Урал сасси
-4 °С
Ясно
Астăвăм
25 Сентября , 07:00

Кирилл Ильина асра тытса...

Сентябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче ятарлă çар операцине хутшăннă Кирилл Ильин лейтенант пуçне хунăранпа çур çул çитет.

Добавить в предпочтительные источники Google
Кирилл Ильина асра тытса...Кирилл Ильина асра тытса...
Кирилл Ильина асра тытса...

Кирилл Александрович 1998 çулхи апрель уйăхĕн 3-мĕшĕнче Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялĕнче çуралнă. 2015 çулта тăван ялĕнчи шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалне вĕренме кĕнĕ. Виççĕмĕш курсра академи отпускĕ илсе Раççей çарĕн ретне тăнă. Службӑна 84881№ чаҫӗн вӑрттӑн ҫыхӑну взводӗнче механик-радиотелефонист пулса ирттернӗ. Демобилизаци хыççăн университетри вĕренĕве малалла тăснă, историк тата филолог дипломĕсене алла илнĕ. Информаци технологийĕсен специалисчĕ пулса ĕçленĕ.

2022 çулхи сентябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче мобилизаци мелĕпе Раççей çарĕн ретне тăнă. Икĕ çултан Кирилл Александрович çар специальноçне алла илнĕ. 2025 çулта ăна лейтенант звани панă. Вăл ятарлă çар операцинче пысăк çар ăсталăхĕпе, харсăрлăхĕпе, хастарлăхĕпе уйрăлса тăнă. 2025 çулта Раççей Федерацийĕн Хÿтĕлев министерствипе контракт алă пуснă. Çарти паттăрлăхшăн ăна М.Шаймуратов генералăн тата Г.Жуков медалĕсемпе наградăланă.

Тăван çĕршыв ячĕпе тунă паттăрлăх вилĕмсĕр. Кирилл Александрович паттăрлăхĕпе харсăрлăхĕ, Тăван çĕршыва, халăха, унăн интересĕсене парăнни пуриншĕн те чăн-чăн партиотизм тĕслĕхĕ вырăнне пулĕ, ĕмĕрлĕхе асра сыхланса юлĕ.

ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕн тутар-чăваш уйрăмĕ.

Автор:Инга Алексеева