Владимир Васильевич Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнче 1939 çулхи июнь уйăхĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. 1946-1953 çулсенче ялти вăтам шкулта вĕреннĕ. 1953-1957 çулсенче Пелепейри педагогика училищинче пĕлÿ илнĕ. Алла диплом илсен Дема совхозĕн иккĕмĕш уйрăмĕнче кĕçĕн классен вĕрентекенĕ пулса ĕçленĕ. 1958-1959 çулсенче Ăхпуç ялĕнчи сакăр класлă шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Унтан Совет Çарĕн ретĕнче хĕсметре тăнă. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă хыççăн 1962 çулта И.Н. Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика институтне историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. 1967 çулта аслă шкултан вĕренсе тухнă та Хушăлкари вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентме тытăннă.
В.В. Максимов Пишпÿлек районĕнче çеç мар, республикăри чи пултаруллă, пысăк квалификациллĕ, тарăн пĕлÿллĕ, опытлă вĕрентекенсенчен пĕри пулнă. Вăл тăван чĕлхепе литературăна вĕрентес методикăна, предмета лайăх пĕлнипе уйрăлса тăнă. Шкулта ĕçленĕ кунтан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çитĕнекен ăрăва тăван чĕлхене, культурăна юратма вĕрентес, ачасенче сăмах ăсталăхне аталантарас тесе тăрăшнă. Вĕсене сăвăсемпе калавсем, сочиненисем çырма, сăвăсене илемлĕн вулама хăнăхтарнă. Пултарулăх ĕçĕсенче шухăша витĕмлĕрех уçса паракан, кăмăл-туйăма палăртакан метафорăсемпе, эпитетсемпе тата ытти илемлĕх мелĕсемпе усă курма вĕрентнĕ. Районта чăваш чĕлхипе вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи пулнă.
Владимир Васильевич çивĕч ăслă ачасемпе ĕçлессине те яланах пысăк тимлĕх уйăрнă. Вĕсене уйрăм ĕçсем панă, урокра тата литературăпа краеведени кружокĕнче олимпиадăсене хатĕрленĕ.
Учитель кулленех тÿрĕ кăмăлтан тăрăшни, вĕренекенсене хăй пекех çанă тавăрса ĕçлеме хăнăхтарни, çĕнтерÿсем патне ăнтăлма вĕрентни ачасене çулсеренех республикăра çеç мар, регионсем хушшинчи, Пĕтĕм Раççейри чăваш чĕлхипе литература олимпиадисенче малти вырăнсене йышăнма пулăшнă.
«Тăваттăмĕш класчен эпĕ пĕчĕк комплектлă шкула çÿренĕ. Пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан Хушăлка вăтам шкулне кайрăм. Кунта пире кашни предметпа уйрăм учитель вĕрентме пуçларĕ. Чăваш чĕлхипе литература урокĕсене Владимир Васильевич Максимов ертсе пыратчĕ. Кăткăс грамматика правилисене те вăл пире çăмăллăн ăнлантарса пама, пĕлĕве кашни ача патне çитерме тăрăшатчĕ. Литература урокĕсенче вара пĕр ачана та сиктерсе хăвармасăр вулаттаратчĕ, хăв вуланине каласа пама хушатчĕ. Паллах, çак меслетпе вăл пире тĕрĕс калаçма вĕрентес, вĕренÿре начартарах ĕлкĕрсе пыракан ачасене ĕçлеттерес, пирĕн пултарулăха аталантарас тесе усă курнă. Вăл вăхăтра ашшĕ-амăшĕн ачисемпе урок вĕренсе ларма вăхăт та, репетиторсем тытса вĕрентес йăла та пулман. Ачасене пĕлÿ çеç мар, воспитани парас ĕçе те вĕрентекенсем пурнăçланă. Вĕренекенсен пултарулăхĕсене тупса палăртса вĕсене аталантарма, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнă.
Пирĕн вĕрентекенĕмĕр тăван халăха, чăваш чĕлхипе культурине, хăй çуралса ÿснĕ Хушăлка ялне, ун çыннисене чунтан юрататчĕ, хисеплетчĕ, ял историйĕпе интересленетчĕ. Ачасенче те çак енсене аталантарма тăрăшатчĕ. В.В.Максимов нумай чăваш çыравçине, ăсчахĕсене, художникĕсене пĕлетчĕ, паллатчĕ, вĕсемпе çыхăну тытатчĕ. Уроксенче вĕсем пирки тата Чăваш Ен, Шупашкар хули çинчен каласа панисем пире тăван чĕлхене вĕренме тата та ытларах хавхалантаратчĕç.
Владимир Васильевич сĕннипе эпĕ те вăтам шкултан вĕренсе тухсассăн И.Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кĕтĕм», – аса илет унăн вĕренекенĕсенчен пĕри Надежда Алексеева.
Çавăн пекех Владимир Васильевич наукăпа тĕпчев ĕçĕсем илсе пынă. Унăн статйисем Шупашкар хулинче кун çути курнă «Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентес ыйтусем», «Ученые записки» сборниксенче, «Урал сасси» тата «Çутă çул» хаçатсенче те пичетленсе тухнă. Унăн ĕç опычĕпе 2000 çулта Хушăлка шкулĕ никĕсĕ çинче республика шайĕнче ирттернĕ чăваш чĕлхипе литература учителĕсен наукăпа практика конференцинче паллаштарнă. Тăван ялпа шкул историне тĕпченĕ май 2 монографи кăларнă. Вĕсенчен пĕринче ял çыннисем Хушăлка ялĕ, шкулĕ çинчен çырнă асаилĕвĕсем пичетленнĕ.
Пултаруллă ачасене тупса палăртма тата вĕсене аталантарма предмет енĕпе йĕркеленĕ класс тулашĕнчи ĕçсем те пулăшнă. Пуçаруллă педагог ирттернĕ мероприятисем ачасенче тăван чĕлхене тĕпчес туртăма вăратнă. Паллă чăваш çыравçисен юбилейĕсем, йăлана кĕнĕ халăх уявĕсем, Чăваш çырулăхĕн кунĕ пĕрре те тимлĕхсĕр юлман. В.В. Максимов ачасен пултарулăх ĕçĕсене ялан пухса пынă. Чи лайăххисем «Урал сасси», «Çутă çул», «Тантăш» хаçатсенче кун çути курнă. Чылай выпускник ятарлă вĕрентÿ учрежденинчен вĕренсе тухсан нумай нациллĕ çĕршыва аталантарас ĕçре тÿпе хывнă. Çапла хăй вăхăтĕнче пушкăрт радиовĕнче тата телевиденинче Татьяна Никитина чăваш чĕлхипе тухакан кăларăмсене илсе пынă. Татьяна Никитина Чăваш патшалăх университетĕнче журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Вăл та республика шайĕнчи пĕрремĕш олимпиадăн призерĕ пулнă.
Çапла Владимир Васильевич хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, тăрăшулăхĕпе вĕрентекенсен коллективĕ тата ял çыннисем хушшинче пысăк чыса, хисепе тивĕçнĕ. Шел пулин те, 2021 çулхи кĕркунне вăл пиртен уйрăлса кайрĕ.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.