

Хăтлăх пулсан туристсен йышĕ ÿсет
Пилĕк çул каялла çеç республикăра туризма аталантарас ĕç хĕнпе пынă. Мĕншĕн тесен инфраструктура кирлĕ шайра пулман. Çав вăхăтрах Пушкăртстан çул çÿревçĕсене хăйĕн çут çанталăкĕпе, вырăнти халăхăн тараватлăхĕпе илĕртнĕ. Çак отрасле вырăнтан хускатса яма патшалăх пулăшăвĕ кирли куç умĕнче пулнă. Регион ертÿçи Радий Хабиров ĕçлеме пуçласан пĕрремĕш çулах туризмпа çыхăннă грантсемпе субсидисен, налог çăмăллăхĕсен тытăмне хатĕрлеме хушнă.
– Пирĕн туристсен пысăк потенцалĕ пур, анчах та инфраструктура, кирлĕ информацие çынсем патне илсе çитересси тата ытти тивĕçтермест. Пирĕн чăн та якорь ямалли вырăнсем пур, вĕсене аталантарма вара вăхăт кирлĕ. Паянхи кун мĕн пуррине пуянлатмалла. Ман шутпа çак ĕçе эпир вĕçне çитиччен туса çитермен, – тенĕ ун чухне пуçлăх.
Лару-тăру пĕчĕккĕн улшăна пуçларĕ. Усламçăсем глэмпингсем (пысăках мар çуртсем, вĕсене мĕнпур условисемпе тивĕçтернĕ) тума пуçларĕç. Вĕсене пуçаруллă çынсем тискер вырăнсенчи илемлĕ лапамсенче хăпартрĕç. Çакăншăн тăкаксен пĕр пайне патшалăх саплаштарчĕ. Юлашки пилĕк çул хушшинче глэмпингсен шучĕ 24 хут ÿснĕ. Енчен те 2020 çулта çакăн пек кану вырăнĕсем республикăра пиллĕк пулнă пулсан, хальхи вăхăтра –120. Вĕсенчен 110-шĕ туристсене çулталăкĕпех йышăнать. Сăмах май, глэмпингсен списокĕпе ПР Туризм министерствин сайтĕнче паллашма пулать.
Хăтлă çуртсем, тикĕс те паянхи куна тивĕçтерекен çулсем, çул хĕрринчи комплекссем уçăлнă май Пушкăртстанра туристсен юхăмĕ ÿсме пуçларĕ. Кашни çул вăл 20-25 процента çĕкленет. Регионти Туризм министерстви шута илнĕ тăрăх, иртнĕ çул Пушкăртстана 2,3 млн хăна килнĕ.
«Пушкăртстанăн ылтăн унки» валли инвестицисем
Регионта çул çÿреве хăтлă тăвас тесе Пушкăртстанра çул хĕрринчи сервиса аталантарма пуçларĕç. Патшалăх предпринимательсене пулăшнине пула (налог çăмăллăхĕсемпе усă курасси, çĕре арендăна илнĕшĕн сахалрах тÿлесси) пирĕн çулсем çинче сервис комплексĕсем çĕкленеççĕ. Кунта кафе, горючи ямалли пунктсем, магазинсем, аптекăсем, СТОсем пур. Сăмах май, Пушкăртстанăн паха опытне паян çĕршывĕпе сарма тăрăшаççĕ. Раççей правительствин премьер-министрĕ Михаил Мишустин Пушкăртстанăн инвесторсене пулăшу паракан мерисем питĕ те ункайлă пулнине тата пиртен тĕслĕх илмеллине палăртнă.
Çулсем çинче автозаправкăсем, транспорт хатĕрĕсене чарса тăмалли вырăнсем пурри автотуристсене илĕртет. Нумаях пулмасть «Пушкăртстанăн ылтăн унки» автомобиль маршрутне Раççейри пилотлă вунă турист маршрутне кĕртни паллă пулчĕ. Ăна Яндекс.Карта приложенинче тупма пулать. Урăхла каласан çĕршывра пурăнакан кирек кам та автомобильпе çула тухсан, Пушкăртстанăн паллă вырăнĕсемпе паллашас тесен, Яндекс.Карта урлă навигаторпа усă курса кирлĕ вырăна çитме пултарать. «Пушкăртстанăн ылтăн унки» маршрутăн вăрăмăшĕ пĕр пин çухрăма яхăн тăсăлать, ăна виçĕ кунра иртме май пур. Туристсем Сенкер кÿлле, Торатау, Воскресенское ялне, Мурадымов ту хушăкне (ущелье), Шульган-Таша, Талкас кÿлле, Гадельш шыв сиккине, Крак ту хырçине (хребет), Арвякрязь, Малиновая, Пĕчĕк Ямантау тусене, Инзер юхан шывне, Роза чул хысакĕсене, Аскин çĕр хăвăлне, Атыш шарлакне çитме пултараççĕ.
Асăннă проект çак машрут çинче инфраструктурăна аталантарма май парĕ. Тума палăртнă ĕçсене пурнăçлама федераллă хыснаран 60 млн тенкĕ уйăраççĕ. Çул хĕрринчи комплекссенче предпринимательсем турист хатĕрĕсене проката пама, амăшĕпе ача, душ пÿлĕмĕсене йĕркелеме пултараççĕ. Çулсем çывăхĕнче вырăнти фермерсемпе пахчаçăсен суту-илÿ вырăнĕсем, кемпингсемпе автотăраткăчсем (автостоянка), спорт лапамĕсем уçăлĕç.
Раççейри регионсем хушшинчи конкурса ăнăçлă иртсе Пушкăртстан çĕнтерÿçĕсен шутне лекнĕ – 2025-2027 çулсенче туризм сферинчи пĕрлĕхлĕ субсиди илĕ. «Туризм тата тараватлăх» наци проекчĕн витĕмĕпе республика валли инвестици проекчĕсене пурнăçлама федераллă бюджетран 735 млн тенкĕ уйăрнă.
Юрий МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.