Пур хыпар та
Астăвăм
30 Кӑрлач 2019, 18:42

«Пирĕн Леонтьев вăл çапласкер çав»

Кăçалхи январь уйăхĕн 30-мĕшĕнче РФ тата ЧР Писательсен пĕрлĕхĕсен, РФ тата ПР Журналистсен союзĕсен членĕ, Пушкăртстан Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Леонтьев çуралнăранпа 80 çул çитнĕ пулĕччĕ. Николай Леонтьевич ячĕ Пушкăртстанра пурăнакансемшĕн, «Урал сасси» хаçат вулаканĕсемшĕн питĕ паллă ят.

Пирĕн герой Чăваш АССРĕнчи Канаш районне кĕрекен Пратьякас ялĕнче 1939 çулхи январĕн 30-мĕшĕнче çуралнă. Тăватă ачаллă çемьере Микулай кĕçĕнни пулса ÿснĕ. Ашшĕ, Леонтий Яковлевич, Тăван çĕршывăн аслă вăрçинчен таврăнайман. Çавна пула ачисене амăшĕн, Пелагея Филипповнăн, пĕччен пăхса ÿстерме тивнĕ. 1954 çулта Микулай Ямашри çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă. Ун хыççăн тăван колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. 1958 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа 1961 çулхи декабрьччен Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. Журналист биографине Николай Леонтьев 1962 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Енри Улатăр районĕнче тухса тăракан хаçатра пуçланă. Каярахпа ăна шăпа Пушкăрт çĕрне илсе çитернĕ. Кунта вăл Çтерлĕре районсем хушшинче тухса тăнă «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакцине куçаруçă пулса вырнаçнă. Кăшт вăхăт иртсен Авăркас районĕнчи «Çĕршыв çулĕ» хаçата ĕçлеме куçнă. 1966 çулта Хусан университечĕн журналистика уйрăмне куçăн мар мелпе вĕренме кĕнĕ, 1972 çулта ăна ăнăçлă вĕренсе тухнă. Ун хыççăн вăл Çтерлĕри «Коммунизм ялавĕ», Элшей районĕнчи «Ленинизм ялавĕ» хаçатсенче тăрăшнă.
Николай Леонтьев 1976 çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа мĕн пурнăçран уйрăличчен, 2002 çулхи июль уйăхĕн 7-мĕшĕччен, Çтерлĕ районĕнчи «Коммунизм ялавĕ» («Сельская новь») хаçатра ял хуçалăх пайĕн заведующийĕ, яваплă секретарь, редактор çумĕ пулса тăрăшнă.
Ĕçри хастарлăхĕшĕн пултаруллă журналиста Пушкăрт АССР Аслă Канашĕн, СССР Журналистсен союзĕн Хисеп хучĕсене парса чысланă. 1986 çулхи декабрьте Н. Л. Леонтьева «Пушкăрт АССРĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» хисеплĕ ята панă.
- Ырми-канми тăрăшса илнĕ чаплă ятсенчен чи чапли уншăн çакăччĕ: Пушкăртстанри чăвашсем ăна хисеплесе: «Пирĕн Леонтьев вăл çапласкер çав!» – тетчĕç. «Пирĕн Леонтьев…» Çапла каланине эпĕ хам та пĕрре кăна мар илтнĕ, - тет унăн ячĕ-сумĕ пирки Виталий Енĕш çыравçă.
Редакцири ĕçĕ темле канăçсăр пулсан та Н.Л. Леонтьев 1988 çулта Çтерлĕри çыравçăсен организацийĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Шуратăл» литпĕрлешĕвĕн яваплă секретарĕн ĕçĕсене те ăнăçлă илсе пынă. Унăн пĕрремĕш хайлавĕсем 1963 çулта «Капкăн» журналта пичетленнĕ. Каярахпа вара сăвви-калавĕсем Шупашкарти «Тăван Атăл», «Ялав», «Хатĕр пул» журналсенче, «Хыпар», «Урал сасси» хаçатсенче пичетленсе тăнă. «Урал сасси» тенĕрен, вăл çак хаçата пуçарса ярас енĕпе ĕçлекен ушкăн хастарĕсенчен пĕри шутланать. Николай Леонтьев сăввисемпе хывнă юрăсем те халăх хушшинче анлă сарăлнă. Вĕсене Пушкăртстанри чăвашсем юратса юрлаççĕ. Унăн «Хурăнсем çаплах кашлаççĕ» кĕнеки те вулакансене хăй патне туртать.
Унăн ырă ячĕ пирĕн чĕресенче яланлăхах сыхланса упранĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: