Урал сасси
-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Астăвăм
11 Июнӗн , 10:50

Пурнăçĕ кĕске пулчĕ пулсан та унăн çутă сăнĕпе ĕçĕсем ĕмĕрех асра

Май уйăхĕн 31-мĕшĕнче Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялĕнче Татьяна Николаевна Ванюшинана халалласа тăваттăмĕш хут йăлана кĕнĕ «Тивлет» фестиваль иртрĕ.

Пурнăçĕ кĕске пулчĕ пулсан та  унăн çутă сăнĕпе ĕçĕсем ĕмĕрех асра
Пурнăçĕ кĕске пулчĕ пулсан та унăн çутă сăнĕпе ĕçĕсем ĕмĕрех асра

Татьяна çак ялта çуралса ÿснĕ. Ялти шкула «пиллĕк» паллăсемпе, Ермеккейри вăтам шкула кĕмĕл медальпе вĕренсе пĕтернĕ. Малалла Пушкăрт патшалăх ял хуçалăх институтĕнче пĕлÿ пухнă. Тăрăшуллă хĕр ăна та хĕрлĕ дипломпа вĕçленĕ, агроном профессине алла илнĕ. Германире стажировка иртнĕ. Пултаруллă специалиста çак вĕренÿ учрежденинчех ĕçлеме хăварнă. Унăн çĕре яхăн наука ĕçĕ пичетленсе тухнă, çав шутра нимĕç чĕлхипе те. Вăл ял хуçалăх наукисен кандидатне çитнĕ. Чăваш хĕрĕ Раççейри «Чăваш пики-2002» конкурса хутшăнса иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Унсăр пуçне Татьяна хăй вăхăтĕнче сенкер экран çине тухнă «Тивлет» чăвашла кăларăма та ертсе пынă, «Нарспи» чăваш халăх ансамбльне те çÿренĕ.
Анчах талантлă та пултаруллă ентешĕмĕрĕн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. Вăтăр виççĕпе пыракан Татьяна 2009 çулхи апрель уйăхĕн вĕçĕнче пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Май праçникĕсене тăван ялне килме тухнăскер çăмăл машинăпа аварие лекнĕ. Паянхи пекех ас тăватăп, Ярмулайĕнчи тăвансем шăнкăравларĕç çак хурлăхлă хыпара пĕлтерсе. Лидия Николаевна пĕлет-ши çак хăрушă хыпара теççĕ. Тÿрех ун патне шăнкăравларăм.
– Пурте йĕркеллех. Ак, ачасене кĕтетĕп. Таньăпа Витали килмелле, – терĕ вăл.
Хăрушă хыпара калама хăяймарăм…
Чылай вăхăт иртсен Лидия Николаевна çапла каларĕ: «Ярмулайсем те, таврарисем те пĕлнĕ Таня вилнине, мана каламан».
Тĕнче йăтайми йывăр хыпара аннесене пĕлтерме питĕ йывăр çав. Вун пилĕк çул иртрĕ унтанпа. Кăçалхи май уйăхĕн 31-мĕшĕнче Татьяна 49 çул тултарнă пулĕччĕ. Шел… питĕ те шел…
Яланхиллех фестивале чылай çын пуçтарăнчĕ. Палăртнă вăхăта ял-йышсем, тăван-пĕлĕшсем, тус-тантăшĕсем, пултарулăх ушкăнĕсем Пелепей районĕнчи Ярмулайĕнчен (Татьянăн амăшĕ çак ялта çуралса çитĕннĕ), Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлкапа Пăслăк ялĕсенчен, Ермеккей районĕнчи чăваш ялĕсенчен килсе çитрĕç.
Эрехĕррисем хăнасене питĕ тарават, ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Мероприятие Марина Ильина ертсе пычĕ, музыкăна тата видеосене йĕркелекенĕ – Ирина Корнилова. Пуçараканĕсем çак ялти шкулта пĕлÿ пухакан, чăваш чĕлхине шутсăр юратакан ачасем, Полина Макеева тата Константин Леонтьев, пулчĕç.
Малалла мероприятие ертсе пыракан Т.Ванюшинан кун-çулне аса илтерчĕ. Сăмахĕсене видеосемпе тата сăн ÿкерчĕксемпе çирĕплетрĕç. Татьянăна видеопа кăтартнă чухне куçсем шывланчĕç. Татьяна «Чăваш пики» конкурсра (22 çул каялла) шăрантарнă «Шыв-шыв урлă кăвакалĕсем… Уй-уй урлă, ай, тăвансем...» юрра Эрехĕрринчи «Илем» ушкăнпа пĕрле юрланине итлеме ытларах та пăлхануллă пулчĕ. Таньăн амăшĕ те çак ушкăнра хĕрĕпе пĕрле юрларĕ…
Малалла пĕрин хыççăн тепри хăй пултарулăх ушкăнĕсем юрларĕç, ташларĕç. Енкрелĕнчи «Тантăшсем» ушкăн хĕрĕсем эстрада юррисене шăрантарчĕç. Суккулти «Пилеш» ансамбль ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксене халалласа юрă тăсса ячĕ. Куракансем вĕсен юррине пурте ура çине тăрса итлерĕç. Çак ялти Валентина Спиридонова хăна юррине шăрантарчĕ. Ярмулайĕнчен килнĕ «Рябинушка» тата «Подружки» ушкăн артисчĕсем вара фольклорпа эстрада юррисене юрласа, чăваш ташши ташласа савăнтарчĕç.
Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка ялĕнчен килсе çитнĕ Светлана Иванова «Вĕç-вĕç куккук», Ольга Федорова «Эх, тăван» юрăсене шăпчăк сассисемпе шăрантарчĕç. Хушăлка артисчĕсем дуэтпа «Алла купăс парăр-ха» эстрада тата квартетпа фольклор юррисене юрларĕç. Пăслăкран килсе çитнĕ «Тăван кĕвĕсем» ушкăн хĕрĕсем эстрада юррисемпе тата çак ялти Ирина Игнатьева чăваш ташшипе хавхалантарчĕç. Ташлакансен хушшинче вара Ирина Васильевнăна çитекенни пулмарĕ. Кăратмасри «Шевле» ушкăн хĕрĕсемпе каччисем те илемлĕ чăваш ташшипе, фольклор юррисемпе тата Ольга Павлова «Кĕтмен тĕлпулу» эстрада юррипе куракансене тыткăна илчĕç. Кăратмассен аккомпаниаторĕ Полина Михайлова пулчĕ. Фольклор юррисене баянпа юрларĕç. Уйăлкари «Çăлкуç» халăх ансамблĕн артисчĕсем те фольклор тата эстрада юррисене шăрантарчĕç. Çак ялти Николай Трофимов тата Борис Егоров «Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра?» юрра чĕрене витмелле юрласа пачĕç. Хуçасем, «Илем» халăх ансамблĕ, асăну каçне пуçлаканĕсем тата вĕçлекенĕсем пулчĕç.
Паллах, кун пек мероприятисем конкурс евĕр иртеççĕ. Пултарулăх номерĕсене Ермеккей районĕнчи чăвашсен Канашĕн председателĕ Александр Никифоров, Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Абузар Мухамедзянов, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Зоя Колесникова жюри членĕсем кашни ушкăна, кашни артиста хак пачĕç. Пур ушкăна, уйрăм артистсене пĕрремĕш тата иккĕмĕш степень лауреачĕсен ячĕсене çирĕплетекен дипломсемпе парнесем парса чысларĕç. Парнисене туянаканĕ тата çак мероприятин спонсорĕ Татьянăн амăшĕ Лидия Николаевна, Петр пиччĕшĕпе Витали шăллĕ пулчĕç. Килнĕ хăнасем дипломсемпе парнесем илнĕ май, Эрехĕрринчи культура ĕçченĕсене, ял Канаш администрацине, шкул коллективне, Татьянăн амăшне (ăçтан вăй-хăват çитерет вăл тульккăш. Турă малалла та пулăшса пытăрччĕ ăна) тав сăмахĕсем каларĕç. Пурте пĕрле туслăх карти йĕркелерĕç. Асăнмалăх сăн ÿкерчĕк турĕç.
– Савăнатăп, мухтанатăп тăван чăваш çыннисемпе. Пурте пултаруллă, талантлă, маттуртан маттур. Ункай пулсан кашнинех çăмăл машина парса чысланă пулăттăм», – тесе вĕçлерĕ хăй сăмахне шÿтлесе Александр Никифоров.
Кашни килнĕ хăнана техĕмлĕ апат-çимĕçпе сăйларĕç. Çак асăну фестивальне пĕрремĕш хут хутшăннисем те, кашни çулах килекенсем те кăмăллă пулчĕç. Чăвашсем вĕсем яланах ĕçчен те пултаруллă, тарават та кăмăллă, хавхалануллă та тăрăшуллă халăх пулнă. Хăнасемпе хуçасем тепĕр икĕ çултан татах çак асăну фестивальне пуçтарăнма калаçса татăлса тулли кăмăлпа, тăванла сывпуллашрĕç.
Фестивале хутшăннисенчен чи асли 83-пе пыракан Михаил Петрович Сидоров шур сухал (сăн ÿкерчĕкре вăл Ирина Игнатьевапа) пулчĕ.
Зоя КОЛЕСНИКОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Ермеккей районĕ, Эрехĕрри ялĕ.

Пурнăçĕ кĕске пулчĕ пулсан та  унăн çутă сăнĕпе ĕçĕсем ĕмĕрех асра
Пурнăçĕ кĕске пулчĕ пулсан та  унăн çутă сăнĕпе ĕçĕсем ĕмĕрех асра
Пурнăçĕ кĕске пулчĕ пулсан та  унăн çутă сăнĕпе ĕçĕсем ĕмĕрех асра
Пурнăçĕ кĕске пулчĕ пулсан та  унăн çутă сăнĕпе ĕçĕсем ĕмĕрех асра
Пурнăçĕ кĕске пулчĕ пулсан та  унăн çутă сăнĕпе ĕçĕсем ĕмĕрех асра
Пурнăçĕ кĕске пулчĕ пулсан та  унăн çутă сăнĕпе ĕçĕсем ĕмĕрех асра
Пурнăçĕ кĕске пулчĕ пулсан та унăн çутă сăнĕпе ĕçĕсем ĕмĕрех асра
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: