Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Аталану
24 Июлӗн , 15:00

Пушкăртстан бизнесмен-ремесленниксен шучĕпе чи малта

Республикăра халăх художество промыслисене пулăшмалли мерăсем ĕçлеççĕ. Ытти регионсенче вĕсем çук. Пушкăртстан ремесла сферинче тата халăх художество промыслинче ĕçлекен  предпринимательсен шучĕпе пĕрремĕш вырăн йышăнать. Республикăра 329 бизнес субъектне регистрацилени пирки Раççей экономика аталанăвĕн министерствинче пĕлтернĕ.

Пушкăртстан бизнесмен-ремесленниксен шучĕпе чи малта
Пушкăртстан бизнесмен-ремесленниксен шучĕпе чи малта

Иккĕмĕш вырăнта – 211 предпринимательлĕ Вологод облаçĕ, виççĕмĕшĕнче  Санкт-Петербург (193 предприниматель), тăваттăмĕшĕнче – Ленинград облаçĕ (131), пиллĕкмĕшĕнче  Саратов облаçĕ (101).

 Предпринмательсен ытларах пайĕ (67%)  хĕрарăмсем. Компанисен 73%  ура çинче çирĕп тăнине кăтартаççĕ, вĕсем виçĕ çултан ытларах ĕçлеççĕ.

 - Юлашки çулсенче халăх художество промыслин бизнесне аталантармалли условисем лайăхланчĕç: шалти туризм юхăмĕ пысăкланчĕ, регионсемпе, халăх культурисемпе ытларах кăсăкланма пуçларĕç. Саккунсенче улшăнусем пулнипе ăстасем  хăйсем çине ĕçлекенсем пек регистрацие тăрса тивĕçлĕ çăмăллăхсемпе усă курма пултараççĕ, - каласа панă РФ экономика аталанăвĕн министрĕ Татьяна Илюшникова.

Пушкăртстанра халăх промыслисене пулăшмалли тĕлĕнмелле мерăсем ĕçлеççĕ.

- Ĕпхÿ хулинче иртекен Ремесласен эрни йĕркене кĕчĕ. Унта вĕрентÿ мероприятийĕсем иртеççĕ тата «Чи лайăх ремесленник» конкурс çĕнтерÿçисене палăртаççĕ.  Эпир кашни çул этнотуризмпа тĕнче шайĕнчи форум ирттеретпĕр. Унта Раççейри 50 регионтан, Белоруссипе Абхазирен турист отраслĕн представителĕсем хутшăнаççĕ, - ăнлантарса парать ПР Халăх художество центрĕн ертÿçи Вячеслав Гостенов.

2024 çулта Пушкăртстан халăх художество промыслисене пулăшса 11 млн тенкĕлех субсиди уйăрнă. Регионта икĕ тĕрлĕ патшалăх пулăшăвĕ ĕçлет. Пĕрремĕшĕ – оборудовани, чĕр таварпа материалсем туяннă чух тăкаксен пĕр пайне тавăрса параççĕ. Иккĕмĕшĕ – пысăк тупăш, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем паракан предприятисен тăкакĕсем валли укçа-тенкĕ ытларах уйăраççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: