Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Аталану
25 Сентябрӗн 2025, 05:00

Патшалăх пулăшăвĕ утара пысăклатма май панă

Куюргазă районĕнчи Кривле-Илюшке ялĕнче пурăнакан Виктор Егоров 350 пин тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ илнĕ. Хурт-хăмăрçă асăннă нухратпа пыл уçламалли хатĕр, вĕллесем тата кирлĕ ĕç хатĕрĕсем туяннă.

Патшалăх пулăшăвĕ утара пысăклатма май панăПатшалăх пулăшăвĕ утара пысăклатма май панă
Патшалăх пулăшăвĕ утара пысăклатма май панă

Виктор Егоровăн тахçанхи ĕмĕтне пурнăçа кĕртме социаллă контракт çырса адреслă патшалăх пулăшăвĕ илни пулăшнă.

– Тăвансем чылай çул утар тытрĕç. Мана та çак ĕç питĕ килĕшетчĕ, анчах вăл чун валли çеç пулнă. Эпĕ вахта мелĕпе ĕçлеттĕм, сварщик ĕçне лайăх пĕлетĕп, промышленность альпинизмне те алла илнĕ. Хурçă конструкцисемпе ĕçсем тума 250 метр çÿллĕшне хăпарни те пулнă. Пилĕк çул каялла хурт-хăмăр ĕçĕпе уйрăмах интересленме тытăнтăм. Икĕ хурт вĕлли туянтăм, ятарлă литературăпа паллашрăм. Килĕшрĕ. Çак ĕçрен тупăш туса илме шут тытрăм. Тав Турра, ĕç ăнчĕ, кăтартусем савăнтараççĕ.

Паянхи кун ман утарта 50 вĕлле, пĕр пайĕ Кривле-Илюшкере вырнаçнă, тепри – хура тул хирĕсем çывăхĕнче. Клиентсен бази анлăланчĕ, «Авитора» пыл сутасси пирки информаци вырнаçтаратăп. Сиплĕ пыла вырăнта пурăнакансем кăна туянмаççĕ. Сăмахран, Çурçĕр çыннисем пĕр харăс темиçе виçĕ литрлă савăтпа илсе каяççĕ. Курттăм туянакансем те пур. Нумай пулмасть Мускав хулине пĕр тонна пыл ăсатрăм.

Хура тул пылĕ тĕксĕм хăмăр тĕслĕ, кăштах тăкăскă (терпкий) тутăллă. Ман утара килĕр, тутанса пăхăр, вăл мĕнле тутлă пулнине ăнланса илетĕр. Сăмах май, çакна та каласа хăварасшăн, ăсчахсем кашни кун икĕ кашăк хура тул пылĕ çиме сĕнеççĕ. Вăл чĕрепе юн тымарĕсен ĕçне йĕркене кĕртме пулăшать.

Адреслă социаллă пулăшу харпăр хăйĕн ĕçне уçма, аталану тăкакĕсен пĕр пайне саплаштарма пулăшать. Пулăшăва тивĕçес тесен кирлĕ хутсене хатĕрлемелле. Çак процесс вара нумай вăхăт йышăнмасть, – каласа панă Виктор Егоров утарçă.

Нияра КАШАПОВА.
Куюргазă районĕ, Кривле-Илюшке ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас