Хурлăхлă церемони Слакпуç ял хутлăх администраци, клуб, музей ĕçченĕсене, вĕрентекенсемпе вĕренекенсене, Владимира мĕн ачаранах пĕлнĕ çынсене, Надежда Владимировна амăшне, Татьяна аппăшне, Дмитрий шăллĕне, Владимирпа Андрей пĕртăванĕн ачисене, Людмила мăшăрĕпе икĕ çулхи Амелия хĕрне, пуçтарчĕ. Вĕсен сăн-пичĕсем çинче хурлăх тулли пулин те паттăр тăванĕшĕн, ентешĕшĕн мăнаçланни палăрать.
– Эпĕ хамăн ывăлпа мăнаçланатăп. Эсир те мăнаçланăр. Ан манăр ăна, – терĕ паттăрăн амăшĕ куççулĕсене пытараймасăр.
Надежда Владимировна шкула, вырăнти музее, вулавăша СВО паттăрĕсем, çав шутра Владимир Ермолаев çинчен те, калакан «Встанем на защиту Отечества» кĕнекесем парнелерĕ. Çак кĕнекесем çамрăк ăрăва ентешĕн паттăрлăхĕпе хастарлăхĕ, Тăван çĕршыва юратни çинчен аса илтерĕç, ырă тĕслĕх вырăнне пулĕç.
Шăпах Надежда Владимировна сăмах каланă вăхăтра асăну хăмине витнĕ пустав шуса анчĕ те тĕксĕм пĕлĕтсем хушшинчен хĕвел пăхса таврана çутатса ячĕ, тепĕр пайăрки асăну хăми çине ÿкрĕ. Асăну хăми çинчен пуçтарăннисем çине çамрăк арçын портречĕ уççăн пăхать. Сăн ÿкерчĕк айĕнче – вăл çак шкулта вĕренни, паттăрла ĕçĕ çинчен çырнă йĕркесем.
«Владимир Ермолаев ырă та уçă кăмăллă ачаччĕ, класс чунĕччĕ, кирек хăш вăхăтра та, такама та пулăшма хатĕрччĕ. Пур ача та ун патне туртăнатчĕ», – аса илчĕ хăй вĕрентнĕ ачана Ольга Маркелова истори вĕрентекенĕ.
Слакпуç ял шкулĕн историйĕнче Владимир ырă кăмăллă, çынна хисеплекен, нихăçан та пулăшмасăр иртмен çын пек упранĕ. Ял-йыш асĕнче вара шанчăклă ывăл, юлташ, мăшăр, атте пек юлĕ.
Владимир Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тăрас йышăнăва пĕр иккĕленмесĕр тунă. Повестка илнĕ хыççăн пăрăнса юлмалли сăлтавсем шыраман. «Манăн тивĕç – Тăван çĕршыва хÿтĕлесси» – тенĕ. Хăй тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Чăваш каччи икĕ çул хушши малти ретре пулса тăшмана хирĕç кĕрешнĕ. Çапăçура хăюлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн ăнă вилнĕ хыççăн Паттăрлăхшăн орденпа наградăланă.
Хурлăхлă церемони сĕмне клуб ĕçченĕ Алена Андреева чуна пырса тивмелле шăрантарнă «Манăçми салтак» юрă та, шкул ачисен сăввисем те, асăну хăми патне чечексем хуни те, шăплăх минучĕ те вăйлатрĕç.
Асăну хăми – салтак умĕнче пуç тайни çеç мар, мир хакне тата ăна хÿтĕлекенсен паттăрлăхне аса илтерни те, çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршыва юратма, хисеплеме вĕрентни те. Сăваплă ĕçе паттăрăн амăшĕ Надежда Владимировна Юлия Геннадьевна волонтер пулăшнипе пуçарнă. Ун валли укçа-тенкĕ пухас ĕçе ял администрацийĕн, шкулпа ача сачĕн, вырăнти клуб ĕçченĕсем, тус-юлташĕсемпе çывăх çыннисем хутшăннă.
Владимир Ермолаев Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче 1994 çулхи апрель уйăхĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. 2001 çулта вырăнти шкула пĕрремĕш класа кайнă. 9 класс пĕтернĕ хыççăн Пелепей хулинчи 40№ ятарлă професси пĕлĕвĕ паракан училищĕне вĕренме кĕнĕ. Каменщик, монтажник, сварщик специальноçĕсене алла илнĕ хыççăн Мускав хулинчи строительство организацине ĕçе вырнаçнă.
2013 çулхи декабрь уйăхĕнче çар ретне тăнă. Салтак çулĕсем Свердловск облаçĕнчи радиаци, хими тата биологи хÿтĕлевĕн çарĕнче иртнĕ. Ятарлă курс иртнĕ хыççăн Курск хулине çар подразделенийĕн аслă химикĕн тивĕçĕсене пурнăçлама куçарнă. Демобилизаци хыççăн тăван ялне таврăнса К.В. Иванов ячĕллĕ хуçалăхра ĕçленĕ.
2022 çулта вăл мобилизаципе Украинăри ятарлă çар операцине кайнă. Икĕ çул хушши малти ретре пулнă, нумай хутчен тĕрлĕ çапăçусене хутшăннă. 2024 çулхи август уйăхĕн 30-мĕшĕнче Запороржье облаçĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Ун умĕн кăшт маларах тăван ялне отпуска килсе кайнă. Çамрăк арçыннăн ĕмĕчĕсем тулли пулнă.
РФ Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн Владимир Сергеевич Ермолаева вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.
Владимир Сергеевич Ермолаев ячĕ ял çыннисен чĕрисенче ĕмĕрех упранĕ, унăн паттăрла ĕçне нихăçан та манмăпăр.
«Çак хăрушă çухату ниепле те пуçа шанăçмасть. Хурлăх пĕтĕм тĕнчене хупласа хучĕ, хĕвел çути сÿнчĕ. Шăллăм, эсĕ пире пăрахса кайнине ĕненес килмест. Пирĕн ыратăва ниепле виçепе те виçме май çук. Ĕмĕрех пирĕн асра пулăн», – теççĕ тăванĕсем çывăх çыннишĕн хурланса.
Надежда РОДИОНОВА.
Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.