Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Астăвăм
28 Мартӑн 2023, 11:20

«Пурнăçу сан çăлтăр евĕр пулчĕ»

1915 çулхи март уйăхĕн 26-мĕшĕнче пирĕн юратнă, мухтавлă поэт Константин Иванов 25 çула çитеймесĕрех чире пула пурнăçран уйрăлса кайнă. Мартăн 26-мĕшĕ ăна асăнмалли кун пулчĕ.

«Пурнăçу сан çăлтăр евĕр пулчĕ»
«Пурнăçу сан çăлтăр евĕр пулчĕ»

Поэтăмра яланах асра тытатпăр, пĕр çуралнă кунне те асăнмасăр иртмен. Вилнĕ кунне асăнни те – ырă ĕç. Поэт ячĕ ĕмĕр асра.
Ĕмрÿ пулайчĕ вăрăм мар та –
Яту сан вилĕмсĕр, поэт.
(А.Гоман «К.В. Иванова»).
К.В. Ивановăн пурнăçĕнчи юлашки уйăхĕсем, кунĕсем Слакпуçĕнче ашшĕ-амăш килĕнче, йăмăкĕ-шăллĕсем, тăван-тĕркисем хушшинче иртнĕ. Çавсен аса илĕвĕсемпе паллашар.
Ашшĕ – В.Н. Иванов: «1914 çулта ноябрĕн 15-мĕшĕнче Чĕмпĕртен чирлĕ таврăнсе килчĕ. Декабрĕн 5-мĕшчен айванланса пычĕ… Унтан вара вăйĕ пĕтнĕçемĕн пĕтсе пычĕ. Хăй вырăнĕнчен те тăрайми пулчĕ».
Амăшĕ – Евдокия Васильевна: «Чирлесен Кĕçтенттин çавах чĕрĕлессе шанатчĕ…Кĕçтенттин вилсен йĕре-йĕре пĕтĕм шăл ÿксе пĕтрĕ. Сывлăхăм йăлтах начарланса юлчĕ. Ашшĕ те питĕ хуйхăратчĕ».
Этем ĕмĕтпе пурăнать. Йăмăкĕ Мария Васильевна: «Атте пиччене питĕ сыватма тăрăшрĕ. Тĕрлĕ пульницăсене çÿрерĕç. Анчах усси пулаймарĕ. Хăй те çавах питĕ сывалма ĕмĕтленетчĕ».
Прасковья Васильевна йăмăкĕ: «Акă, çăва тухам-ха, ун чух кăмăса кайса часах сывалса çитĕп, ÿтĕм те хутшăнĕ, сăнăм те кĕрĕ, – тетчĕ вăл салхуллăн сывласа. Кăмăса кайса сываласси çинчен пичче мĕн юлашки кунĕсем татăличченех ĕмĕтленсе пурăнатчĕ. Мартăн 26-мĕшĕнче тул çутăлас умĕн вилчĕ».
Шăллĕ – Петр Васильевич: «Ăна Слакпуçĕнче, чиркÿре кĕлĕ тутарсах, пытартăмăр. Юлашки çула ăсатма халăх питĕ нумай пухăнчĕ».
Слакпуçĕнчи ватă çынсен аса илĕвĕ тăрăх, пытарма пынă çынсене «Нарспи» кĕнеке валеçсе панă.
Хурлăхлă хыпар Чĕмпĕрти чăваш шкулне те çитнĕ…
– Çак хыпар мана мĕн тери çапса хуçнине сăмахпа каласа параймастăп (П.Н. Игнатьева-Кухарева).
– Вилнĕ хыпар пире чĕререн хурлантарчĕ (Ф. Митрофанова).
– Константин Васильевич вилнине илтсен, чылайăшĕ макăрчĕ (Ф.Д. Данилова).
– Тăпру çăмăл пултăр, юратнă Константин Васильевич. Яту ĕмĕрлĕхе юлтăр (А.А. Лукин).
«Нарспи» авторне –
халал сăввисем
Пиншер çулсем эс вилĕмсĕр
те çамрăк,
Пиншер çулсем эс тăрăн
ялкăшса.
В.Константинов.

Чăваш çыравçисем К.В. Иванова халалланă сăвă-поэмăсем, повеçсемпе драмăсем 20-мĕш çулсенче çырма пуçланă.
Вăл çурхи юр айĕнчен
Пĕччен тухнă чечек пек.
Ирхи çутă умĕнчен
Хăтаракан çăлтăр пек…
Çемен Элкер «Нарспи»
авторне.

Эх, Константин! Пирĕнпеле
пулсамччĕ,
Пулсамччĕ, кĕрекере илем
пур чух…
Анчах мĕскершĕн-ши нимле
асамçăн
Сан ыйхуна сирме хăвачĕ çук.
Митта Ваçлейĕ «Сăваплă кĕтес».

Çул хыççăн çул çаплах
шавлатăн-ха,
Пур аслă çĕршыва
тăнлаттаран.
Петĕр Хусанкай
«Константин Иванова».

Мĕншĕн пурнăç сан пек маттурсене, ăслисене, пархатарлă чунлисене хăй ытамĕнчен вĕçертсе вилĕм аллине парать-ха? Тĕрĕсмарлăх ку! Çут тĕнчен юрăхсăр йĕрки ку! Эпĕ пурнăç тĕрĕсмарлăхĕ çинчен шухăшласа, чун-чĕререн хурланатăп. Икĕ куçăмран куççуль юхать. Анчах епле макăрсан та сана, аслă поэтăмăр, халь тин вăратас çук ĕнтĕ эпир… Çапах та пирĕн юрату санпа пĕрле. Вăл – вилĕмсĕр. Сан яту пекех. Сан ытарайми сăвву-юрру пекех…
Юхма Мишши.

Çирĕм пилĕк çул нумай-и?
Пит сахал шут йĕркипе.
Пурпĕр саншăн вăл танлашрĕ
Теприн çитмĕл çулĕпе.
Пурнăçу сан çăлтăр евĕр
Иртрĕ сăр! кăна вĕçсе.
Çутине хăварчĕ çав йĕр
Ĕмĕре те ĕмĕре.
Валерий Валак «Çăлтăр».

Пурăн эсĕ, поэт, çăлтăр пек
çуталса,
Чăнлăхпа иксĕлми илеме çул
уçса.
Василий Давыдов-Анатри «Кĕçтенттин Иванов».

Тăван халăх ывăлĕ,
Хастар чĕре.
Юрру санăн ĕмĕр юлĕ
Кĕрекере.
Николай Шелепи
«Чăваш шăпчăкĕ».

Поэта халалланă сăвăсем пуç кăшăлĕ (венок) вырăнне пулччăр.
Хаклă вулакансем! Сăвăсен тулли варианчĕсене библиотекăсенче илсе вулăр.
К.В. Иванова асăнса шкулсенче, библиотекăсенче, клубсенче тĕрлĕ-тĕрлĕ мероприятисем ирттерме пулать: вулав сехечĕсем, каçĕсем, викторинăсем, конкурссем…Мероприятин ятĕнчен, форминчен килмест, ирттерни паха. Усăллă, йĕркеллĕ, кăсăк иртнĕ мероприятисен сценарисене, хăвăрăн сĕнĕвĕрсене, ыйтăвăрсене «Урал сасси» хаçата ярса пани те пĕр-пĕрне пулăшни пулать.
К.В. Иванов хăй çырнисене, ăна халалласа калăпланă сăвăсене, прозăлла хайлавсене вуласса шанатăп.
Константин, халăх тавĕ сана!
Эс ялан пирĕнпе пурăнан.
П.Васильев «Нарспи
авторне».
Римма ПЕТРОВА.
Пелепей районĕ,
Слакпуç ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: