Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çавра сĕтел
25 Мартӑн 2020, 13:29

«Чаплă та пултаруллă çыннăн юнĕ манра юхнăшăн савăнатăп…»

Çын хăй сывă чухне ырă та пархатарлă ĕçсем тунипе халăх асĕнче юлать. Çавăн пек хастарсем кашни халăхăнах пур. Вĕсем пирĕн историн пĕр пайĕ шутланаççĕ, апла вĕсен эткерне асра тытса аталантарасси паянхи ăрун тĕп тивĕçĕ шутланать. Çакна ăша хывса йĕркелерĕç те март уйăхĕн 14-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Меселпуç шкулĕнче Антонина Нухрат общество тата патшалăх деятельне 120 çул çитнине халалланă çавра сĕтеле.

Асăннă мероприятие кунта йĕркелесси пĕр сăлтавсăр пулман. Мĕншĕн тесен Антонина Ивановна Пишпÿлек тăрăхĕнче çуралнă пулсан та унăн ачалăхĕн тата çамрăклăхĕн пĕр тапхăрĕ çак тăрăхпа çыхăннă. Ăна кунта сума сăваççĕ, асра тытаççĕ, шкулти историпе таврапĕлÿ музейĕнче унпа çыхăннă пĕлтерĕшлĕ те хаклă материалсем упранаççĕ. Çавăнпа та аякран килнĕ хăнасем (Ĕпхÿпе Çтерлĕ хулисенчен, Пелепейпе Пишпÿлек районĕсенчен) кун йĕркине чăн малтан экспонатсемпе паллашнинчен пуçларĕç. Ун хыççăн пурте чăваш чĕлхипе литература пÿлĕмне пуçтарăнчĕç, БСТ телеканал «Пушкăрт Республикинчи 100 паллă ят» ярăмпа йĕркеленĕ «Антонина Нухрат – хĕрарăмсен юхăмне йĕркелекен тата журналистка» телефильма пăхса хак пачĕç.
Çавра сĕтеле ертсе пыракан Игорь Петров истори наукисен кандидачĕ чăн малтан хуçасене сăмах пачĕ. Хуçасем тенĕрен вĕсене ятранах асăнса хăварар: Меселпуçĕнчи шкул директорĕ Николай Иванов, вырăнти ял Канаш пуçлăхĕ Ирина Александрова, Мичурин ячĕллĕ ООО ертÿçи Александр Александров. Килнĕ хăнасене кĕтсе илсе ăсатса ярас ĕç лавĕ ытларах вĕсем çине тиеннĕ. Çавăнпа та вĕсем пуçтарăннă чăваш хастарĕсене ырă та уçă кăмăлпа кĕтсе илнине пĕлтерчĕç, малашне те Меселпуç çĕрĕ çинче çакăн евĕр тĕлпулусем йĕркелеме хирĕç маррине систерчĕç. Ун хыççăн ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ Людмила Мурманская сăмах илчĕ. Канаш çавра сĕтеле йĕркелекенсенчен пĕри пулнă май, Людмила Ивановна пухăннисене саламласа кун йĕркинчи ыйтусене ăнăçлă пăхса тухма сунчĕ, тавçăрулăх çитерсе Николай Андреевича (шкул çурчĕн хуçине) чăваш тĕрриллĕ галстук парнелерĕ.
Антонина Нухратăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне тĕпчесе хатĕрленĕ докладсемпе Иван Ефимов (Авăркас районĕ) тата Марина Николаева (Пишпÿлек) чăваш наци академикĕсем тухса калаçрĕç. Марина Алексеевна обществăлла музей ертÿçи пулнă май ним çукран мĕнле майпа Антонина Ивановна çинчен чылай материал пухнине пĕлтерчĕ, унăн пурнăçĕнчи уйрăм тапхăрсене «шĕкĕлчерĕ». Иван Васильевич хаçат-журналсенче пичетленнĕ тĕпчев статйисемпе паллаштарнă чухне хăш-пĕр кăсăк самантсене вуласа та пачĕ. Унăн аллинчи самаях хулăн папка калăплас пулсан пĕр 150-200 страницăллă кĕнеке кăларма пулать. Сăмах май, кĕнеке тенĕрен, çак çавра сĕтел тĕлне Рудольф Павлов-Илькелри çыравçăпа Марина Николаева «Антонина Нухрат тата Ираида Нарс» кăларăма кун çути кăтартнă. Унăн калăпăшĕ самай пысăк – 210 питрен тăрать. Кунтах кĕнекен хăтлавĕ иртрĕ. Рудольф Матвеевич пĕлÿ çăлкуçĕ мĕнле майпа вулакан патне çитни çинче чарăнса тăчĕ.
Докладсене сÿтсе явма ПР чăваш наципе культура пĕрлешĕвĕн (ЧНКП) пуçлăхĕн çумĕ Юрий Петров, Ĕпхури П.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн директорĕ Иван Тарасов ăсчах, Ирина Сухарева профессор, Авăркас районĕнчи ЧНКПĕн ертÿçи Юрий Леонтьев, Пишпÿлек районĕнчи тата Çтерлĕ хулинчи чăвашсен Канашĕсен пуçлăхĕсем Вера Васильевапа Нина Кобцева, чăваш наци академикĕ Михаил Сидоров (Пелепей районĕ), Вячеслав Ерохин таврапĕлÿçĕ (Çтерлĕ хули) тата çак йĕркесен авторĕ хутшăнчĕç. Кашниех ĕçлĕ сĕнÿсем пачĕç, А.И. Нухратăн эткерĕ паянхи куншăн, уйрăмах чăваш халăхĕшĕн, пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç.
Çавра сĕтеле Антонина Ивановнан тăванĕ Пелепей хулинче пурăнакан Надежда Павлова педагог та хутшăнчĕ. Вăл Хвекла аппăшĕ (А.Нухратăн ашшĕ енчен иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ пулнă) каласа панисене аса илчĕ.
- Ача чухне Хвекла аппа пысăк аппăшĕ (сăмах Нухрат пирки пырать) Кремльте Крупскаяпа тата Ленинпа ĕçлени çинчен калаçатчĕ. Эпир çакна шансах пĕтмен, ват çын арпаштарать пуль тесе шутланă. Мана вăл темшĕн артиста аса илтеретчĕ, сăн ÿкерчĕк çине пăхсан та çавнах каламалла, - шалти ăшă та çутă туйăмĕсене пытармарĕ Надежда Ильинична. - Чаплă та пултаруллă çыннăн юнĕ манра та юхнăшăн эпĕ савăнатăп, мăнаçланатăп..., - терĕ вăл калас сăмахне вĕçленĕ май.
Тăватă сехете тăсăлнă мероприяти резолюци йышăннипе тата хуçасем хăнасене чей ĕçтернипе вĕçленчĕ. Вырăнти «Шăпчăксем» фольклор ушкăнĕ пухăннисене хăйĕн репертуарĕнчи юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕ, ĕçлĕ тĕлпулăва уяв сăнĕ кĕртрĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Авăркас районĕ, Меселпуç ялĕ.
Читайте нас: