Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Астăвăм
6 Нарӑсӑн , 11:55

Уншăн Ямансас хаклă та юратнă кĕтес пулнă

Чăваш халăхĕ яланах ĕçчен, пархатарлă та сăпайлă пулнă. Пирĕн мăн асаттесем чăвашран та ăслă, вăйлă, пултаруллă çынсем тухасса питĕ шаннă. Халăх шанăçне унăн мухтавлă ывăл-хĕрĕсем тÿрре кăларнă. Вĕсем хăйсен пархатарлă ĕçĕсемпе ят-сума, хисепе тивĕçнĕ.

Уншăн Ямансас хаклă та юратнă кĕтес пулнă
Уншăн Ямансас хаклă та юратнă кĕтес пулнă

Çтерлĕ районĕнчи Ямансас ялĕнчен тухнă Василий Уваров пирки шăпах çапла калама пулать. Кăçал паллă историк, краевед тата çыравçă çуралнăранпа 80 çул çитрĕ. Ăна хисеп туса вырăнти вулавăшра февраль уйăхĕн 2-мĕшĕнче «Блаженной памятью поминаются» ятпа краеведени сехечĕ иртнĕ.
Василий Ефимович Çтерлĕ районĕнчи Ямансас ялĕнче 1944 çулхи февраль уйăхĕн 2-мĕшĕнче колхозниксен çемйинче çуралнă. Унăн ĕçлĕ пурнăçĕ питĕ ир, ача тăхăр çулта пулнă чух, пуçланнă. Мĕн пĕчĕкрен вăл тăван ялĕнче кĕтÿ кĕтсе ÿснĕ. 1952-1962çç Василий шкулта вĕреннĕ, ытти ачасем пекех пĕлÿ гранитне «кăшланă». Тăхăр класс пĕтерсен пултаруллă каччă 1962 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа 1963 çулхи ноябрьччен Çтерлĕ районĕнчи Талалаевка пĕлÿ çуртĕнче тата Николо-Хуторянский ялĕнчи сакăр класлă шкулта кĕçĕн классен учителĕ пулса ĕçленĕ.
1972 çулта Василий Уваров Бирскри патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1973 çулхи январь уйăхĕнче Çтерлĕ районĕнчи çар комиссариачĕ ăна çар службине Хĕрлĕ ялавлă Çурçĕр флочĕн авиацинче пурнăçлама тесе чĕнсе илнĕ. Василий виçĕ çул хĕсметре пулнă. 1977 çулта вăл Хĕрлĕ ялавлă Çурçĕр флочĕн авиацийĕн политуйрăмĕ çумĕнче йĕркеленĕ марксизмпа ленинизм каçхи университетăн пĕтĕмĕшле факультетне лайăх паллăсемпе пĕтернĕ. 1980 çулхи октябрь - 1994 çулхи май уйăхĕсенче Ямансас арĕ Мурманск хулинчи шалти ĕçсен подразделенисенче служба иртнĕ. 2000 çулта ентешĕмĕр тăван Ямансаса таврăннă. Хăйĕн пĕрремĕш «Тайны деревни Ишпарсово» кĕнекине Василий Уваров 2007 çулта кун çути кăтартнă. 2008 çулта вара «Блаженной памятью поминаются» пичетленнĕ, 2012 çулта - «В иллюминаторе – Ишпарсово». Кĕнекесенче автор сăмах вĕççĕн çÿрекен халăх сăмахлăхĕн никĕсĕ, çавăн пекех архив докуменчĕсем урлă Ямансас ялĕ мĕнле пулса кайнине уçса пама тăрăшнă. 2009-2019 çç Василий Ефимович Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн пайташĕ шутланнă. Пултаруллă историк тата таврапĕлÿçĕ 2022 çулхи август уйăхĕн 17-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайнă. Унăн кĕнекисем астăвăм пек пирĕн чĕресенче ĕмĕрлĕхех упранĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Çтерлĕ районĕ,
Ямансас ялĕ.

Уншăн Ямансас хаклă та юратнă кĕтес пулнă
Уншăн Ямансас хаклă та юратнă кĕтес пулнă
Уншăн Ямансас хаклă та юратнă кĕтес пулнă
Уншăн Ямансас хаклă та юратнă кĕтес пулнă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: