Пур хыпар та
Аталану çулĕпе
8 Октябрӗн 2018, 13:48

Мал ĕмĕтлĕ хуçалăх

Авăркас районне кĕрекен Мичурин ячĕллĕ колхоз иртнĕ ĕмĕрхи 50-90 çулсенче республикăри малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри шутланнă.

Уйрăмах 1958-1991 çулсенче, Виталий Арсентьевич Алексеев председательте ĕçленĕ вăхăтра, колхоз миллионер ята тивĕçнĕ те. Тыр-пул пухса илессипе, хыснана аш-какай, сĕт, сухан, ыхра тата ытти ял хуçалăх продукцине сутассипе хуçалăх районта кăна мар, республикăра та малтисен ретĕнче пулнă. Меселпуçĕнче колхозăн хăйĕн пилорамипе арманĕ ĕçленĕ. Колхозри 8 чăваш тата 1 мăкшă ялĕ 4 комплекслă бригада тытăмĕнче тăнă. Колхозниксенчен чылайăшĕ вăл вăхăтра кирпĕч çуртсем лартма мехел çитерни те кунти çĕр ĕçченĕсем ытлăн-çитлĕн пурăннине пĕлтернĕ. Совет Союзĕ саланса кайсан колхоз та йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. В.А.Алексеев хыççăн темиçе председатель улшăнсан та хуçалăх ура çине çĕкленеймен. Тен, 90-мĕш пăтрануллă çулсенче ертÿçисем куншăн тăрăшман та пуль. Çĕр ĕçченĕсем вуншар çулсем хушши пухнă тупра та кивелсе юрăхсăра тухма тытăннă. Чи пăшăрхантараканни - ялсенче выльăх фермисем тĕпленнĕрен вăйпитти çынсем ĕçсĕр юлни. Çавах та путлансах ларайман хуçалăх. 2008 çулхи март уйăхĕнче “Мичуринский” СПК пухăвĕнче Александр Анатольевич Александрова председателе суйланă.
Хуçалăхăн çĕнĕ ертÿçи Меселпуçĕнчех çуралса ÿснĕ. Унтах вăтам пĕлÿ илсе çар хĕсметĕнче тăнă хыççăн 1984 çулта Пушкăрт патшалăх ял хуçалăх институтĕнчи зооинженери факультетне вĕренме кĕнĕ. 1989 çул диплом илсе тăван колхозне таврăннă та, зоотехник-селекционер ĕçне кÿлĕннĕ. 1991 çулта пултаруллă специалиста вырăнти сĕт-тавар ферма заведующин ĕçне шанса панă. Çав çулхинех Александр Анатольевич Çтерлĕ тăрăхĕнчи Усăллă хĕрĕпе - Людмила Афанасьевăпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Вăл вăхăтранпа Людмила хуçалăхра бухгалтерипе кадрсен пайне илсе пырать. Хальхи вăхăтра “Мичуринский” ООО тыр-пул акса ÿстерет, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет. Хуçалăхра тĕрлĕ маркăллă 16 трактор, 3 тыр-пул пуçтаракан комбайн, çăк турттармалли 4 машина тата ытти агрегатсем пур. Акмалли çĕр лаптăкĕ 2100 гектарпа танлашать, шултра мăйракаллă выльăх 74 пуç, 30 лаша, сыснасен шучĕ 654 пуçа çитнĕ. Хуçалăхра 42 çын ĕçлет. Кăçалхи вырмара 16 пин центнер тырă çапса илнĕ. Тырă тухăçĕ гектартан 15 центнерпа танлашать. Тĕл пулнă вăхăтра Александр Анатольевичпа калаçса илме май килчĕ:
- Тырă тухăçĕ гектартан 15 центнер кăна тухни мĕнрен килет? Хальхи вăхăтра хуçалăх епле аталанать?
- Паллах, кăна пысăк тухăç тесе пулмасть. Ĕмĕтленнĕ пек тухăç илейменнин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри - техника паркĕ кивелсе пынинче. Совет саманинче кăларнă техника çирĕп те шанчăклă пулнă. Тĕплĕн юсасан тата пĕр вăхăт йĕркеллĕн ĕçлемелле, анчах çĕнĕ комбайнсем вырмара ăнăçлăрах пулнине те манмастпăр. Çавăнпа малашне техника паркне çĕнетме палăртрăмăр, анчах халь ял хуçалăх техникине туянасси пит хакла ларать. Вĕсене туянас тесен, пысăк тухăçлă тыр-пул ÿстерсе сутмалла. Çĕр ĕçĕнче пĕчĕкрех тăкак кÿрекен технологипе усă курса пăхрăмăр, анчах удобренипе çум курăкпа кĕрешмелли тĕрлĕ препаратсем хаклăланса пынине пула каллех классикăлла çĕр ĕçĕн мелĕ патне таврăнма шутларăмăр. Кунта каллех бензинпа дизтопливо хакĕ пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕпе танлаштарсан 10 тенкĕ ытла хакланни чăрмав кÿрет. Кунсăр пуçне налук, электричествăпа ĕç укçине тÿлемелле... Ял хуçалăх продукцийĕ йÿн хакпа сутăннăран час-часах тăкак тупăшран ытларах тухать. Çавах пуçа усмастпăр-ха. Кăçал техника культурисенчен хĕвелçаврăнăшпа сахăр кăшманĕ тухăçлă пуласса шанатпăр.
- Кăçалхи июнь уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче Пушкăрт Республики 100 çул тултарнине, “Шуратăл” литпĕрлешÿн 30 çулхи юбилейне халалласа “Тăван Атăл” журналăн Пушкăртстанри кунĕсене ирттерес ĕçсене хастар хутшăнтăр. Çав мероприятисене ирттерме “çÿлтен” хушу пулчĕ-и е хăвăрăн пуçарăвăр ку?
- Чăваш Енрен килсе çитнĕ çыравçăсемпе эстрада артисчĕсен ушкăнне йышăнма пире никам та хушу паман. Ĕлĕкрех, çураки ĕçĕсене вĕçлесен, çулсерен сабантуй (акатуй) ирттерекенччĕ. Кашни хуçалăхрах йăлана кĕнĕччĕ ку. Халь ун пек уяв район шайĕнче пĕрре кăна иртет. Пирĕн пата Шупашкар артисчĕсем хăçан килнине те маннă ĕнтĕ халăх. Çыравçăсенчен те республикăри “Шуратăл” литпĕрлешÿ хастарĕсем кăна пулнă. Хамăрăн çĕр ĕçченĕсене савнăç кÿрес тесе чĕнтĕмĕр те Чăваш Ен хăнисене. Тепĕр енчен, пирĕн патра ĕçчен, сăпайлă та хастар чăвашсем пурăннине кăтартас килчĕ вĕсене. Çав мероприятисене Меселпуçĕнче ирттерме пирĕн хуçалăх кăна мар, вырăнти уйрăм предпринимательсем те апат-çимĕçпе пулăшрĕç.Ку ĕçрен ял хутлăхĕн Канашĕн председателĕ А.Ю.Иванов та айккинче юлмарĕ. Вĕсем пурте тав сăмахне тивĕç.
Малалли хаçатăн 41№.
Микул ИШИМБАЙ,
Пушкăртстанри “Шуратăл” литпĕрлешÿн председателĕ.