Пур хыпар та
Асра юлнă самант
3 Кӑрлач 2019, 11:55

Чи пысăк Çĕнĕ çул парни

Декабрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче эпĕ аттепе пĕрле Пелепей хулине килсе çитрĕм. Автобус вăрах кĕттермерĕ. Вăл часах килсе чарăнчĕ. Аттепе сывпуллашнă хыççăн ытти ачасемпе пĕрле (пурĕ 19 ача) Ĕпхÿ хулине çул тытрăмăр. Çула май, Пелепей хулипе районĕнчен пухăннă ачасемпе (вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тунисем) паллашрăм. Эпир пĕр-пĕрне вĕренÿри тата тĕрлĕ конкурссенчи çитĕнÿсем çинчен каласа патăмăр.

Тăватă сехетрен Ĕпхÿ хулине çитрĕмĕр. Пире пурне те санаторине вырнаçтарчĕç. Вырнаçса пĕтсен ытти тăрăхсенчен килнĕ вĕренекенсемпе паллашрăмăр, вăхăта хаваслă ирттертĕмĕр.
Тепĕр кунне пире Ирина Валерьевна Валиуллинăпа Ольга Анатольевна Ефремова (пирĕнпе пĕрле пынă вĕрентÿ управленийĕн специалисчĕсем) ирех вăратрĕç. Унтан ушкăнпа пĕрле апатланма кайрăмăр. Апачĕ питĕ тутлă пулчĕ. Пире ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн санатори ертÿçине тав сăмахĕ калатпăр.
Апатланнă хыççăн хитре тумланса республикăн Тĕп елкине кайма тухрăмăр. Уява килсе çитсен‚ пĕр сехет хушши илемлетнĕ зданири аниматорсемпе тата мультфильмсенчи сăнарсемпе паллашрăмăр. Пысăк та капăр чăрăш тавра ташăсем ташларăмăр‚ юрăсем юрларăмăр‚ асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем турăмăр. Унтан пире пысăк зала чĕнсе илчĕç. Кунта вара Юр пике‚ Хĕл Мучи тата ытти сăнарсем питĕ интереслĕ представлени выляса кăтартрĕç. Хĕр ачасемпе арçын ачасем хаваслă ташăсем ташларĕç. Мероприяти вĕçĕнче Хĕл Мучи уява килнĕ вĕренекенсене ăшшăн саламларĕ‚ малашне те тăрăшса вĕренме сунчĕ‚ парнесем парнелерĕ.
Çĕнĕ çул уявне йĕркелекенсене пысăк тав! Çак кун маншăн чи пысăк Çĕнĕ çул парни пулса тăчĕ. Çитес çул республикăн Тĕп елкинче хампа пĕр çулхи юлташсен йăл-куллисене курас тесе малашне те тăрăшса вĕренĕп. Сăмах май, пурне те Çĕнĕ 2019 çул ячĕпе саламлатăп!
Ева НИКИТИНА‚
Кивĕ Сименкке шкулĕн вĕренекенĕ.
Пелепей районĕ.