Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çавра сĕтел
10 Кӑрлач 2020, 13:37

Ачасен хăрушсăрлăхĕ - ашшĕ-амăшĕн аллинче

Нумаях пулмасть эпир, 13-мĕш ушкăн ачисен ашшĕ-амăшĕсем тата О.И. Буренкопа М.А. Кулякова воспитательсем хамăр ача садĕнче çавра сĕтел хушшинче тĕл пултăмăр. Ку уçă пуху пулчĕ. Ытти ушкăн воспитателĕсем те пирĕн пата хăнана килнĕччĕ. Мĕн сăлтавпа пуçтарăнтăмăр-ха эпир? Сăлтавĕ пĕрре: ку - пирĕн ачасем. Ачасен телейлĕ пуласлăхĕ, вĕсен хăрушсăрлăхĕ хумхантарчĕ пире.

Хăçан-ха пирĕн ачасем чăннипех те телейлĕ? Телей сывлăхра, паллах. Ашшĕ-амăшĕн телейĕ вара ачин телейĕнчен килет.
Çемье – хăйне евĕрлĕ пĕчĕк тĕнче. Кашни çемье тĕреклĕ пулсан çеç пĕтĕм тĕнче тĕреклĕ пулать. Çынна паянхи кун пур çĕрте те хăрушлăх кĕтет. Чылай чух çакă хамăртан та килмест. Ача килте-и, ача садĕнче-и, урамра е хăнара - пур çĕрте те ăна хăрушлăх кĕтме пултарать. Çакна эпир пурте ăнланатпăр. Ача сачĕсенче кун пирки час-часах калаçатпăр,тĕрлĕ йышши ĕçсем ирттеретпĕр, хăрушлăх пирки асăрхаттаратпăр. Эпир, аслисем, ачасемшĕн питĕ пысăк яваплăх тытатпăр. Чи малтан, паллах, ашшĕ-амăшĕсем. Çак тĕлпулу «Ачасен хăрушсăрлăхĕ - ашшĕ-амăшĕн аллинче» темăпа иртрĕ. Унта ачан килти, çут çанталăкри тата çул çинчи хăрушсăрлăхĕ пирки калаçрăмăр. Мĕн-ха вăл хăрушсăрлăх? М.М. Мининкова медсестра хăйĕн докладне ача садне çÿрекенсен хăрушсăрлăхĕ пирки пуçларĕ. Ун хыççăн ашшĕ-амăшсене виçĕ командăна уйăрса («Светофорик», «Искорка», «Родничок») çут çанталăк, çул çинчи тата килти хăрушсăрлăхсем пайсемпе ĕçлĕ вăйă иртрĕ. Тĕрлĕ йышши ĕçсем пулчĕç командăсем хушшинче: салтак тÿми чечекĕ çинче çут çанталăкри тата çул çинчи хăрушсăрлăх тĕслĕхĕсене çырасси; шыври, пăр çинчи тата çул çинчи хăрушсăрлăх пирки викторина ыйтăвĕсене хуравласси; тĕрлĕ ларусене выляса кăтартасси; килти хăрушсăрлăх пирки компьютер технологийĕсемпе усă курса тĕрĕс хуравсене суйласа илесси; «хура арчара» ачасенчен вăрттăн тытмалли япаласем, ун пирки тупмалли юмахсем, вĕсен тупсăмне пĕлесси. Хăнасем те илемлĕ литературăра тĕл пулакан хăрушсăрлăхпа çыхăннă самантсене аса илчĕç. Юлашкинчен асăрхаттарусем салатса патăмăр.
Çак тĕлпулу пуриншĕн те интереслĕ те усăллă пулчĕ. Пурте пĕлекен япаласем пирки тепĕр хут аса илтĕмĕр. Апла пулсан, малашне тата та асăрхануллăрах пулăпăр.
Хаклă ашшĕ-амăшĕсем, аслисем! Ачасем хăрушсăрлăхра пулччăр тесен пирĕн хамăрăн нумай вăй хумалла. Çирĕплетнĕ правилăсене хамăр пăхăнсан çеç ачасем те вĕсене хăнăхĕç. Ачасен хăрушсăрлăхĕ - ашшĕ-амăшĕн аллинче.
«Айгуль» ача сачĕн воспитателĕсем.
Пелепей хули.
Читайте нас: