«Рябинушка» (ертÿçи тата аккомпаниаторĕ – Зоя Ефремова) вокал ансамблĕн ыркăмăллăх концертĕнчен Тимеш ял хутлăхĕнчи пĕр ял çынни те тăрса юлмарĕ пулмалла.
Концертра лирикăллă патриотла юрăсем тата литература композицийĕсем янăрарĕç. Вĕсем залра ларакан кашни çыннăн чĕрине пырса тиврĕç. Çавăн пекех пуçтарăннисем Ефремовсен çемье дуэчĕ (амăшĕпе хĕрĕ Зоя Ефремовапа Татьяна Иванова) шăрантарнă юрăсене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Пĕтĕм программа патриотизм, пĕрлĕх сĕмĕпе иртрĕ.
Тимеш ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Рамзия Никитина чи хастар волонтерсене, Татьяна Трофимована, Людмила Михайлована, Лилия Игнатьевана, Мияки район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.
Çавăн пекех пуçтарăннисене Тихон атте саламларĕ. Волонтерсен лапамĕн ертÿçи, çак йĕркесен авторĕ, туса ирттернĕ ĕçсем пирки каласа пачĕ.
Юлашкинчен мероприятие йĕркелесе ирттерекенсем пурне те пĕр тĕвве пуçтарăнса хамăр салтаксене пулăшма, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме чĕнсе каларĕç. «Сире хăвăр пулăшни сахал пек туйăнать пулсан пĕлĕр: пулăшăвăн чăн-чăн пĕлтерĕшне хаклама май çук! Пĕчĕк пулăшу пулма пултараймасть: пулăшу вăл е пур, е çук. Хамăртан мĕн килнине пурне те тăвар. Пĕрле пулсан эпир тата та вăйлăрах», – терĕç вĕсем.
Эпир, мероприяте хутшăнакансем, Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсене пулăшма, май пур таран çĕнтерĕве çывхартма пултарнăшăн савăнатпăр.
Вероника ЛЕОНТЬЕВА.
Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.