Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çавра сĕтел
31 Октябрӗн 2023, 12:30

Чĕмпĕр регионсенчи чăвашсене пухрĕ

Октябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чӗмпӗрте Иван Яковлевич Яковлевӑн «Ӗненӗр Раҫҫее, юратӑр ӑна, вара вӑл сирӗн аннӗр пулса тӑрӗ...» ятлӑ регионсем хушшинчи ҫавра сӗтел иртрӗ.

Чĕмпĕр регионсенчи чăвашсене пухрĕ
Чĕмпĕр регионсенчи чăвашсене пухрĕ

Унта Ульяновск облаҫӗнчи чӑвашсемсӗр пуҫне Шупашкар, Самар, Хусан, Пелепей хулисенчен общество организацийӗсен наци представителĕсем, наука ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ. Мускавран Чӑвашсен федераци шайӗнчи наципе культура автономийӗн председателӗ, Раҫҫей Паттӑрӗ Николай Гаврилов генерал-лейтенант хăйĕн мăшăрĕпе, Татьяна Дмитриевнапа, килсе ҫитрӗ.
Ҫавра сӗтел умӗн делегацисем Иван Яковлев палӑкӗ умне чĕрĕ чечексем хучӗҫ, ҫутта кӑлараканӑн музей-хваттерне кӗрсе курчӗҫ. Педагогика ӗҫченӗсен квалификацине ӳстерекен центрта иртнӗ пухӑва хутшӑнакансене Ульяновск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн администрацийӗнчи нацисем тата конфессисем хушшинчи хутшӑнусен управленийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Паховский саламларӗ.
Николай Гаврилов хӑйӗн сӑмахӗнче патриотизмла воспитани парассинче Иван Яковлевӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине палӑртрӗ.
«Эпир тӗрлӗ пулнинче пирӗн вӑй. Тӗрлӗ халӑх ҫыннисемпе эпир тӗрлӗрен яваплӑ задачӑна пурнӑҫлама пултаратпӑр», – терӗ Николай Федорович. Вӑл ҫӗршыв умӗнче тӑракан хӑрушлӑхсене хирӗҫ кĕрешме эпир Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗпе туслӑхне тӑратмаллине те палӑртрӗ.
Çавра сĕтелте Пелепей тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономийĕн председатĕлĕ Владимир Яковлев «Константин Иванов Иван Яковлевăн пултаруллă вĕренекенĕ» темăпа кĕске доклад турĕ. Çак темăна вăл 1908 çулта пичетленсе тухнă «Чăваш халапĕсем» кĕнеке урлă уçса пачĕ.
Пĕтĕмĕшле çавра сĕтеле И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă.
Константин МАЛЫШЕВ.
Ульяновск хули.

Чĕмпĕр регионсенчи чăвашсене пухрĕ
Чĕмпĕр регионсенчи чăвашсене пухрĕ
Чĕмпĕр регионсенчи чăвашсене пухрĕ
Чĕмпĕр регионсенчи чăвашсене пухрĕ
Чĕмпĕр регионсенчи чăвашсене пухрĕ
Чĕмпĕр регионсенчи чăвашсене пухрĕ
Чĕмпĕр регионсенчи чăвашсене пухрĕ
Чĕмпĕр регионсенчи чăвашсене пухрĕ
Чĕмпĕр регионсенчи чăвашсене пухрĕ
Чĕмпĕр регионсенчи чăвашсене пухрĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: