Урал сасси
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Астăвăм
3 Ноябрӗн 2023, 14:27

Меселпуçсем çĕнтерÿçĕсене халалланă палăка çĕнетнĕ

Ноябрь уйăхĕн 2-мĕшĕ Авăркас тăрăхĕнчи Меселпуç  ял хутлăхĕнче пурăнакансемшĕн хăйне евĕрлĕ пулнипе палăртмалла. Çÿллĕ те хитре чăрăшсем ÿсекен паркра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă пĕр ял çыннисене асăнса лартнă палăка çĕнетнĕ хыççăн чаплă лару-тăрура уçнă. Çанталăк та çак пулăма кăмăлланă: хĕвел пăхнă, кăштах çил вĕрнĕ.

Меселпуçсем çĕнтерÿçĕсене халалланă палăка çĕнетнĕ
Меселпуçсем çĕнтерÿçĕсене халалланă палăка çĕнетнĕ

Меселпуçсем «Вырăнти пуçарусене пулăшу паракан программăна» (ППМИ) хастар хутшăнаççĕ. Хальхинче вĕсем  унăн витĕмĕпе пысăк ĕç туса ирттернĕ – ялти паллă вырăна çĕнетнĕ. Йывăç  хÿмене сÿтсе тимĕр карта тытса çавăрнă, паркра сукмаксем тунă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешсен ячĕсене çырнă асăну хăмисене штукатуркăланă. Çавăн пекех паттăрсен ячĕсене çырнă хушма хăма вырнаçтарнă. Вĕсен ячĕсене маларах палăртман пулнă. Ĕмĕрлĕх çулăмĕ вара вилĕмсĕрлĕх символĕ евĕр çил çинче хĕмленнĕ.

Авăркас район администраци пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов пухăннисене паллă пулăмпа саламланă, «Вырăнти пуçарусене пулăшу паракан программăна» хастар хутшăннăшăн тав тунă.

 - Районта палăксене çĕнетнĕ хыççăн çĕнĕрен уçасси ырă йăлана çаврăнчĕ,  - тенĕ Арслан Назирович.

Мероприяти вăхăтĕнче Меселпуç ял Канашĕн пуçлăхĕ Ирина Александрова ялăн хастар та пуçаруллă çыннисене Тав çырăвĕсем парса чысланă.

Меселпуçсем çĕнтерÿçĕсене халалланă палăка çĕнетнĕ
Меселпуçсем çĕнтерÿçĕсене халалланă палăка çĕнетнĕ
Меселпуçсем çĕнтерÿçĕсене халалланă палăка çĕнетнĕ
Меселпуçсем çĕнтерÿçĕсене халалланă палăка çĕнетнĕ
Меселпуçсем çĕнтерÿçĕсене халалланă палăка çĕнетнĕ
Меселпуçсем çĕнтерÿçĕсене халалланă палăка çĕнетнĕ
Меселпуçсем çĕнтерÿçĕсене халалланă палăка çĕнетнĕ
Меселпуçсем çĕнтерÿçĕсене халалланă палăка çĕнетнĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: