп евĕр çивĕч тăракан яланхи: “Пулас-и, пулас мар-и?” - ыйту пуçран кая пĕлмерĕ. Чăнах та, мĕн тăвас-ха? Шухăшласа çÿренĕ хыççăн, э-э, мĕн пулать те мĕн килет тесе, тĕп ĕç те иккĕленÿ çине алă султăм та пÿрнĕ шăпапа килĕшрĕм. Кунта, ман шутпа, хамăн уйрăм интереса чăваш юрă культурине çĕклесси çиеле тухрĕ. Пĕрре - намăс курасран шикленсе, тепре - эпир, чăвашсем, ытти халăхсенчен катăк маррине кăтартас ĕмĕтпе, пурте çине тăрса, “çанă тавăрсах” ĕçе пикентĕмĕр: юрă хыççăн юрă, пĕр е икĕ сасăпа, вĕренетпĕр, ларса та, тăрса та, сцена çинче те юрлатпăр...
Акă кĕтнĕ кун та персе çитрĕ. Районти Культура керменĕн залĕнче курма килнисем лăк тулли, ытарлă каласан, савăл çапса хĕстернĕ пек. Çав хушăрах “халăх” е “кăтартуллă ушкăн” ятне тивĕç пулма, хăçан-тăр илнине çирĕплетме хатĕр коллективсем те пайтах: вырăссем, пушкăртсем, тутарсем, беларуссем... Çапах та пухăннă çынсенчен ытларах пире çичĕ çынран тăракан жюри, вĕсен шутĕнче республикăри Культура министерствинчен ятарласа çитнĕ икĕ çамрăк хĕрарăм-специалист, хумхантарать. Çитменнине эпир кунта çĕнĕ çынсем тата пуçласа сцена çине тухакан артистсем.
Тĕрĕслекенсен умĕнче вунă юрă кăтартмалла текен сас-хура тарлатса ярса, ĕнсене хыçтарать: ай-яй-яй! Телее, эпир ун чухлĕ юрă кĕске вăхăтра репертуара кĕртсе ĕлкĕртĕмĕр, çапах та, шикли шикленет, кĕрĕк пĕркенет тенĕ пек. Кăштах вăхăт иртсен, акă, тепĕр хыпар - икĕ юрра чакарчĕç тата çур сехетрен - пиллĕк хăварчĕç. Ку пире питĕ тивĕçтерет. Юлашкинчен вара, пирĕн савăнăçа, виçĕ юрăпа çырлахас тени пурин кăмăлне те çĕклесе ячĕ.
Çапла, пирĕн вунă сасăран, пĕр параппанçăран та манран, илемлĕх ертÿçинчен те аккомпаниатортан тăракан “Пилеш” ушкăн, мĕнле йывăр пулсан та ума лартнă тĕллеве “пиллĕк” паллăпа пурнăçласа, 2012 çулхи сентябрь уйăхĕн 27-мĕш кунĕ пĕрре персе икĕ мулкача тытма хал çитерчĕ. Кунта, паллах, пĕр чакармасăр каласан, конкурса хутшăннă хĕрсемпе пĕрле Галина Николаевнан тÿпи те виçесĕр пысăк.
Галина Николаевнăран ыйтса пĕлнĕ тăрăх, вăл Куйбышев чугун çулĕн Пушкăрт уйрăмĕнче (Ĕпхÿре) вăтăр сакăр çул проводница пулса вăй хунă. Ăçта кăна пулма тÿр килмен ăна: Мускавра, Пятигорскра, Владивостокра тата ытти хуласенче. Мĕнле кăна обществăлла ĕçе хутшăнман пулĕ местком членĕ. Культмассăллă ĕçе пуçараканни те вăлах. Мĕнле сумлă дипломсем те Хисеп хучĕсем, паллăсем çук унăн пухмачĕнче.
Малалли хаçатăн 51№.
Василий АНТОНОВ,
ЧР Профессионал писательсен союзĕн членĕ.
Иглин районĕ.