Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çавра сĕтел
16 Апрелӗн 2019, 13:27

Тĕпчев: кăсăк темăсем ыйтусем çуратаççĕ

ППУн Çтерлĕри филиалĕнче «Студентсен проектпа тĕпчев ĕçĕ-хĕлĕ» темăпа «çавра сĕтел» иртрĕ.

«Çавра сĕтел» ĕçне тутар тата чăваш филологи кафедрин доценчĕсем И.С.Мансуров, Л.А.Афанасьева, Н.С.Карпова, Л.В.Коротаева, Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн пайташĕ В.М.Ерохин, «Эреш» театрпа фольклор студийĕ (ертÿçи Н.Е.Кобцева) хастар хутшăнчĕç.
Мероприяти пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн деканĕ Р.Х.Илишева сăмах каланинчен пуçланчĕ. Вăл тутар тата чăваш филологи кафедрин преподавателĕсем Пушкăртстан чăвашĕсен историпе культурине тĕпчес енĕпе питĕ пысăк ĕç туса ирттернине палăртрĕ. Деканăн наука енĕпе ĕçлекен çумĕ А.Ф.Утяев студентсен наукăпа тĕпчев ĕçĕсен тĕп тĕллевĕсем çинче чарăнса тăчĕ тата студентсемпе преподавательсен çитĕнĕвĕсене палăртрĕ. Çавăн пекех салам сăмахĕсем калакансем шутĕнче тутар тата чăваш филологи кафедрин ертÿçи И.С.Мансуров та пулчĕ. Мероприяти вăхăтĕнче проект ĕçĕ-хĕлĕпе, гранта йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе яврĕç.
«Çавра сĕтелĕн» ĕç планĕпе килĕшÿллĕн чăваш уйрăмĕнче вĕренекен Екатерина Афанасьева «Паянхи тĕнчери çухалнă тата çухалакан чĕлхесем», Алина Федорова «Чăваш тата акăлчан халăхĕсен уявĕсен пĕрпеклĕхĕпе уйрăмлăхĕ» темăсене уçса пачĕç. Канашлăва хутшăннисене уйрăмах 2 курсра вĕренекен Юлия Вальщикован «Федоровка районĕнчи чăвашсен рекрут йăли-йĕркисем» тема интереслентерчĕ. Çтерлĕри чăвашсен Канашĕн председателĕ Н.Е.Кобцева хăйĕн «Пушкăртстанри чăвашсен календарьпе йăла-йĕрке фольклорĕ» тĕпчевĕ урлă проект ĕçĕ преподавательсемпе студентсен, ашшĕ-амăшĕсен пĕрле тунă курăмлă ĕçĕ пулнине палăртрĕ. Темăсем интереслĕ пулнăран ыйту паракансем те йышлă пулчĕç.
«Çавра сĕтел» ĕçне хутшăннисем мероприяти пысăк пĕлтерĕшлĕ те усăллă пулнине, асăннă темăсем çав тери кăсăклантарса янине, ун пек мероприятисене тата та ирттермеллине палăртрĕç. Çакă студентсене малашне те çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарĕ. Чи лайăх ĕçсем хатĕрленĕ студентсене дипломсем парса чысларĕç.
Лариса КОРОТАЕВА.
Çтерлĕ хули.
Читайте нас: