Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Астăвăм
14 Майӑн , 11:50

Слакпуçĕнчи артиллери туппи – Раççей хĕç-пăшаллă вăйĕсен хăвачĕн символĕ

Çĕнтерÿ кунĕнче Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче Совет Союзĕн Геройĕ Николай Спиридонович Павлов ячĕллĕ асăну паркĕнче савăнăçлă лару-тăрура артиллери туппине вырнаçтарнă вырăна официаллă шайра уçрĕç.

Слакпуçĕнчи артиллери туппи –  Раççей хĕç-пăшаллă вăйĕсен хăвачĕн символĕ
Слакпуçĕнчи артиллери туппи – Раççей хĕç-пăшаллă вăйĕсен хăвачĕн символĕ

88 миллиметрлă Д-44 туппа (пушка) Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене, Слакпуç ялĕнчи артиллеристсене асра тытса иртнĕ çул кĕркунне вырнаçтарнăччĕ. Кунта çакна та асăнса хăвармалла: Николай Спиридонович хăй те артиллерист, тупă расчечĕн командирĕ пулнă. Унсăр пуçне ялтан тата 4 çын артиллерист пулса вăрçăра тăшмана хирĕç çапăçнă. Вĕсем – Павел Владимирович Астафьев, Герман Терентьевич Прокопьев, Иван Никитович Филиппов, Михаил Никитович Яковлев.
Асăну церемонине Совет Союзĕн Геройĕн Н.С. Павловăн ывăлĕ Анатолий Павлов отставкăри полковник, шалти ĕçсен службин полковникĕ, çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă Борис Гордеев, Пелепей район Канашĕн депутачĕ Василий Павлов отставкăри капитан, Пелепей тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономин ертÿçи Владимир Яковлев, пĕр ял çыннисемпе вĕсен хăнисем хутшăнчĕç.
– Питĕ те кăмăллă, паян пирĕн ялта истори астăвăмĕпе çыхăннă тепĕр объект уçăлать. Вăл çар Мухтавне тата Раççей хĕç-пăшалĕн хăватне кăтартса парать. Шанса тăратăп, вăл малашне çитĕнекен ăрăва çарпа патриотизм воспитанийĕ парас ĕçре ырă та паха витĕм кÿрĕ, – терĕ Анатолий Николаевич церемони вăхăтĕнче.
Мероприяти вăхăтĕнче ытти хăнасем те сăмах илчĕç, уяв ячĕпе саламланă май вăрçă паттăрĕсене асра тытма чĕнсе каларĕç. «Асра тытмалла» интернационаллă проект авторĕ Борис Гордеев Анатолий Павлова ПР Патшалăх Пухăвĕн председателĕ Константин Толкачев ятĕнчен Тав çырăвĕ парса чысларĕ. Çавăн пекех унăн аллинчен ялти ветерансен канашĕн ертÿçи Вера Павлова ветерансен союзĕн юбилейлă медальне илме тивĕçрĕ.
Тупă вырнаçтарнă вырăна уçма Слакпуç шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хастар хутшăнчĕç. Каярах вĕсем Çĕнтерÿ кунне халалланă митингра та пуçарулăх кăтартрĕç: сăвăсем вуларĕç, юрăсем юрларĕç, Çĕнтерÿ мемориалĕ умĕнче чĕрĕ коридор йĕркелерĕç.
Митинг хыççăн ялти клубра «Май сассисем» («Звуки мая») ятпа концерт иртрĕ. Унта та «Силпи» фольклор ансамблĕпе пĕрле вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Çак кун хирти кухня ĕçлерĕ, кашниех салтак пăттине ас тивсе пăхма пултарчĕ.
Юрий НИКОЛАЕВ.
Пелепей районĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: