Савăнăçа пайлама тата ял çыннисене çак паллă пулăмпа саламлама район тата Треппел ял хутлăх администрацийĕсен пуçлăхĕсем Зуфар Идрисовпа Ирина Захарова, «Газпром газораспределения Уфа» предприятийĕн Çтерлĕри филиалĕн директорĕ Олег Бойцов, «Салават» КФХ ертÿçи Василий Федоров килнĕ.
Зуфар Явдатович пухăннă халăха саламларĕ çеç мар, çак проекта пурнăçа кĕртес тесе тăрăшнă вырăнти хăйтытăмлăх ĕçченĕсене, подряд организацийĕсене, районти газовиксене, ял çыннисене тав турĕ.
Çак кун кăтаймассемшĕн чăн-чăн уяв пекех пулчĕ. Вĕсем çак саманта çичĕ çул ытла кĕтнĕ. Газ пăрăхĕсене ирттерме ял Канашĕ техника условийĕсене 2011 çулхи ноябрь уйăхĕнчех илнĕ пулнă. Виçĕ çултан проектпа смета докуменчĕсене çĕнетсе хатĕрленĕ. Проекта хатĕрлесе патшалăх экспертизине ирттересси 1 млн та 800 пин тенке ларнă. Малалла вара укçа-тенкĕ çуккипе ĕç чарăннă. ПР Премьер-министрĕ пулнă Рустэм Марданов тăрăшнипе çеç (çулталăк пуçламăшĕнче вăл Кăтаймасри шултра мăйракаллă выльăхсене самăртакан фермăра пулса кайнăччĕ) ĕç вырăнтан хускалнă. Ун чухне ял хутлăх администрацин пуçлăхĕ Ирина Захарова газ ирттересси ял халăхĕн тĕп проблеми пулни çинчен пĕлтернĕ. Премьер пулăшма шантарнă, хăй сăмахне тытнă. Часах «Кăтаймас ялне кăвак çулăмпа тивĕçтересси» объекта строительствăпа монтаж ĕçĕсен шутне кĕртнӗ, çак ĕç валли 14 млн укçа-тенкĕ уйăрнă. Электронлă аукцион ирттернĕ хыççăн ĕçсене пурнăçлакан подрядчикпа килĕшÿ тунă. Благовещенск хулинчи «Благгазстрой» ООО рабочийĕсем кĕске вăхăт хушшинчех 3561 метр пысăк, 4701 метр пĕчĕк пусăмлă газ пăрăхĕсем хывнă.
Чи телейлисем тивĕçлĕ канури Кузьминсем пулчĕç. Вĕсен çуртӗнче чи малтан кăвак çулăм çуна пуçларӗ. Геннадий Петрович хĕрĕх çул ытла механизатор пулса ĕçленĕ. Елена Петровна та вăрах вăхăт хушши доярка, колхоз столовăйĕнче повар пулса тăрăшнă.
- Халĕ пирĕн газ та, çĕнĕ газ плити те пур. Çĕнĕ пулăм савăнтарать, - теççĕ хуçасем. - Çултан çул вутă хатĕрлеме йывăрланса пырать. Çулсем тата чир-чĕр те хăйĕнне систереççĕ. Кунта вара çакăн пек парне!
Черетре тата 5-6 çурт. Вĕсен те докуменчĕсем хатĕр. Çывăх вăхăтра кăвак çулăм ытти хуçалăхсенче те çунма пуçлĕ. Малашне ял çыннисен пурнăçĕ тата та хăтлăрах пулĕ. Унсăр пуçне ялăн малашлăхĕ те шанчăклă. Газ тата лайăх çулсем пулсан кирек мĕнле ял-хула та çĕр çинчен çухалмасть. Малалла ÿссе, аталанса пырать.