

Вырăнти вулавăш ĕçченĕ Ольга Патраева пысăк хавхаланупа ачасене тăван çĕр çинче çуралса ÿснĕ ентешĕсем çинчен каласа панă.
Ялăн паллă çыннисен сăн ÿкерчĕкĕсемпе тата докуменчĕсемпе илемлетнĕ музей стенчĕсенчен пĕри – М.Н. Данилов-Чалдун çыравçа халаллани. Кунта ачасем çыравçăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен нумай çĕннине пĕлнĕ, Тăван çĕршыва тата культурăна юратма вĕрентекен калавĕсемпе паллашнă. Максим Николаевичăн калавĕсем пĕр ăрăва çеç мар хавхалантарса паттăрлăхпа çирĕплĕх символĕ пулса тăнă. «34-мĕш атака умĕн» очерка ачасем сывлама чарăнса тенĕ пек итленĕ.
Çавăн пекех таврапĕлÿ сехетне хутшăннисем П.А. Емельянов педагог-художникпа çыхăннă стенд умĕнче те чарăнса тăнă. Петр Архипович хăйĕн пурнăçне ачасене пĕлÿпе воспитани парас ĕçе халалланă. Вăл ирттернĕ уроксем унăн вĕренекенĕсен чĕрисенче паянхи кун та упранаççĕ. Унсăр пуçне педагог-художник обществăлла ĕçе те пысăк тÿпе хывнă. Ольга Серафимовна каланă тăрăх, ĕнерхи шкул директорĕпе çыхăннă сăваплă астăвăм унăн ÿкерчĕкĕсенче ĕмĕрлĕхех сыхланса юлĕ.
Пушкăртстанăн паллă спортсменки Е.В. Каледина та Усăллă ялĕнче çуралнă. Çавăнпа вăл вырăнти музейра тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Çăмăл атлетикăпа туслă пулнă Елена Викторовнан çитĕнĕвĕсем тăван ялăн кăна мар, республикăн мăнаçлăхĕ пулса тăма май панă. Ачасем пысăк интереспа спортсменпа паллаштаракан стенда пăхса тухнă. Мĕншĕн тесен вăл çĕнтерÿ патне туртăнни, çитĕнÿсем туни пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Усăллă ялĕн паллă çыннисемпе çыхăннă таврапĕлÿ сехетне вĕçлесе хĕр ачасемпе арçын ачасем вулавăш ĕçченне Ольга Патраевана ыйтусем панă, хăйсен шухăшĕсене те пĕлтернĕ. Çапла майпа вĕсем тăван кĕтесĕн историйĕн çĕнĕ страницисене уçнă. Хăйсем те йăла-йĕркесене сыхласа пырса, çĕнĕ çитĕнÿсем туса историе çырăнса юлма пултарнине ĕненнĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Çтерлĕ районĕ, Усăллă ялĕ.