Пур хыпар та
"Азамат - 2018"
27 Декабрӗн 2018, 13:57

Туслăх пытăр ĕмĕре

Кăçалхи çулăн юлашки кунĕсем республикăри çамрăксен «Азамат – 2018» ташăпа юрă фестивалĕ иртнипе асра юлчĕç.

Мероприятие хутшăнма кăмăл тунисенчен пурĕ 189 заявка килчĕ, уява 248 çын хутшăнчĕ. Вĕсен пултарулăхне ултă çынран тăракан жюри хак пачĕ. Положени тăрăх фестивале хутшăннисене ÿсĕмĕсене кура - кĕçĕн (10-15 çултисем), аслă (16-23 çултисем) - хак пачĕç. Уявра чĕннĕ хăнасем те - патшалăх тата муниципаллă, обществăлла органсен çыннисем - пулчĕç. Вĕсене вырăс, пушкăрт, чăваш тата ыт.те халăх представителĕсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Фестивальте вунă тĕрлĕ наци çамрăкĕ - пушкăрт, вырăс, тутар, чăваш, мари, мăкшă, украин, латыш, эрмен, еврей - хăйсен ташши-юррисемпе савăнтарчĕç. Кашни номер хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăчĕ. Çавăнпа та жюри членĕсене чи пултаруллисене палăртма çăмăл пулмарĕ. Вăрах вăхăт канашланă хыççăн çĕнтерÿçĕсем çаксем пулса тăчĕç:
Ушкăнпа ташă ташласси (аслă ÿсĕм): I вырăн – еврей вырсарни шкулĕ, Ĕпхÿ хули; II – «Дуслык» халăх ташшисен ансамблĕ, «Дебют» Тĕп культура керменĕ; «Очарование» ушкăн, Çтерлĕ районĕнчи ачасен пултарулăхне аталантармалли «Радуга» центр; III – эрмен вырсарни шкулĕ, Ĕпхÿ хули; М.Горький ялĕнчи шкул, Архангельск районĕ.
Ушкăнпа ташă ташласси (кĕçĕн ÿсĕм): I вырăн – 65№ тутар гимназийĕ, Ĕпхÿ хули; II – Пелепей хулинчи тутар гимназийĕ; Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕ; Ĕпхÿ хулинчи чăваш вырсарни шкулĕ; III – «Дружный» ача-пăча пултарулăх центрĕ, Ĕпхÿ хули.
Пĕччен юрă юрласси (аслă ÿсĕм): I вырăн - Юлия Буракова, Ĕпхÿ хулинчи «Злагода - Согласие» украин вырсарни шкулĕ; II – Лиана Фаттахова, Ĕпхÿ хулинчи чăваш вырсарни шкулĕ; Марсель Закиров – «Диалог» çамрăк ачасен клубĕ, «Диамонд» вокал студийĕ; Ульяна Смирнягина – Пелепейри гуманитарипе техника колледжĕ; III – Клечан Армина, Ĕпхÿ хулинчи эрмен вырсарни шкулĕ.
Пĕччен юрă юрласси (кĕçĕн ÿсĕм): I вырăн - Негина Талипова, Ĕпхÿ хулинчи «Дебют» ачасен пултарулăхне аталантармалли центр; II – Азалия Хусаинова, Рустем Рафгутдинов, 48№ Пушкăрт лицейĕнчи пушкăрт вырсарни шкулĕ; Надежда Скрябнева – Ĕпхÿ хулинчи чăваш вырсарни шкулĕ; III – Дилара Нартдинова, Пелепей хулинчи тутар гимназийĕ; Карина Федорова – Ĕпхÿри пушкăрт вырсарни шкулĕ.
Пĕччен ташă ташласси (аслă ÿсĕм): I вырăн - Диана Максимова, «Радуга» пултарулăх центрĕ, Çтерлĕ районĕ, Ямансас ялĕ.
Пĕччен ташă ташласси (кĕçĕн ушкăн): I вырăн - Данил Байбулатов, Ĕпхÿ хулинчи Пушкăрт вырсарни шкулĕ; II – Софья Кудрявцева, Ĕпхÿ хулинчи «Дружный» ачасен пултарулăхне аталантармалли центр; III – Регина Барнагулова, Пелепей хулинчи тутар гимнази.
Ушкăнпа юрă юрласси (аслă ушкăн): I вырăн - «Атбалсс» латыш фольклор ушкăнĕ, Архангельски районĕ, Максим Горький шкулĕ; II – «Хылыукай» вокал ушкăнĕ, Пелепейĕнчи гимнази-интернат; III – Ĕпхÿ хулинчи топливăпа энергетика колледжĕнчи кураистсен ушкăнĕ.
Ушкăнпа юрă юрласси (кĕçĕн ушкăн): I вырăн - “Ляйсан» вокал ушкăнĕ, 65№ тутар гимнази; II вырăн – «Уяв» ансамбль, Пелепейĕнчи чăваш гимнази; «Дуслык» вокал ушкăн, Пелепейĕнчи пушкăрт гимнази-интернат; III вырăн – «Комертон» вокал ушкăнĕ, ачасен пултарулăхне аталантармалли «Дебют» клуб; мари вырсарни шкулĕ, Ĕпхÿ хули.
Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕç. Уява хутшăннисем килĕсене хавхалануллă кăмăлпа саланчĕç. Вĕсем кунта парнеллĕ те пулчĕç, çĕнĕ туссем те тупрĕç. Туслăх вара ĕмĕре.
Юрий МИХАЙЛОВ. Ĕпхÿ хули.