Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Аталану
7 Нарӑсӑн 2023, 13:30

Тинĕскÿл шкулне тĕпрен çĕнетĕç

Январь уйăхĕн юлашки кунĕсенче Кармаскалă район администрацийĕн пуçлăхĕ Альфир Сабиров Тинĕскÿл ялĕнчи шкулта ăс пухакан ачасен ашшĕ-амашĕсемпе тĕл пулса пуху ирттернĕ.

Тинĕскÿл шкулне тĕпрен çĕнетĕç
Тинĕскÿл шкулне тĕпрен çĕнетĕç

Унта район ертÿçи асăннă пĕлÿ çурчĕ 2023 çулта «Шкулсене тĕпрен юсасси» федераллă программăна кĕни пирки пĕлтернĕ. Программа иртнĕ çултан ҫĕршыв президенчĕн Владимир Путинăн пуҫарăвĕпе килĕшÿллĕн мĕнпур субъектсенче анлăн пурнăҫа кĕме тытăннă. Сăмах май, 2022 çулта Константиновка тата Улукулево ялĕсенчи пĕлÿ çурчĕсене тĕпрен юсанă.
Тинĕскÿл шкулĕнчи строительство ĕçĕсем март уйăхĕнче пуçланĕç. Юсанă хыççăн çĕнелсе улшăннă шкул хăйĕн алăкĕсене сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçĕ, вĕренекенсемпе ĕçлекенсене хăйĕн ытамне тепĕр хут хаваспах йышăнĕ.
– Юсав ĕçĕсем вăхăтĕнче кĕçĕн класс ачисем ача садĕнче вĕренĕç, 5-7 классем – ялти культура çуртĕнче, 8-9 классем – ял Канаш çуртĕнче, 10-11 классем – ФАПра. Социаллă учрежденисенче ачасем валли хăтлă условисем йĕркелĕç, – тенĕ Альфир Фархатович.
«Шкулсене тĕпрен юсасси» федераллă программăпа килĕшÿллĕн Тинĕскÿл шкулĕнче çĕнĕ чÿрече блокĕсем лартĕç, шывпа ăшă тата канализаци системисене, урайĕпе маччине пĕтĕмпе улăштарĕç, алăкĕсемпе тăррине, çурт умне çĕнетĕç, шалта вара якату-илемлетÿ ĕçĕсене пурнăçлĕç, шкул территорине тирпей-илем кĕртĕç. Çавăн пекех вĕрентÿ учрежденине çĕнĕ сĕтел-пуканпа тата паянхи оборудованипе тивĕçтерĕç.
Ирида НОВИКОВА.Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: