Владимир Иванович Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче 1932 çулхи апрель уйăхĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. Вăл Шупашкарти художество училищинче пĕлÿ илнĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче тата «Капкăн» журналта ĕçленĕ.
Унăн «Тантăшсем» (1972 ç.), «Елчĕкри пасар», «Кĕтÿ» (1985 ç.), «К. В. Иванов вăйă картинче, 1912 çул» (1989 ç.), «Хальхи вăхăтри юрă» (1996 ç.), «Чăвашсене тĕне кĕртни, 18 ĕмĕр» (1999-2000 çç.), «Пăлхар ханĕ Алмуш Багдадри посольствăна йышăнни, 921 çул», «Сувар хулине монголпа тутарсенчен хÿтĕлени, XIII ĕмĕр» картинисем, «Чăваш вăйă карти» (1971-1972 çç.), «Шăпа» (1971 ç.), «Аманнă Çилçунат» (1972 ç.), «Асатте каласа панă тăрăх» (1972 ç.), «Çăлкуç умĕнче» (1985 ç.) ятарлă мольберт станок çинче хатĕрленĕ графика ĕçĕсем чи паллисем шутланаççĕ.
Çавăн пекех талантлă ÿнерçĕ В.А. Алентейĕн «Пĕлĕтсем шăваççĕ» (1962 ç.), М.Ф. Федоровăн «Арçури» (1972-1973 çç.), А.С. Гринăн «Йăм хĕрлĕ парăссем» (1979 ç.), М. Н. Юхман «Чăваш халапĕсемпе юмахĕсем» (1979 ç.), «Авалхи чăваш туррисемпе паттăрĕсем» (1956-1991 çç.) кĕнекисене ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ.
Ÿнер ĕçĕн пултаруллă ăсти, живописец Раççейри ытти ÿнерçĕсенчен тĕлĕнмелле колорит, сăрă хунипе çеç мар, çинçе чечен (изящная) графикăпа, йĕрсене хÿхĕм ÿкернипе уйрăлса тăрать. Владимир Агеев тĕрлĕ тĕссемпе, калăпсемпе (форма) усă курса авалхи чăваш халăхĕн искусствине çеç мар, пурнăç философине сăнласа панă. Унти сăнарсенче чăваш халăхĕн культурине, хăйне евĕрлĕхне, ăс-тăнне тата халиччен пĕлмен авалхи юрри-кĕввине курма пулать тесен те йăнăш пулмĕ.
Владимир Иванович тарăн шухăшлă, анлă тавракурăмлă тата ăслă çын пулнă. Унпа пуçланă калаçу темиçе сехете тăсăлнă, мĕншĕн тесен вăл пулассине витĕр курнă, пĕр-пĕр япалан, пулăмăн тĕп пĕлтерĕшне уйăрса илме пултарнă. Ÿнерçĕн шухăшĕсем унăн çывăх юлташне, ĕçтешне поэзипе проза ăстине Анатолий Аринина та кăсăклантарнă. Вĕсем пĕрле виçĕ теçетке çул хăйсен произведенийĕсем урлă тавралăха çутăрах, ырăрах, пархатарлăрах тума тăрăшнă. Çак икĕ ăстан ĕçĕсем çынсенче ырă та ăшă, чунлă туйăмсем çуратаççĕ, таса кăмăл-сипетлĕ пулма вĕрентеççĕ.
Владимир Иванович сăпайлă та уçă кăмăллă çын пулнă. Хăйĕн ĕçĕсене сутса пысăк гонорарсем илессишĕн çунман, пĕчĕк те капăрлăхсăр хваттерĕнче пичĕкере пурăнакан Диоген философ пек пурăннă, ĕмĕр тăршшĕ юратнă ĕçне пурнăçланишĕн телейлĕ пулнă. Владимир Агеев паллă та талантлă ÿнерçĕ çеç мар, пысăк сас паллирен пуçланакан Çын тени те чăнлăхпа тÿр килет. Вăл тĕрĕслĕхе куçран калама нихăçан та хăраса тăман, Анатолий Аринин юлташĕ пек ялан тĕрĕслĕх енне тăнă. Хăйĕн ĕçĕсенче, картинисенче ырăлăх усала çĕнтернине сăнласа кăтартнă. Пĕрре мар суд умĕнче хăйĕн тата Чăваш Ен ÿнерçисен чысне хÿтĕлеме тивнĕ. Чăваш Республикинчи Писательсен союзĕн вырăс уйрăмĕн пайташĕсен тĕлĕшпе экстремистла преступленисем тунă хыççăн та судра инкеке лекнисене хÿтĕлесе сăмах каланă, пулăшнă. Телее, тĕрĕслĕх çиеле тухнă, айăплисене явап тыттарнă.
Владимир Агеев питĕ тимлĕ те çивĕч ăслă, тÿрĕ кăмăллă çынччĕ. Кăшт салхуллăрах сăнлă пулсан та куçĕсенче ялан хĕлхем вылятчĕ. Çакă тата куçĕсене хĕссе кулни ăна çав тери илĕртÿллĕ тăватчĕ. Вăл кашни çын валли сăмах тупма, хавхалантарма пĕлетчĕ. Хăйĕн юлташне халалласа Анатолий Аринин сăмах ăсти документаллă фильм ÿкернĕ, сăвă çырнă.
В.И. Агеев халĕ пирĕнпе юнашар çуккине йышăнма питĕ йывăр. Вăл кăçалхи январь уйăхĕн 3-мĕшĕнче çут тĕнчепе сывпуллашрĕ. Анчах та Владимир Иванович пирĕн асра, унăн çутă сăнарĕ чĕресенче упранни, эпир ун çинчен калаçни, çырни çак çынна сыввисенчен те сывăрах тăвать, чапĕ вĕçĕ-хĕррисĕр те ĕмĕре юлать.
Светлана ЛУКИЯНОВА-ДЕМИРУС, ЧР Писательсен союзĕн вырăс уйрăмĕн пайташĕ.