Çĕр миллион çын МАХ Раççей мессенджерне уçланă. Чăн малтан унпа калаçу валли усă кураççĕ. Ăна шухăшласа кăларакансен шучĕпе МАХ кулленхи задачăсене татса пама пулăшакан усăллă приложени пулмалла. Çавăнпа та унта тăтăшах çĕнĕ функцисем хушăнаççĕ.
1. Мобильлĕ интернет начар ĕçленĕ чухне те – çыхăнура
МАХ приложение мобильлĕ тĕнче тетĕлĕ начар ĕçленĕ чухне хăйĕн тĕллевне тулли пурнăçлакан сервиссен списокне кĕртнĕ.
2. Кам пулнине тата çăмăллăхсене çирĕплетни
МАХа цифрăллă IDпа (электронлă архив докуменчĕсем) çыхăнтарма пулать. Сăмахран, пысăк лавккасенче, театрсемпе музейсенче 18 çултан аслăраххисем валли сутакан тавара туянма май пуррине, пенсионерсем çăмăллăхпа усă курма пултарнине çирĕплетме пултараççĕ. Студентсен вара цифрăллă профиль урлă хăйсен вĕренекен учрежденине кĕрĕç.
3. Документсене йĕркене кĕртни
МАХра кашни кун ботсем – электронлă сервиссем – çĕнелеççĕ. Шăпах вĕсем пĕр-пĕр операци туса ирттерме пулăшаççĕ. Вĕсенчен пĕри – республикăри нумай функциллĕ центра çырăнасси. Çакна тăвас тесен приложенинчи шырав йĕркинче бот ятне @mfcrb02_bot çырмалла.
4. Сывлăха тимлĕх уйăрни
Тата тепĕр пĕлтерĕшлĕ бот вăл – «Пушкăртстан. Тухтăр патне çырăнасси» (@rb_k_vrachu_bot). Унпа усă курса тухтăр патне çырăнма, онлайн-консультаци илме тата больница хутне хуптарма пулать. Пушкăртстанра пурăнакансем бот урлă 200 пин хут тухтăр патне çырăннă.
5. Хваттер ыйтăвĕсене татса пани
Пушкăртстан управляющи компани представителĕсемпе МАХра çурт чатĕсем йĕркелес тата вĕсене аталантарас енĕпе пилот проектне хутшăнать. Çурт чатне «Госуслуги» урлă çеç кĕме пулать. «Госуслуги Кил-çурт» бот коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿлеме тата счетчиксен кăтартăвĕсене пама вăхăт çитнине аса илтерет. Çитес вăхăтра счетсене тÿлеме, управляющи компанине заявка тăратма май паракан мини-приложени хута ярĕç.
6. Хăрушлăхсăр йĕркепе çыхăнăва тухни
Ятарлă хăрушлăхсăр йĕрке профиле шыравран пытарма, шăнкăравсемпе йыхравсене телефонти списокри çынсенчен çеç йышăнма, 16+ тата 18+ контентсене уйăрма май парать. Хăрушлăхсăр йĕркене уйрăмах ачасемпе ватă çынсен хатĕрĕсем çинче хускатмалла. Асăннă функцие хута ярас тесен: «Настройки» уçмалла – «Приватность» пая суйламалла – «Контакты» çине пусмалла – хăрушлăхсăр йĕркене хускатмалла.
7. Хайлавлă ăслăлăхпа тÿлевсĕр усă курни
МАХра анлă сарăлнă нейросетьсен бочĕсем пур. Сăмахран, GigaChat (@gigachat) е Алиса AI (@alice). Бота кĕрсе нейросетьрен саламлани шухăшласа кăларма, открытка ÿкерсе пама, пĕр эрнелĕх меню хатĕрлеме, мăнук валли парне суйласа илме ыйтса пулать.
8. Ачасем мĕнле вĕреннине тĕрĕслени
«Сферум» шкул хутлăхĕ мессенджерта уйрăм пай йышăнать. Унта электронлă дневник ĕçлет. Кунтах ашшĕ-амăшĕсем шкула электронлă справка (сăмахран, çемьери лару-тăрăва пула ача шкула кайманни пирки) тăратма пултараççĕ.
9. Интерессене шута илсе каналсене çырăнни
Каналсем – пĕлÿ е йăпану тексчĕсенчен, фото тата видеосенчен тăракан тематика лентисем. Вĕсене кăсăклантаракан тематикăна кăтартса шыравра тупма пулать. Унсăр пуçне тÿлевсĕр тата ансат майпа хăвăр каналăра йĕркелеме май пур.
10. Бизнеса аталантарни
Усламçăсем мессенджерта канал йĕркелеме, компани хыпарĕсене пĕлтерме, ыйтăмсемпе конкурссем йĕркелеме пултараççĕ. Çавăн пекех вĕсене ботсен конструкторĕсемпе усă курма майсем туса панă. Ботсен конструкторĕсем клиентсене çырăнма тата заказ йĕркелеме пулăшĕç, анлă сарăлнă ыйтусем çине хуравлĕç. Бизнес представителĕсем МАХ валли мини-приложенисем йĕркелеме те пултараççĕ. Çапла майпа компани сайчĕсем уçăлĕç.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.