Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çавра сĕтел
26 Апрелӗн 2022, 12:02

Çамрăк таврапĕлÿçĕсем пуçтарăнчĕç

Апрель уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕнче «Çамрăксем таврапĕлÿ юхăмĕнче» çавра сĕтел иртрĕ. Ăна тутар тата чăваш филологи кафедрин преподавателĕсемпе чăваш уйрăмĕн студенчĕсем йĕркелерĕç.

Çамрăк таврапĕлÿçĕсем пуçтарăнчĕç
Çамрăк таврапĕлÿçĕсем пуçтарăнчĕç

Малтан сăмах пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн деканĕ Райса Илишева илчĕ. Вăл асăннă факультетра пĕлÿ илекен студентсен наукăпа тĕпчев ĕçĕ-хĕлĕнчи тĕп çитĕнĕвĕсене палăртрĕ, лайăх ĕçленĕшĕн кафедра коллективне тав турĕ. Çавăн пекех наука тĕпчевĕсене, вĕрентÿпе методика тата педагогика ĕç-хĕлне малалла тăсассине пысăк шанчăкпа палăртрĕ. Тутар тата чăваш филологи кафедрин ертÿçи Ильсур Мансуров пуçтарăннисене пурне те ăшшăн саламларĕ, ăнăçу сунчĕ.
Çавра сĕтеле Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнчи Василий Николаев ячĕллĕ вăтам пĕлÿ паракан шкул музейĕн ертÿçи, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Юрий Леонтьев («Тăван çĕршыва юратса», çамрăксемпе таврапĕлÿ ĕçĕ çинчен), Пушкăртстан Республикинчи Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнчи шкулăн 8 тата 9 класс вĕренекенĕсем Евгений Ефремовпа Анастасия Леонтьева («Чăваш Хурамалĕ тата ун таврашĕнчи урамсемпе çут çанталăк объекчĕсен ячĕсем», наука ертÿçи – Ю.Х. Леонтьев), Мударист Сафин паллă таврапĕлÿçĕ, пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕн студенчĕсем Анна Васильевапа («В.Ф. Исаев фотожурналист – пирĕн ентеш») Анфиса Салихова («Ираида Петрова (Нарăс) – пирĕн ентеш»), Анастасия Федорова («Зинаида Сурпан тата Аркадий Русаков – Пушкăртстанри Федоровка районĕн паллă поэчĕсем», наука ертÿçи – Л.В. Коротаева доцент) хастар хутшăнчĕç. Докладчиксене ыйту паракансем те нумай пулчĕç.
Тĕлпулăва тутар тата чăваш филологи кафедрин преподавателĕсем И.С. Мансуров, Л.А. Афанасьева, Л.В. Коротаева, Н.А. Мукимова доцентсем тата студентсем хастар хутшăнчĕç. Çавра сĕтел ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ те интереслĕ иртрĕ. «Çамрăксем таврапĕлÿ юхăмĕнче» форум пĕтĕмлетÿ тунипе вĕçленчĕ. Мероприятие хутшăнакансем унăн наукăпа практика пĕлтерĕшне, студентсем сÿтсе явакан ыйтусене татса пама хастар хутшăннине, ун пек мероприятисен кирлĕлĕхне палăртрĕç. Тĕлпулу вĕçĕнче пуçтарăннисене Константин Петров (1-мĕш курсс студенчĕ) юрă юрласа савăнтарчĕ, Юрий Леонтьев интереслĕ кĕнекесем парса хавхалантарчĕ. Çавăн пекех пухăннисем Зайнаб Биишева халăх писателĕн музейне çитсе курчĕç.
Анфиса САЛИХОВА. Çтерлĕ хули.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: