Урал сасси
+31 °С
Ясно
Аталану
17 Июля , 04:00

Робот тĕнчи ачасемшĕн уйрăмах кăсăк

«Прогресс 02» проект республикăри инженерипе техника пултарулăхĕ енĕпе иртекен фестиваль-конкурс шутланать. Ăна Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿлти вăтам шкулта йĕркеленĕ. Асăннă шкул 2026 çулта «Пĕрремĕшсен юхăмĕ» çамрăксен пĕрлешĕвĕн грантне çĕнсе илнĕ, 237,5 пин тенкĕ нухрата тивĕçнĕ.

Робот тĕнчи ачасемшĕн уйрăмах кăсăкРобот тĕнчи ачасемшĕн уйрăмах кăсăк
Робот тĕнчи ачасемшĕн уйрăмах кăсăк

Нумаях пулмасть кунта кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли ăсталăх тĕпелĕ иртнĕ. Июнь уйăхĕн 15-18-мĕшĕсенче çамрăк инженерсем (7 çултан пуçласа тăххăра çитиччен) практика занятийĕсенче робототехника тĕнчипе паллашнă. Вĕсем «Салам, Робот! Робототехникăри пĕрремĕш утăмсем», «Датчиксем мĕн тума пултараççĕ? WeDo 2.0 мотор тĕсĕсене вĕренетпĕр», «Механика зоопаркĕ» темăсене тишкернĕ. Ачасем теорипе çеç паллашман, хăйсем тĕллĕн паянхи вĕренÿ конструкторĕсемпе усă курса пĕрремĕш модельсем пухнă. Пурĕ ăсталăх класĕсене çак шкулти 25 ача хутшăннă.

Çакна та палăртса хăвармалла, проект авторĕ Лилия Юлдашбаева вĕрентекен шутланать. Çамрăк инженерсем хăйсен умне лартнă тĕллевсене шăпах Лилия Азаматовнапа пĕрле пĕр чĕлхе тупса пурнăçа кĕртме пултарнă. Ăсталăх тĕпелĕнче уйрăмах Илья Иванов, Мирослава Ефимова, Георгий Федоров, Эрик Сайфуллин, Полина Паламарчук, Замира Ишемгулова, Тимур Шарипов, Николай Дмитриев вĕренекенсем пуçарулăхпа пысăк тавçăрулăх кăтартнă.

Проекта пурнăçа кĕртесси малалла тăсăлать. Çапла майпа ачасем тата та нумай çĕннине хăнăхĕç.

Юрий СНЕГОПАД.
Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.

Робот тĕнчи ачасемшĕн уйрăмах кăсăк
Робот тĕнчи ачасемшĕн уйрăмах кăсăк
Робот тĕнчи ачасемшĕн уйрăмах кăсăк
Робот тĕнчи ачасемшĕн уйрăмах кăсăк
Робот тĕнчи ачасемшĕн уйрăмах кăсăк
Робот тĕнчи ачасемшĕн уйрăмах кăсăк
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас