– Ĕç вырăнтан хускалчĕ. Кирлĕ документсем пухатпăр. Пулăшакансем кирлĕ, – теççĕ вĕсем.
– Кăçалхи çулла çыравçă вилнĕренпе çирĕм çул çитнине асăннă чухне кун пирки сăмах хускатнăччĕ. Николай Леонтьевичăн мăшăрĕ Галина Александровна хирĕç пулманнине пĕлтернĕ. Асăну хăмине çыравçă пурăннă пÿрт çине мар, хулари 6№ библиотека çурчĕ çине вырнаçтарасшăн. Эпир ку пуçарăва ырлатпăр, пулăшма хатĕр. Пархатарлă ĕçе вĕçне çитерессе шанатпăр. Чунтан ырлас, мухтас, ăнăçу сунас килет çавăн пек хастарсене. Тав сире, – тенĕ Иван Тарасов журналист Ватсап ушкăнри мессенджерта.
Николай Леонтьевич Çтерлĕ хулинчи писательсен пĕрлĕхĕ çумĕнче Пушкăртстанри чăваш çыравçисен «Шуратăл» литпĕрлешĕвне йĕркелесе яракансенчен пĕри, литпĕрлешĕвĕн пирвайхи кунĕнчен пуçласах унăн яваплă секретарĕ пулнă. Вăл 1939 çулхи январĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Канаш районĕнчи Пратьякас-Енĕш ялĕнче çуралнă. 1958-1961 çулсенче салтакра пулнă. Çартан таврăнсан ĕçлекен çамрăксен шкулĕнчен вĕренсе тухнă, Хусанти В.И.Ульянов-Ленин ячĕпе хисепленекен патшалăх университетĕнче вĕренсе журналист дипломне илнĕ хыççăн 1962 çултанпа Пушкăртстанра, Çтерлĕ хулинче, пурăннă. Çтерлĕ райхаçатĕнче литература сотрудникĕ, пай заведующийĕ, яваплă секретарь, тĕп редактор çумĕ пулса вăй хунă, сăвă-калав çырнă, пушкăрт, вырăс, тутар çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарнă. Пушкăртстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне, Фатих Карим ячĕллĕ литература премине (вилнĕ хыççăн) тивĕçнĕ.
2002 çулта унăн чĕри вăхăтсăр тапма чарăннă.
Надежда РОДИОНОВА. Çтерлĕ хули.