Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Аталану
13 Нарӑсӑн , 10:45

Пирĕн поэтессăна союза йышăннă

2024 çул пуçламăшĕнче Авăркас районĕнчи литература пурнăçĕнче хаваслă пулăм пулса иртрĕ. Пирĕн ентешĕмĕре, чăваш поэтессине Нина Алексеевна Федорова-Максимована Чăваш Республикинчи Писательсен союзне йышăнчĕç.

Пирĕн поэтессăна союза йышăннă
Пирĕн поэтессăна союза йышăннă

Нина Алексеевна Юламан ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Вĕсем тăхăр пĕр тăван пулнă. Ашшĕпе амăшĕ хăйсен ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Нина ялти сакăр класлă шкултан вĕренсе тухсан Степановкăри пĕлÿ çуртĕнче икĕ çул ăс пухнă. Унтан Çтерлĕ хулинчи 2№ ГПТУра токарь профессине алла илнĕ. Хăйĕн ĕçлĕ пурнăçне Пелепей хулинчи йывăçран тĕрлĕ япаласем туса кăларакан заводра пуçланă. Икĕ çултан çамрăк хĕр тăван района таврăннă. Толбазă салинчи «Сельхозтехника» организацинче детальсем туса хатĕрленĕ. Анчах чунĕ урăххи патне туртăннипе Нина Алексеевна Ĕпхÿ хулинчи педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен хулари 1№ ача садне воспитатель пулса вырнаçнă. 1983 çулта ентешĕмĕре Авăркасри ача çуртне воспитатель должноçĕпе ĕçе илнĕ. Унта вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен вăй хунă.
Нина шкул çулĕсенчех сăвăсем çырма пуçланă. Унăн произведенийĕсем пĕлÿ çуртĕнчи хаçата илем кÿнĕ. Çамрăк поэтессăна асламăшĕ хавхалантарнă, вăл мăнукне çĕнĕ сăвăшăн кашнинчех канхфетпе хăналанă. Пĕр-пĕр произведени хайлама пĕлни ачасемпе ĕçлес ĕçре те кирлĕ пулнă. Ача-пăчасем хаваспах унăн сăввисене вĕреннĕ, тупмалли юмахĕсен тупсăмĕсене шыранă. Сăмах май, çакна та палăртса хăвармалла – поэтессăн аслашшĕ ялти чи паллă юмах ăсти пулнă.
Тивĕçлĕ канăва тухсан Нина Алексеевна пултарулăх ĕçне чунтан парăннă. Мĕншĕн тесен çакăн валли пушă вăхăчĕ çителĕклĕ тупăннă. Çак тапхăрта унăн наставникĕ пĕр ял çынни, чăваш писателĕ тата поэчĕ А.С. Савельев-САС шутланнă. Хăçан-тăр вăл Нина Федорована шкулта та пĕлÿ панă. Тĕлĕнмелле пултаруллă сăмах ăсти текстсене редакциленĕ, хăйĕн пултарулăхне типтерлĕ упрама вĕрентнĕ, ăслă та усăллă канашсем панă, кĕнекесем кăларма пулăшнă. «Нинук, кĕнекесем пичетлеме тытăнатпăр. Санăн пĕтĕмпех лайăх пулать», – тенĕ пĕррехинче А.Савельев-САС хăйĕн вĕренекенне. Александр Сергеевичăн сăмахĕсем çав тери хавхалантарнă, шанăçа çирĕплетнĕ. Çапла каярах Нина Федорова-Максимован çак кĕнекисем умлă-хыçлă пичетленнĕ: «Урăхла планета» (2017 ç.), «Ниме» (2018 ç.), «Парне» (2023 ç.). Вĕсем пурте Шупашкар хулинчи «Новое время» типографинче кун çути курнă. Çулсем иртсен те поэтесса хăйĕн наставникне тав сăмахсемпе аса илет, унсăрăн кĕнекесем пичетленме пултарайманнине те çирĕплетет.
Нина Алексеевнан хайлавĕсем тăтăшах «Урал сасси» республика кăларăмĕн, Шупашкарти «Тетте», Северодвинск хулинчи «Пионерская правда» тата районти «Авăркасă хыпарçи» хаçачĕсен страницисенче пичетленеççĕ.
Паянхи кун Нина Алексеевна – телейлĕ анне, кукамай. Хĕрĕсем çитĕннĕ, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем те ÿсеççĕ. Çемьери, килти ĕçсем пуррине пăхмасăр ентешĕмĕр тулли пурнăçпа пурăнать. Районти «Голубой родник» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕ пулнă май, Галимжан Ибрагимов ячĕллĕ тĕп район библиотекинче йĕркелекен литература мероприятийĕсене тата Культура керменĕнче иртекен концертсене хастар хутшăнать. Унсăр пуçне вăл «Селяночка» тата «Мерчен» халăх ансамблĕсен репетицийĕсене çÿреме, концертсемпе çывăхри ял-саласене çитме те вăхăт тупать. Çавăн пекех «Серебряный возраст» клубăн пайташĕсемпе пĕрле ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли маскировка сечĕсем çыхать.
Хисеплĕ Нина Алексеевна, сире вăрăм ĕмĕр, çемье телейĕ, çĕнĕ кĕнекесем кун çути кăтартма вăй-хал сунатпăр.
Зульфия СИДОРОВА,
Г.Ибрагимов ячĕлллĕ
тĕп район библиотекин ĕçченĕ.

Пирĕн поэтессăна союза йышăннă
Пирĕн поэтессăна союза йышăннă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: