Пур хыпар та
Çавра сĕтел
29 Майӑн 2025, 14:00

Ĕпхÿри çавра сĕтеле Алексей Кондратьева халалланă

Май уйăхĕн 18-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинчи П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн пуçарăвĕпе çавра сĕтел иртнĕ. Ăна пултаруллă ăсчахăн, таврапĕлÿçĕн тата общество деятелĕн Алексей Александрович Кондратьевăн 95 çулхи юбилейне (1930-2021 çç) халалланă.

Ĕпхÿри çавра сĕтеле Алексей Кондратьева халалланă
Ĕпхÿри çавра сĕтеле Алексей Кондратьева халалланă

Мероприятие академи пайташĕсем тата асăннă шкулта вăй хуракан вĕрентекенсем хутшăннă. Çав шутра И.Г. Петровпа Л.И. Мурманская, Б.Е. Гордеевпа И.В. Ефимов, Н.С. Васильевпа Г.Ю. Кириллова, В.М. Тарасовапа Л.Н. Пашина тата В.М. Васильевапа Н.Н. Никитина пулнă.
Çавра сĕтеле Чăваш наци ăслăлăхĕпе ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн ертÿçи Игорь Петров уçнă. Çакăн хыççăн Николай Васильевпа Галина Кириллова, Борис Гордеевпа Валентина Васильева тата Иван Ефимов Алексей Александровичпа çыхăннă ăшă аса-илÿсен авăрне путнă. Тухса сăмах калакансем Пушкăртстан чăвашĕсен юратнă профессорĕн ятне ĕмĕрех асра хăварас ыйтăва та хускатнă. Çапла «Кондратьев вулавĕсем» наукăпа таврапĕлÿ конференцин ĕçне тепĕр хут пуçарса яма сĕннĕ, асăну хăми çакма тата Ĕпхÿри урамсенчен пĕрне унăн ятне пама, А.А. Кондратьевăн пурнăçне тата ĕç-хĕлне çутатса паракан документаллă фильм ÿкерме патшалăх влаç органĕсен умне сĕнÿпе тухма йышăннă.
Çавра сĕтел чыслав саманчĕпе вĕçленнĕ. Иван Ефимова РФ Хĕç-пăшаллă вăйсен ветерансен союзĕн Хисеп хучĕпе наградăланă. Людмила Мурманская таврапĕлÿ ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн ЧР Таврапĕлÿçĕсен союзĕ ятĕнчен Н.Я. Бичурин, Чăваш наци ăслăлăхĕпе ÿнер академийĕнчен Н.В. Никольскин I степень орденĕсене илме тивĕçне.
Чăваш хастарĕсене сумлă наградăсем илнĕ ятпа саламлатпăр, малашне те пултарулăхпа ăслăлăх ĕçĕсенче ăнăçусем сунатпăр.
Ирида НОВИКОВА.
Ĕпхÿ хули.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас