-5 °С
Пӗлӗтлӗ
2 стакан кукурус крахмалĕ, 1 стакан сивĕ шыв, 4,5 стакан вĕри шыв, тĕрлĕ тĕслĕ пĕветмелли сăрă кирлĕ.
1. Куккурус крахмалне сивĕ шывпа хутăштармалла.
2. Майĕпен вĕри шыв ямалла та лайăх пăтратмалла.
3. Шĕвек майĕпен çăралĕ, крем евĕр пулĕ.
4. Тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа тĕс кĕртмелле.
5. Сăрă шĕвĕрех пулсан куккурус крахмалĕ хушмалла.
6. Ку сăрăпа урайне сарнă хут татăкĕ çинче пÿрнесемпе ÿкерме юрать. Крем евĕрлĕскере тытма кăмăллă.
Ÿкерчĕк вăрах типĕ. Анчах типсен питĕ кăсăклă курăнĕ: хăш-пĕр пайĕ мăкăрăлса тăрĕ. Холодильникра упраннă сăрăпа иккĕмĕш хут усă курма юрать. Ăна шĕветмешкĕн кăшт ăшăтмалла çеç.
Татьяна ИВАНОВА хатĕрленĕ.