1989 çулхи февраль уйăхĕн 15-мĕшĕнче Совет Çарĕн юлашки колонни Афганистан çĕрĕнчен тухнă. Çав кун 40-мĕш арми командующийĕ Борис Громов генерал-лейтенант Совет Çарĕн сахал йышлă контингентĕнчен, СССРпа Афганистана уйăрса тăракан Амударья юхан шывĕ урлă, юлашки пулса каçнă. Вунă çула тăсăлнă тата 600 пин ытла совет салтакĕ хутшăннă Афган вăрçи вĕçленнĕ.
Астăвăм вахтине Юмашри вăтам шкулта 6-10 классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ. Çавăн пекех культура çуртне интернационалист салтаксене‚ Афган вăрçине хутшăннă ветерансен канашĕн председательне Явит Хабибуллина тата ял хутлăхĕн администраци пуçлăхне Рамила Салимгареевана йыхравланă.
Мероприяти хăнисем, «афганецсем», хăйсем çинчен тата вăрçа мĕнле лекнине каласа пачĕç. Афганистан çĕрĕ çинче пулса иртнĕ паллă пулăмсене аса илчĕç. Вĕренекенсем аслисем каласа панине‚ тĕлĕнтермелли тĕрĕслĕхе тимлĕн итлерĕç. Ачасем вăрçăра ним те илĕртÿлли‚ ăмсанмалли çуккине тата ирхине вăрансан каçа сывă е вилĕ пулассине лайăх ăнланса илчĕç. Ĕнерхи салтаксем вара вăрçăра вилесрен шикленни-хăрани çинчен пĕр вăтанмасăр чунĕсене уçса пачĕç. Шăпах йывăр та хăрушă лару-тăрура шалти туйăмсем уçăлаççĕ иккен‚ пурнăç чăнлăхĕпе тĕрĕслĕхĕ куç умне тухса тăрать. Вăрçăра хăшĕ юлташ‚ хăшĕ тăшман пулни лайăх курăнать. Çавăнпа та кирек мĕнле тунă утăм та этем пурнăçĕпе çыхăнни куç умĕнче.
«Ют вăрçăн ахрăмĕ» мероприяти юхăмне хутшăнакансем Афганистанра пулса иртнĕ çапăçу çинчен видеофрагментсем пăхрĕç. Тĕлпулăва илем кÿрес тесе культура çуртĕнче Афганистан çинчен юрăсем шăрантарчĕç‚ 10-мĕш класс ачисем илемлĕ сăвăсем вуларĕç. Ял Канаш пуçлăхĕ Рамила Салимгареева администраци тата ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ Вадим Соколов ячĕсенчен салтаксене уявпа саламларĕ‚ Тав çырăвĕсемпе укçа-тенкĕ конверчĕ парса чысларĕ.
Вулавăшра вара «Афганистан – пирĕн астăвăм тата ырату» ятлă кĕнекесен куравне йĕркеленĕччĕ. Интернационалист салтаксем ял масарĕ çинче пулнă май, Вячеслав Латыпова (вăл 1981 çулхи ноябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче Афганистанра паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ) хисеплесе унăн вил тăпри умĕнче пуç тайрĕç‚ асăнса чĕрĕ чечексемпе çеçке кăшăлĕ хучĕç. Мероприяти апат-çимĕç хатĕрленĕ сĕтел хушшинче вĕçленчĕ.
Юмашри вулавăш библиотекарĕ.