Малтан шкул умĕнчи лапамра, паттăрăн бюсчĕ умĕнче, савăнăçлă митинг иртрĕ. Мероприятие тинĕскÿлсемпе пĕрле сумлă хăнасемпе ветерансем хутшăнчĕç. Вĕсен шутĕнче район администраци пуçлăхĕ Альфир Сабиров, ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ Людмила Мурманская, Чăваш наци академин Уралçум филиалĕн ертÿçи Иван Тарасов ăсчах, Канаш çумĕнчи ветерансен комиссин председателĕ Борис Гордеев полицин отставкăри полковникĕ тата ыттисем те пулчĕç.
Урамри тĕлпулу хыççăн пухăннă халăх шкулти музея кĕрсе экспонатсене хак пачĕ, иртнĕ пурнăçа аса илчĕ. Кунта Григорий Васильев паттăра халалланă материалсемпе çеç мар, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ялти ытти фронтовиксен пурнăçĕпе те паллашрĕç. Ун хыççăн кашни класрах Хăюлăх урокĕсем иртрĕç, вĕсене йăлана кĕнĕ чухнехи пек вĕрентекенсем мар, хăнасем йĕркелерĕç.
Çак кун асăну мероприятийĕ ялти культура çуртĕнче «Астăвăм» («Память») фильмпа патриотизмла концерт пăхнипе асра юлчĕ.
***
Паттăр чӑваш çыннине Григорий Семенович Васильева 1918 çултанпа нумай вăрçа хутшăнма тивнĕ. Ӑна 1943 çулхи хĕлле питӗ хаяр сивĕ кун Воронеж облаçĕнче нимĕçсен эсэс ятарлă ушкăнĕ засада йĕркелесе тĕп тунă. Герой манăçа тухма пуçланă тесен те юрать-тăр. Мĕншĕн тесен унӑн арăмĕпе икĕ ывăлĕ те вилнĕ. Сӑмах май каласан, Васильевăн кĕçĕн ывăлĕ Вадим Григорьевич капитан ăнсăртран чĕри тапма чарăннипе пурнăçран уйрăлса кайнă. Унăн ачисем пулман, çемье çавăрса ĕлкĕреймен. Пиччĕшĕ – Юрий, вăл та институт пĕтернĕ, заводра инженер пулса тăрăшнă. Авланман пулнă, ашшĕ пекех сарăмсăр вилнĕ...
Тинĕскӳлсем (Аслă Ҫӗнтерӳ хыççăн вăрах тапхăр иртнĕ пулсан та) Григорий Семёнович Васильев полк командирĕ Совет Союзĕн Геройĕ чаплă ята илме тивĕçни ҫинчен ним те пĕлмен, илтмен. Сӑмах май каласан, нумайранпа Минигали Шаймуратов генералăн ялĕнчи шкул Тинĕскӳл ялĕнчи шкулăн филиалĕ шутланать. Ку вăл – хăй кăсăк та тĕлĕнмелле пулăм. Кăçал вара историри тепĕр кăсăк самант паллӑ пулчĕ. Пулас офицер-Геройсем (М.М. Шаймуратов вăрах пулмасть вилнĕ хыççăн Раççей Геройĕ ята тивĕçрĕ) Граждан вăрçи вăхăтĕнчех В.К. Блюхерăн партизан çарĕнче паллашнă, пӗрле Колчак çарне Уралпа Ҫĕпĕр тăрăх Лăпкă океан енне хăваласа кайнă. Васильевăн салтаксемпе юрлама юратнă юрри «По долинам и по взгорьям» пулни паллă. Колчак тенĕрен тепĕр историллĕ кăсăк тĕслĕхе асăнмасăр иртсе кайма çук. Колчак çарĕнче, адмирал-командующий çумĕнчех, службăра пĕр чекист тăнă. Вăл кам тетĕр-и? Тĕнчипе чаплă пулас тăпра тĕпчевçи Иван Антипов-Каратаев академик – пӗрремӗш тĕнче вăрçинче Георгий хĕресне тивĕçнĕ унтер-офицер.
Григорий Васильев паттăра мухтаса мăнаçланмалли палăка Тинĕскӳлте 1975 ҫулта Ленин ячĕллĕ хуçалăх тăрăшнипе лартнă.
Хушса калани:
Вадим Васильев капитан Капустин Яр полигонра (унта пӗрремӗш стратегиллĕ совет ракетисене тĕрĕслесе хута янă) хĕсметре тăнă. Вăл вилни ҫинчен пĕлтернĕ справкăра «умер из-за сердечной недостаточности» тесе çырнă пулнă. Темиçе кун маларах авторитетлă медицина комиссийĕ офицерăн сывлăхĕ хавшанине асăрхаман е вăл саманари уйрăм вăрттăнлăха пула «годен к несению службы по должности» тенĕ.
Андрей АЛЕКСЕЕВ.
Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.